Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янӑрать (тĕпĕ: янӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пур ҫӗрте те кулӑ янӑрать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Санюк сасси те янӑрать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

— Хӗрсем, тухӑр, начальник каллех чӑмтарма килет, — янӑрать Женька сасси.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Унӑн арҫынӑнни пек сасси ҫынна пӑхӑнтармаллах янӑрать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

— Начальник! — янӑрать хӑлха патӗнчех Женька Савкеева сасси.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Вӑшшӑн-вӑшшӑн, чӑн-чан! янӑрать ҫава сасси.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Унӑн пуҫӗнче темӗнле юрӑ кӗвви янӑрать, ӑна вӑл халь тесен халь юрласа ярас пек пырать.

В голове у него звучала какая-то мелодия, которую он хотел хоть сейчас запеть.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Инҫе мар путене сасси илтӗнет, улӑхра хутран-ситрен вӑрӑм чӑпӑркка шартлатни янӑрать.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫыран хӗрринчи йӑмрасем айӗнче ача-пӑча сасси янӑрать.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шӑнса хытнӑ чухнехи пек, ӑш чӗтрет, хӑлха янӑрать.

Его начинает бить дрожь, будто ему холодно; в ушах звенит колокол.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӳн! тӳн! тӳн! янӑрать хӑлха анинчех пӗр вӗҫӗмсӗр.

Тук! тук! тук! звенит в ушах не переставая.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӑрӑ сывлӑшра кайӑксем юрлаҫҫӗ, кулӑ янӑрать.

В воздухе звенит смех, пение птиц.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пуҫ ҫине вӗтӗ чул тӑкӑнса тӑнӑ пек, хӑлхара вӗҫсӗрех пӗр кӗвӗ янӑрать.

В ушах стоит этот бесконечный перестук, будто на голову сыплют и сыплют мелкие камешки.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫат-ҫат-ҫат! янӑрать ман анкартинче.

Cят-сят-сят! раздается в огороде.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сасӑ салтаксене команда панӑ чухнехи пекрех янӑрать те ӗнтӗ, юрӗ…

Голос звучит, как команда на плацу, но черт с ним, пусть.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ураписем хыҫӗнчен Тусан кайрӗ ҫулпала, Ав шӑнкӑрав янӑрать, Силпинелле чуптарать.

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ял вӗҫӗнчи сӗм вӑрман Темӗншӗн пит янӑрать.

Куҫарса пулӑш

Икӗ туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Тӗрлӗ-тӗрлӗ чечексен Ырӑ шӑрши сарӑлать, Пур ҫӗрте те кайӑксен Лайӑх юрри янӑрать.

Куҫарса пулӑш

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пуҫ янӑрать.

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӗҫлеҫҫӗ: ҫаралать ката, Тӳнеҫҫӗ юмансем салхуллӑн, Кунта кӑклаҫҫӗ тунката, Лере этем сасси ҫӗр хумлӑн Ҫитсе шур тӑрӑх янӑрать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех