Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мана уйӑх анлӑшӗсен хушшинче тыткӑнласа ҫупӑрланӑ ҫав кӗвӗ сыпӑкӗ халӗ хӑлха тӗлӗнчех янӑрать, ку мухтав кунӗнче, — Ката-Гур утравӗсем патӗнчи тинӗс ҫапӑҫӑвӗ хыҫҫӑн, — чаплӑн юхнӑ юрӑ пек пулчӗ, нумай ҫул иртсен ун чухне эпӗ Ахуан-Скапӑн хӗвел хӗртсе шӑратнӑ ҫыранне, ылтӑн трубасемпе кӑвак чечексен хушшине ҫӗнтерӳне ярса пуснӑччӗ.
XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл ман тӗлӗшпе мӗн шухӑшласси пирки уйланма та шикленмелле, унӑн пуҫ мими, ахӑртнех, чӑмӑрсемпе, ҫӗҫӗсемпе тулсах ларнӑ, анчах вӑл шӑллӗпе калани уҫӑмлӑн сӑрхӑнса янӑрать пек: «Ҫав вырӑнах-и ку е ҫук-и? Ӑнланмастӑп».
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Унӑн сассин юри тунӑ лӑпкӑлӑхӗ кашни сӑмахӑн тертлӗ, хӗрхенӳсӗр уҫӑмлӑхӗпе тата кӗретлӗхӗпе янӑрать.
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Унӑн куллинче кӳрентерӳллӗ сисӗни-сисӗнми сӗм янӑрать.
I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Анна кӗчӗ; вӑл утни юнашарах илтӗнет, утнӑ сасӑсем халӗ урӑхларах; вӑл Анна мӗнле сасӑпа утнине курнӑ чухнехилле мар: утнӑ сасӑ пӗр вырӑнта пек тата ытла та хытӑ янӑрать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.
Лутра пальмӑсен лапсӑркка ҫулҫисем вӗри ҫил ҫинче шавлаҫҫӗ те силленеҫҫӗ; таҫта аякра мавритани ротондин оркестрӗ вылять; унӑн сассисене ҫил сапаласа вӑйсӑрлатать, тепӗр чухне ҫеҫ — инҫете яланлӑхах каякан ҫын алӑкран кӑшкӑрса хӑваракан сӑмахсем евӗр — уҫӑмлӑн та хавхаллӑн янӑрать.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тепӗр чухне шӑнтма е вӗрилентерме пуҫлать, — куншӑн савӑнатӑп: ҫак самантсенче манӑн лару-тӑрӑвӑн сивлек-тӗксӗм капанӗ кӗленче евӗр витӗр курӑнса, йӑлтӑртатса юхать тейӗн, янкӑр ҫутӑ пӳлӗмсем пек — фантазипе шанчӑк ҫиҫеҫҫӗ, унта хаваслӑ кулӑ янӑрать; е мана сӳрӗклӗх пусӑрӑнтарать, ҫакӑн чухне аса илӳсене путатӑп.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Давенант лазаретран тухрӗ те хапха патне утса пычӗ, пӗлет: унӑн сассине хирӗҫлеме никам та хӑяймасть, — сасси унӑн ҫак хушусене пӑхӑнакан ҫыннӑн вӑрттӑн кӑмӑлӗлле янӑрать.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Гадаутовӑн сӑмах тӗрткелӗвӗ пушӑпа ҫапнине аса илтерет; унӑн кӑшкӑрӑвӗсен тӗшши-пӗлтерӗшӗ асаплансах ҫитнӗ чӗресенче вӑрттӑн сӑмаха куҫса янӑрать: акӑ-акӑ, кунта-кунта, халӗ-халӗ, унта-унта…
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Унта темӗнле хула е ял пурнӑҫӗ янӑрать, ӑна пӗлме те, курма та юрамасть.Там звучала жизнь неведомого города или села, которую нельзя было ни узнать, ни увидеть.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.
Ҫаксем ҫийӗн халӗ усал кулӑ янӑрать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.
— Кӑштах вӑрттӑн, кӑштах ҫӑмӑлттай янӑрать, — хӑйӗнпе хӑй пуплесе редактор черетпе икӗ материала та пӑхса тухрӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Ун йӗри-тавра пӗтӗмпех тулли пурнӑҫпа янӑрать.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
Ашшӗ телӗшпе ӑна яланах пулӑшма тимлени, — ку, паллах, иккӗленӳсӗр, — халӗ ҫирӗп те тӗреклӗ, пӗр ҫӗрелле ӑнтӑлнӑ; ку — туйӑмсен тӗттӗмлӗхӗнче пытанса усраннӑ усӑллӑ шухӑш-тӗллев, ҫакӑн кашни хусканӑвӗ чан ҫапнилле янӑрать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Нӳрӗре тӗпреннӗ чул таткисем хускалми шыва хутран-ситрен ҫеҫ ӳкеҫҫӗ те ӑна чӗтреме хистеҫҫӗ; ахрӑм кӗрлесе янӑрать.
Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.
Риттер та унран юлмасть — ту хушӑкӗ унӑн ӳте кӑтӑклакан, чарӑнми куллипе янӑрать.Ему вторил Риттер, оглушая ущелье неудержимым, щекочущим тело смехом.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Вӗсем пурри тунсӑхлӑ; вӗсен калаҫӑвӗнче пулассине туйса тӑни янӑрать; вӗсен ҫывӑхлӑхӗ инкек кӳрет.Присутствие их тоскливо; их речи звучат предчувствиями; их близость навлекает несчастья.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Унӑн шухӑшлӑ сасси ҫав тери уҫӑмлӑ тата хуллен янӑрать.Чрезвычайно отчетливо, но негромко звучал его задумчивый голос.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Гнор чӗлхипе ку ҫапларах янӑрать: «Унӑн укҫи ытла та нумай!».На языке Гнора это звучало так: «у нее слишком много денег».
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Такамӑн кӑмӑлӗ ыйтнине пӑхӑннӑн вӑл выртнӑ ҫӗртен тӑрса ларчӗ, хӑлхине ҫӗр ҫумне тытрӗ; унтан… виле ӳте хунӑ вӑрттӑн шӑтӑкран пурнӑҫӑн уҫӑмсӑр пӑшӑлтатӑвне, чӑшӑлтатӑва, сисӗни-сисӗнми хусканӑва тата аякран-аякран килекен сасса илтрӗ; ҫак сасӑ, ахӑртнех, тупӑк тӑвӑрлӑхӗнче ухмаха ернӗ ҫын ҫухӑрӑвӗпе янӑрать.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.