Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗрӗс, вӑл ывӑннӑ: ҫӑварӗ карӑлса кайнӑ, шупка хӗрлӗ чӗлхи, хӑй шавлӑн сывланӑ май, пӗрмай чӗтренсе тӑрать.Да, он устал: пасть приоткрылась, розовый язык так и ходил в такт тяжелому, шумному дыханию.
33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ачасем палламан ачана кам мӗн парасси ҫинчен шавлӑн калаҫма тытӑнчӗҫ.Ребята шумно заговорили, сообщая, что они намерены подарить неизвестному мальчику.
Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Кэмби сывлӑша сӑмсипе шавлӑн туртса илчӗ те куҫ-харшийӗсене аялалла-ҫӳлелле хуҫкатрӗ, унтан Таичи пӳртне кӗрсе кайрӗ.Кэмби шумно потянул носом воздух, повел вниз-вверх бровями и пошел в хижину Таичи.
Том вилӗмӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Эпӗ Галя кӑштах аптраса ӳкнипе усӑ куратӑп — эпир шавлӑн тӗл пулни те, Варя инкепе нумай вӑхӑт курмасӑр пурӑннӑ хыҫҫӑн курнӑҫни те, тата, паллах, Ленинград та ӑнран кӑларса ячӗҫ пулмалла: манӑн Чернигов хӗрӗ нихҫан та Харьковран аякка кайса ҫӳремен вӗт-ха.
11 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӗсенчен пӗри сасартӑк шавлӑн какаларӗ, ун хыҫҫӑн — ыттисем.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вӑл, шавлӑн кулса, Зухре патне чупса кайрӗ.
VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вӗсем, юрра илтес мар тесе, пӗр-пӗринпе шавлӑн калаҫаҫҫӗ.Чтобы не слышать пения, они громко разговаривали друг с другом.
IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Тӗрмене хупнисем, шавлӑн калаҫса, Бикмуш мучине хупӑрласа илчӗҫ.Заключенные, возбужденно переговариваясь, окружили деда Бикмуша.
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Шултра ҫумӑр тумламӗсем чӳрече кӗленчисене шавлӑн шапӑртаттараҫҫӗ.
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫакӑн пек шухӑшланӑ чухне унӑн кӑкринче юнӗ вӗриленсе вӗресе хӑпарать, вӑл ӑратлӑ урхамах евӗрлех сӑмси ҫунаттисене карӑнтарса хурса, шавлӑн хашкаса сывлать, вара, темле курман-пӗлмен инкек пуласса кӗттерекен шиклӗ, тӗттӗм туйӑмпа анӑрашса кайса, «ҫӑтмаха», Лодка патне, хӑйӗн чӗрине ҫывӑх тусӗ патне, хӑйӗн кӳренӗвӗсене сирмелли ҫӗрелле ҫул тытать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
… Урамсенче туп-тулли халӑх пулнӑ, унта та кунта ҫынсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тӑнӑ, темскер вуланӑ, темскер итленӗ; ҫынсем кӑшкӑрашни, юрлани, шавлӑн калаҫни, уйрӑм сӑмахсене хаяррӑн калани, хусканкалани — ҫаксем пурте ҫав вӑхӑтри Парюк хӗрӳллӗ, вӗри туйӑмсемпе, пӑлхануллӑ пурнӑҫпа пурӑннине палӑртса тӑнӑ; чулсен те юн тымарӗ тапса тӑнӑ пек, сывлӑша электричество хумӗ хутшӑннӑ тек туйӑннӑ, вӑл чуна тарӑхтарнӑ та пӑлхатнӑ, кӗрешме, кисретме, хӑрушӑ ыйтусем кӑларса тӑратса вӗсене ҫийӗнчех татса пама, XVIII ӗмӗрти писательсен кӑмӑлӗ мӗнпе тулса тӑнӑ — ҫавсене пурне те туса хума хистенӗ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Кантура кӗмелли алӑк шавлӑн уҫӑлса кайрӗ; пурте ура ҫине сиксе тӑчӗҫ, пӳлӗме князь кӗчӗ.Дверь в контору растворилась с шумом, все вскочили, вошел князь.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Шуратӑл ҫинчи яланхи шӑплӑх пӗтрӗ ӗнтӗ: авӑ, симӗс гимнастерка тӑхӑннӑ вунӑ-вунпилӗк салтак шлюпка ҫине ларнӑ та ҫыран хӗрринелле ишсе килеҫҫӗ, ыттисем пӑрахут патӗнче шавлӑн, кӑшкӑраша-кӑшкӑраша шыва кӗреҫҫӗ; пӗрисем ишсе ҫӳреҫҫӗ, теприсем кӑкӑр таран шыва кӗрсе тӑрса, шӳт туса пулас, пӑрахута каялла тӗртеҫҫӗ.
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Акӑ унӑн куҫӗсем темле хуллен шӑвакан пӑнчӑ ҫинче чарӑнчӗҫ, вара вӑл, ҫав пӑнчӑ мӗн иккенне пӗлсе, шавлӑн, савӑнӑҫлӑн ҫухӑрса ячӗ:
V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫӗнӗ пашана янычарсем музыкӑпа, шавлӑн, парадпа кӗтсе илнӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Сарӑ пӗсехеллӗ кӑсӑясем пӗр тӗме ҫинчен теприн ҫине шавлӑн вӗҫе-вӗҫе каҫаҫҫӗ.
Пӑр юрланӑ чух // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ленин, ывӑннӑскер, кӑмӑллӑскер, кухньӑри кран айӗнче ҫӑвӑнма тытӑнать, шавлӑн пӗрӗхтерет шыва унталла та кунталла.
«Ҫитрӗ май — хаваслӑ, чаплӑ…» // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Метро станцийӗсенчен, ҫӗр айӗпе иртекен каҫӑсенчен, Киввипе Ҫӗнӗ Арбатран площаделле вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫын утать, «Художественнӑй» кинотеатр умӗнче шавлӑн кӗпӗрленсе пӑтрашӑнать.
12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Хӑй шавлӑн сывлать…
Ӗмӗрлӗхех киле // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Хӑрӑмпа та ҫупа вараланса пӗтнӗ хуп-хура пуйӑс, хӑй хыҫҫӑн вакунсем сӗтӗрсе, шавлӑн хашлата-хашлата станца ҫитсе тӑрать.Громко дыша, чёрный, в саже и масле, паровоз подтащил пассажирский состав.
Ирӗке! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.