Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шавлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Шавлӑ (тĕпĕ: шавлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Айтӑр шыва кӗме, — илтӗнсе кайрӗ ҫавӑнтах шавлӑ сасӑ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Кун пек чаплӑ та шавлӑ уявсенче Сима халиччен пулсах курман-ха, ҫавӑнпа та кунта паян хӗре чӑн-чӑн юмахри евӗрлех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Кунта каҫсем пӗрре те ялти пек мар, шавлӑ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫамрӑксем паян шавлӑ, вӗсем савӑнӑҫлӑн калаҫса кулаҫҫӗ, тек-текех шыв тӑрӑх ҫӳлелле те аялалла каякан пӑрахутсем ҫине пӑха-пӑха илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пӗр хушӑ тапранмасӑр, нимӗн ҫинчен те шутламасӑр ларчӗ вӑл, хырӑмӗ ыратни кӑшт иртнӗ пек пулсан тин халӗ кӑна пырса кӗнӗ шавлӑ ҫамрӑксене сӑнама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Вӗткеленӳрен, шавлӑ мероприятисенчен пӑрӑнӑр.

На этой неделе избегайте суеты и громких мероприятий.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Арҫынсене ҫӑлтӑрсем шавлӑ уявсенчен пӑрӑнма сӗнеҫҫӗ.

А мужчинам звёзды рекомендуют избегать громких вечеринок.

4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шавлӑ ушкӑнра вӑхӑта ирттерни усса кайӗ.

Пойдёт на пользу время, проведённое в шумной компании.

4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Акӑ эпӗ паян кун та шавлӑ хулара ҫӳресскер, кунта упа йӗннинчи пек пӑчӑхса пурӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Иванов пӳлӗмӗнче яланах шавлӑ: туссем кунта сӑвӑ вулаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, сӗрме купӑс калаҫҫӗ, чӑваш культурин, интеллигенцийӗн пуласлӑхӗ-малашлӑхӗ ҫинчен ӗмӗтленсе, ҫирӗп шанса, хавхаланса калаҫаҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Лавр ҫав кун шавлӑ урамсем тӑрӑх ним тӗлсӗр сулланса ҫӳрерӗ, пушӑ пӳлӗмре пӗр-пӗччен тунсӑхласа ларчӗ, унтан Атӑл хӗррине тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хаваслӑ та шавлӑ ҫамрӑксем хушшинче Евсей Антоныч ҫаврӑнкаласа тӑрать, вӑл вӗсене тем калать, лешсем ахӑлтатса кулаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Шавлӑ витерен тухсан, самантлӑха тулти шӑплӑхпа хӑлха хупланнӑн туйӑнать, пӳлӗмри тӗксӗм ҫутта хӑнӑхнӑ куҫ ҫурхи хӗвел ҫутинче шарса каять.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Шавлӑ хуларан тухса килнӗ хыҫҫӑн кунта ҫав тери шӑп, ирӗклӗ, хаваслӑ кайӑк юрри чуна ҫӗклентерет.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫав кӗске вӑхӑтри юман «нушине» ҫурхи шавлӑ сип-симӗс вӑрманта никамах та сӑнамасть.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Халь ҫав вӑхӑтсем куҫ умне тухсанах, шавлӑ пасар, мӗн те пулин илме тухнӑ тӑлӑх арӑмсем аса килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Утравра шавлӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пасарта чи шавлӑ вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каникул тахҫанах пуҫланнӑ пулин те пӗлӳ ҫурчӗн пӳлӗмӗсем ҫав-ҫавах ача-пӑчан шавлӑ сассипе янӑраса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаҫатҫӑсем – шкул лагерӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10976-kh ... lager-nche

Пуху шавлӑ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех