Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тута сăмах пирĕн базăра пур.
тута (тĕпĕ: тута) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, хура пӑнчӑсем евӗр курӑнакан куҫӗсемпе ман ҫине пӑхса, ӳсӗр пуҫне ҫӗклерӗ те, эпӗ унӑн пит-куҫне асӑрхарӑм: сӑмси шалалла путса кӗнӗ, сӑмси тӑрри ҫеҫ, тӳме пек, ҫӳлелле каҫӑрӑлса тӑрать, ҫӳлти тута хӗрри сурана пула йӗрӗлнӗ пирки вӗтӗ шӑлӗсем курӑнаҫҫӗ, пӗчӗкҫеҫ шыҫмак пичӗ ҫинче ирсӗр кулӑ йӑлкӑшать.

Она приподняла пьяную голову, глядя на меня темными пятнами глаз, и я увидал, что переносье у нее провалилось, остаток носа торчит, пуговкой, вверх, верхняя губа, подтянутая шрамом, обнажает мелкие зубы, ее маленькое пухлое лицо улыбается отталкивающей улыбкой.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Тӑртаннӑ тута хӗррисенчи пыла чӗлхипе тутлӑн ҫулла-ҫулла, вӑл кӑвак куҫӗсемпе тӗм айнелле пӑхса илкелет: унта Орёл кӗпернин чи ҫамрӑк ҫынӗ лӑпкӑн ҫывӑрать.

И, вкусно облизывая языком мед на вспухших губах, все косилась синими глазами под куст, где спокойно спал новейший орловец.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Тӗм айӗнче выртакан ачан кӑмӑлсӑррӑн хӑпарса тӑракан пӗчӗкҫеҫ пичӗ ҫине вӑл питӗ ӑшшӑн та ачашшӑн пӑхать, тута хӗррисене чӗлхипе йӗпетнӗҫем, кӑкӑрне хуллен сӑтӑркалать.

Она смотрит под куст на маленькое, недовольно надутое лицо, изливая из глаз теплые лучи ласкового света, облизывает губы и медленным движением руки поглаживает грудь.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Иван Евсеич куҫӗсене маччаналла пӑхтарса, тута хӗррисемпе пӑш-пӑш тума тытӑнать.

Иван Евсеич поднял глаза к потолку и зашевелил губами.

Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.

— Ак килтӗр-ха вӑл кунта, эпӗ ӑна тӳрех: «Манне туртса пӑхӑр-ха. Тапакӗ-амакӗ, сарай хыҫне кам акӗ, туртсан тута ҫӳхелет, курсан куҫ-пуҫ алчӑрать. Ӗмсен — ӗнсе ҫӳхелет, ҫӑтсан — ҫӑтмах курӑнать, ҫӑтмасӑрах туртӑнать», — теме те пултарӑп.

— Вот подойди он сейчас, а я так и скажу: «Закурите моего. Табачок-самосад, вырви глаз, злой корешок, достань до кишок».

25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн пуҫӗ пӗр еннелле усӑннӑ, кӑвакарнӑ тута хӗррисем хушшипе шӑлӗсем курӑнаҫҫӗ.

Голова у ней склонилась на сторону, из-за посиневших губ видны были зубы.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ольга кӑштах кулса илнӗ пек пулчӗ, тӗрӗссипе каласан, унӑн чӗри мар, тута хӗррисем ҫеҫ кулса илчӗҫ: чӗринче унӑн хуйхӑ пулчӗ.

Ольга усмехнулась, то есть у ней усмехнулись только губы, а не сердце: на сердце была горечь.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломов кил хуҫисем пӗр кӗтессе лӑпчӑнса апатланнӑ пӳлӗме ӑнсӑртран кӗрсе кайсан та, кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшӗ тута хӗррисене пӳрнисемпе васкавлӑн шӑлчӗ те хӑйӗн пӳлӗмне кӗрсе ҫухалчӗ.

Даже когда Обломов нечаянно вошел в комнату, где они обедают, сжавшись в тесную кучу, братец наскоро вытер пальцами губы и скрылся в свою светлицу.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑйӗн тута хӗррисем чӗтреҫҫӗ.

У самого дрожали губы.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Никама та пӗр сӑмах ан шарла! — терӗ Ольга, пӳрнине тута патне илсе пырса юнаса, юнашар пӳлӗмри инкӗшӗ илтесрен шӑппӑн калаҫма хушрӗ.

— Никому ни слова! — сказала она, приложив палец к губам и грозя ему, чтоб он тише говорил, чтоб тетка не услыхала из другой комнаты.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Айккинчен кӗҫӗтни, — терӗ Пелагея Ивановна ун сӑмахне пӳлсе, — хыпар илтессине пӗлтерет; куҫхарши кӗҫӗтни — макӑрасса; ҫамка — пуҫ таясса; сылтӑм енчен кӗҫӗтни — арҫын килессе, сулахай енчен — хӗрарӑма курасса; хӑлха кӗҫӗтни — ҫумӑр пуласса, тута — чуптӑвасса, усси — кучченеҫ ҫиессе, чавса — ҫӗнӗ вырӑнта ҫывӑрасса, ура лаппи кӗҫӗтни ҫула тухасса пӗлтерет…

— Сбоку, — подхватила Пелагея Ивановна, — означает вести; брови чешутся — слезы; лоб — кланяться; с правой стороны чешется — мужчине, с левой — женщине; уши зачешутся — значит, к дождю, губы — целоваться, усы — гостинцы есть, локоть — на новом месте спать, подошвы — дорога…

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл сире вӑрҫса тӑкрӗ пулсан — эсир ӑна хирӗҫ калӑр, вӑл сире тута урлӑ парсан, эсир ана хӑлха чиккинчен, тата тепре те — уйрӑлӑр; а эпир сире вара ҫураҫтарма пӗлӗпӗр.

Он вас побранил, а вы его выругайте; он вас в рыло, а вы его в ухо, в другое, в третье — и разойдитесь; а мы вас уж помирим.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тута хӗррисене ҫыртса лартса, урисем тӳсмелле мар ыратнипе ирӗксӗрех пӑчӑртанса тухакан куҫҫулӗсене чарса, старший лейтенант Мересьев, паянхи урока вӗҫлесе, коридор тӑрӑх хӑйӗн ҫирӗм тӑххӑрмӗш рейсне аран-аран утса тухрӗ.

Закусив губы и сдерживая слезы, которые все-таки выжимала на глаза острая боль, старший лейтенант Мересьев с трудом совершал свой двадцать девятый рейс по коридору, заканчивая суточный урок.

13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Кусем — хӑрушӑ минутсем пулчӗҫ, ҫав минутсенче унӑн куҫӗсенчен куҫҫулӗсем хӑйсемех юхса тӑчӗҫ, йынӑшса ярас мар тесе, ирӗксӗрех тута хӗррисене юн тухичченех ҫыртса лартмалла пулчӗ.

Это были страшные минуты — минуты, когда слезы сами лились из глаз и приходилось до крови кусать губы, чтобы сдержать невольный стон.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

— Нимех те мар, нимех те мар, пӗтӗмпех лайӑх пулӗ ак! — тет те ҫак ҫын сасартӑк, кӑвайтӑн юлашки хӗрлӗрех ҫутинче унӑн ҫуркаланса пӗтнӗ тута хӗррисем инҫетри шухӑшӗсемпе йӑпанса кулни курӑнать.

– Ничего, ничего, все будет хорошо! – говорит вдруг этот человек, и при последних багровых отсветах костра видно, что он улыбается растрескавшимися губами каким-то своим далеким мыслям.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Том тута хӗррине ҫӳлелле ҫӗклентерсе пушӑ вырӑнне кӑтартрӗ.

Том приподнял губу и показал пустое место.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сунтӑхра — тута писевӗ, дезодарант, шампунь…

Куҫарса пулӑш

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Табак туртнипе тута, чӗлхе, пыр, трахея, бронх тата ӳпке ракӗ аталаннӑ тӗслӗхсем сахал мар.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫа кӗскетет // Л.ЯРЫШЕВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Чӑвашсем пике илемне сӑнланӑ май тута пирки калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

В2 витамин (рибофлавин) ҫитменнин паллисем – тута хӗрри ҫуркаланни, ӳт япӑхни, сӑмса-тута хутламӗсен тӗлӗнче шыҫни.

Куҫарса пулӑш

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех