Шырав
Шырав ĕçĕ:
Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: акӑ Эпӗ ҫак вырӑна хӗн-хур ярӑп та, ун ҫинчен илтекенӗн хӑлхи янӑраса кайӗ, 4. Мана пӑрахнӑшӑн, ҫак вырӑна ирсӗрлетнӗшӗн, унта хӑйсем те, вӗсенӗн ашшӗсем те, Иудея патшисем те пӗлмен ют турӑсене тӗтӗрнӗшӗн, ҫак вырӑна айӑпсӑррисен юнӗ ӑшне путарнӑшӑн 5. тата хӑйсен ывӑлӗсене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ваала парне кӳмешкӗн Ваал тӳпемӗсем тунӑшӑн, — ҫакӑн пек тума Эпӗ хушман та, каламан та, ку Манӑн шухӑшӑмра та пулман, — 6. шӑпах ҫавӑншӑн, тет Ҫӳлхуҫа, ҫак ҫӗр малашне Тофет ятлӑ мар, Енном ывӑлӗсен айлӑмӗ ятлӑ мар, Вилӗм айлӑмӗ ятлӑ пулас кунсем ҫитеҫҫӗ.
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫапла, Ҫӳлхуҫа Сиона йӑпатӗ, унӑн мӗнпур ишӗлчӗкне йӑпатӗ, унӑн пушхирӗсене рай пек, унӑн ҫеҫенхирне Ҫӳлхуҫа пахчийӗ пек тӑвӗ; вара унта савӑнӑҫпа хаваслӑх, мухтав сӑмахӗпе юрӑ янӑраса тӑрӗ.
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй эсир, тӗнчере вырӑнаҫса ҫӗр ҫинче пурӑнакансем! ту ҫинче ялав ҫӗкленсессӗн — лайӑх пӑхӑр, трупа сасси янӑраса кайсассӑн — лайӑх тӑнлӑр!
Ис 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шӑхӑракан ҫил-и е ҫӑра турат хушшинчи чӗвӗлти кайӑк сасси-и, е шарлаккӑн юхакан шыв кӗрлевӗ-и, е ишӗлекен чулсем кӗрӗслетни-и, 18. е куҫа курӑнман чӗрчунсен сикки-и, е ахӑракан тискер кайӑксен сасси-и, е тусем хушшинчен янӑраса килекен ахрӑм-и — ҫаксем пурте вӗсене сехӗрлентерсе халсӑрлатнӑ.
Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унӑн пур урамӗнче те «аллилуия» тени янӑраса тӑрӗ: «Туррӑмӑр, Иерусалима ӗмӗр-ӗмӗре чапа кӑларнӑ Туррӑмӑр, ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ!» тесе аслӑлӗҫ.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа вара Хӑйӗн чурисем, пророкӗсем, урлӑ ҫапла каланӑ: 11. Манассия, Иудея патши, аморрейсенчен те ытларах ирсӗр ӗҫсем тунӑшӑн, йӗрӗхсене пуҫҫапса Иудӑна ҫылӑха кӗртнӗшӗн 12. Эпӗ Иерусалимпа Иуда ҫине халиччен пулман хӗн-асап яратӑп, Эпӗ яракан хӗн-асап ҫинчен илтекенӗн икӗ хӑлхи те ян янӑраса кайӗ; 13. Иерусалима та Самарие виҫсе тухнӑ вӗренпех, Ахав килне виҫнӗ пекех виҫсе тухӑп, Иерусалима чашӑка шӑлса тасатнӑ пек шӑлса тасатӑп, — чашӑка шӑлса тасатаҫҫӗ те ӳпӗнтерсе хураҫҫӗ; 14. вара чӗрӗ юлнисене, Хам еткерӗмӗн йӑлкӑмне, пӑрахӑп, вӗсене хӑйсен тӑшманӗсен аллине парӑп, ӗнтӗ тӑшманӗсем вӗсене ҫаратса-тустарса тухӗҫ, 15. хӑйсен ашшӗсем Египетран тухнӑранпа паянхи кунчченех вӗсем Манӑн умӑмра юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑшӑн, Мана ҫиллентерсе пурӑннӑшӑн ҫапла тӑвӑп, тенӗ.
4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Соломона пӗтӗм халӑх ӑсатнӑ, халӑх шӑхличӗ каланӑ, чунтан савӑннӑ, — хаваслӑ сасӑ янӑраса тӑнипе ҫӗр чӗтреннӗ.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид тата пӗтӗм Израиль ывӑлӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче кипарис йывӑҫӗнчен тунӑ сӑпрайсем каласа пынӑ, цитра, псалтирь, параппан, систр, кимвал сассисем янӑраса тӑнӑ.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Самуила ҫапла каланӑ: акӑ Эпӗ Израильре пӗр ӗҫ тӑвӑп та, ҫавӑн ҫинчен илтекенӗн икӗ хӑлхи те янӑраса кайӗ; 12. ҫав кун Эпӗ Илий килӗ ҫинчен мӗн каланине йӑлтах пурӑнӑҫа килтерӗп; Эпӗ пуҫлӑп та вӗҫлӗп; 13. Эпӗ ӑна пӗлтертӗм: вӑл хӑйӗн ывӑлӗсем чыссӑр ӗҫсем тунине пӗлнӗ, анчах вӗсене ҫӑварлӑхламан, ҫав айӑпшӑн Эпӗ вӗсенӗн килне ӗмӗрлӗхе хаса паратӑп, терӗм; 14. ҫавӑнпа тупа туса калатӑп: Илий килӗн айӑпне нимӗнле парне те, тырӑ-пулӑ парни те ӗмӗрне те ҫырлахтарас ҫук.
1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫак кунхине сар хӗвелӗ пире ытти чухнехиллех савӑнтармарӗ пулин те, стадионти лапамра чылайччен савӑнӑҫлӑ та кӑмӑллӑ сас янӑраса ҫеҫ тӑчӗ.
Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11