Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шавлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Шавлӑ (тĕпĕ: шавлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пасарсенче пур ҫӗрте те шавлӑ суту-илӳ пырать, халӑх пӗр ҫулталӑк каялла ҫеҫ хӑрушӑ вӑрҫӑ пулса иртнине манса кайнӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл шавлӑ ӗҫкӗсем тума пӑрахрӗ, боярсемпе воеводӑсене, тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсене сайра хутра ҫеҫ йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав шавлӑ пуху хыҫҫӑн тепӗр кунах пулнӑччӗ-ши вӑл в пӗр кун урлӑ-и, халь татсах калаймастӑп, чӑваш хаҫачӗсемпе радио — И.П. Прокопьева парти обкомӗн пӗрремӗш секретарьне суйлани ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Хӗрарӑмсен шавлӑ ушкӑнӗ аялалла анса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Шавлӑ оркестр» виҫӗ хутчен туш каларӗ те саланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Шавлӑ оркестр» виҫӗ хутчен туш каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Шавлӑ оркестра» ертсе пыраканӗ хырӑм тавра ҫыхнӑ тимӗр грелкӑна вӑхӑт-вӑхӑтӑн медицина мӑлатукӗпе ҫапа-ҫапа янратать.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсем шавлӑ оркестр «музыканчӗсем» иккен: пӗрисем расческа ҫумне пирус хучӗ ҫыпӑҫтарнӑ та вӗре-вӗре Моцартӑн «Туркӑсен маршӗ» кӗввине шӑрантараҫҫӗ, теприсем тута купӑсӗпе е шӑхличӗпе шӑхӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Унта та, кунта та шавлӑ калаҫу пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак вӑхӑтра Арск хулинче темле шавлӑ уяв ирттернӗччӗ, Шур Атӑл тӑрӑх мӑрсасемпе сунара кайса килнӗччӗ, юр ирӗлме пуҫласан пулас-ха, хыҫлӑ ҫунасем ҫине тиенсе Хусан йӗри-тавра катаччи чупнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пасарӑн ку пайӗнче уйрӑмах шавлӑ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн хӗсӗк те кукӑр-макӑр тӑкӑрлӑкӗсем кӑнтӑр кунӗнче те ытлашши шавлӑ тӑмаҫҫӗ, халӗ вара унта нимӗнле сас-чӗв те илтӗнмест.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав шавлӑ халӑх анса юлсан, ҫур пӑрахут пушаннӑ пекех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫӑлтӑрсен ылтӑн пӑрӗ айӗнчи пурнӑҫпа тата сасӑсемпе сывлакан уҫланкӑн шавлӑ вутӗнче пуш хир чунӗ тӗвӗленет-чӑмӑртанать.

Душа пустынь сосредоточилась в шумном огне поляны, дышавшей жизнью и звуками под золотым градом звезд.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Ҫак ҫемме металӑн шавлӑ тӑнкӑртатӑвӗ хуравлать.

Ей вторило глухое металлическое бряцание.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Шанӑҫ пӗтнӗн кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ, унтан — хӑравпа ыратӑвӑн шавлӑ макӑрӑвӗ.

Раздался отчаянный крик, потом громкий плач испуга и боли.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Шӑплӑха палӑртса сехет калакӗ вӑхӑта тӗрӗс те шавлӑ перӗнӳпе тӗртет.

Маятник часов, отмечая тишину, толкал время точными и звонкими касаниями.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Шавлӑ йыша таврӑннӑ май Ева ҫӗнӗ хыпар пӗлтерчӗ: вӑл служба ыйтӑвӗсемпе килсе ҫитнӗ артиллери офицерне Финеас Детрея, амӑшӗ енчен аякри тӑванне, кӗтет.

Возвращаясь к обществу, Ева рассказала, что ждет недавно приехавшего по делам службы артиллерийского лейтенанта Финеаса Детрея, своего дальнего родственника по матери.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Унӑн шавлӑ йӑлтӑравне хирӗҫ ларнӑ та Джесси — ҫӗре ӳкнӗ сӗркӗч пек шарламасть.

В ответ его шумному блеску Джесси сидела и молчала, как упавший смычок.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Шалта шавлӑ.

Внутри стоял шум.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех