Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тута сăмах пирĕн базăра пур.
тута (тĕпĕ: тута) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кулакан чечен тута.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Лаша кӗтӗвӗ таптаса кайнӑ пек выртса юлнӑ хире курсан, куҫа куҫҫуль килсе капланчӗ, тута кушӑрхаса типрӗ: юратса тунӑ пӗтӗм ӗҫ ҫичӗ-сакӑр минутра сая кайса пӑчланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Малтан хӑми ҫине линейкӑпа йӑр турӗ, вара ҫырма тытӑнчӗ, грифельне чӗриклеттерсе, чӗлхи вӗҫне тута хӗрринелле авса ҫырать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тута кӗтессисене икӗ шӑна ларнӑ, вӗшӗлтетсе чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте тута кӗтессипе кулса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫапӑп, ачам, — терӗ анне, ман ҫине пӑхса, тута кӗтессипе кӑшт кулса илсе.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Туртса ҫапрӗ вӑл мана Тута урлӑ чышкипе, Чут каяттӑм сулӑнса.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ӑҫта-ха, пӗрре чуп тӑвам сана уншӑн, — тесе Хветле Миккине ыталаса илсе тута турӗ.

Иди-ка поцелую тебя за это, — Фекла ловко обняла мужа и поцеловала в губы.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сехре Иванӗ тек нимӗн те шарламарӗ, тута айӗн кулса илчӗ те ҫӑмӑллӑн ҫеҫ ялалла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем шавлӑ оркестр «музыканчӗсем» иккен: пӗрисем расческа ҫумне пирус хучӗ ҫыпӑҫтарнӑ та вӗре-вӗре Моцартӑн «Туркӑсен маршӗ» кӗввине шӑрантараҫҫӗ, теприсем тута купӑсӗпе е шӑхличӗпе шӑхӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тӑрӑхла питлӗ типшӗм скрипачӑн пӗркеленчӗк тута хӗррисем палӑрмаллах хускалчӗҫ, питҫӑмарти лакӑмӗсем те тулнӑн туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫӳреме пӗлес пулать, Аркаша, — терӗ кӑшт тӑрсан, тута хӗррине мӑкӑртса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ахӑлтатса кулма юратмасть вӑл: кулнӑ чух унӑп сылтӑм тута кӗтесси ҫеҫ кӑшт аялалла усӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Катӑк тута темешкӗн, Кӗркури, эп санран аслӑрах.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Катӑк тута тесе вӑрҫни пит кӳрентерчӗ Мӗкӗтене.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Лашасем ҫунса кайнӑ пулсан, хӑвна хупса лартатчӗҫ вӗт тӗрмене — ҫавна туятӑн-и эс, катӑк тута! — ҫиллине чараймасӑр кӑшкӑрать председатель.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тем самантра икӗ вӗри тута пӗр-пӗрин ҫумне сӗртӗнчӗҫ — ҫамрӑксем хире-хирӗҫ пӑхма хӑяймасӑр, пӳлӗмрен чупса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Пӗр тикӗс куҫ харшийӗсем, пӗр кӑлтӑксӑр пит-куҫӗ, тӳр сӑмса, ҫӳхе тута — дворян йӑхӗнчен пулни уҫҫӑн палӑрать.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр нимӗҫ салтакӗнчен Валькка тута купӑс илсе килнӗ, тет, хӑй вара уншӑн ӑна йывӑҫ кашӑк панӑ пулнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа Чалӑш тута вырӑслинчен чӑвашли ҫине куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех