Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тута сăмах пирĕн базăра пур.
тута (тĕпĕ: тута) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫӑртарах сӑмса, мӑкӑрӑларах таракан тута, тарӑн та пысӑк кӑвак куҫ, пӗр самантрах вут-хӗм те, лӑпкӑлӑх тӗтри те сапма пултараканскер, ҫыпни ку ҫирӗп, ҫав вӑхӑтрах ачаш кӑмӑллӑ иккенне кӑтартаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун пек чухне хулӑнах мар тута пӗрӗнсе-пӑчӑртанса тӑрать, пысӑк мар тӳрӗ сӑмса ҫунаттисем пӗр сарӑлаҫҫӗ те пӗр пӗрӗнеҫҫӗ, пит шӑмми уҫӑмлӑрах палӑрать, тӗксӗмрех ӳт лапкӑшпех хытса хурҫӑланнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пур енне те хаваслӑх ывӑта-ывӑта вӑл эрех пек, роза, юн, тута, йӑмӑх-хӗрлӗ бархат, йӗпкӗн-хӗрлӗ ҫулӑм пек ишет.

Разбрасывая веселье, он пылал, как вино, роза, кровь, уста, алый бархат и пунцовый огонь.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ку вӑл тӑм шӑхличӗсем ҫинҫен нӑйкӑшса шӑхӑрнӑ, тута купӑсӗсем нӑйӑлтатнӑ тата пӑлалайккӑсем тӗнкӗлтетнӗ сасӑсем хушшинче татӑклӑ та хаяр кӗрешӗве чӗнсе йыхӑракан хӑватлӑран та хӑватлӑ труба сасси майлӑ пулчӗ.

Это было похоже на могучий призывный клич трубы среди верещания свистулек, визга губных гармоник и теньканья балалаек.

2 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Лина тута хӗррипе кулса илчӗ.

Лина усмехнулась:

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эпӗ ҫӗр ҫине выртса унӑн урин чӗрнине чуптума тытӑнасшӑнччӗ, анчах вӑл хӑйӗн урине ман тута патне хӑпартса маншӑн пысӑк чыс турӗ.

Я собирался пасть ниц, чтобы поцеловать его копыто, но он оказал мне честь, осторожно подняв его к моим губам.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тута купӑсӗ калакан Альфред Лина мӗн хӑтланнине асӑрхаймасӑрах юлчӗ.

Альфред в это время играл на гармонике и пел, он был так увлечён, что даже не заметил, как Лина снова заперла Эмиля.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Эсӗ хӑвӑн Лину валли тута купӑсӗ кала, — ӳпкевлӗн хуравларӗ Эмиль.

— Ты давай играй на гармошке своей Лине, — с горечью ответил Эмиль.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӗсене курсан Линӑпа пӗрле крыльца ҫинче тута купӑсӗ каласа ларакан Альфред та хускалчӗ.

И даже Альфред, который, как мы знаем, сидел на крылечке с Линой и играл ей на губной гармонике, дрогнул.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Альфред ӑна тута купӑсӗ каласа кӑтартать.

Альфред играет ей на губной гармонике.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эпӗ чӗркуҫленсе ларса король майри урине чуптуса илме ирӗк ыйтрӑм, анчах король майри мана хӑйӗн кача пӳрнине ырлӑх сунса тӑсса парсан, эпӗ ӑна икӗ аллӑмпа ыталаса илтӗм те пит хисеплесе тута патне илсе пытӑм.

Я упал на колени и попросил позволения поцеловать ногу ее величества, но королева милостиво протянула мне мизинец, который я обнял обеими руками и с глубоким почтением поднес к губам.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Урапи тапрансан та вӑл тута хӗррипе кулса илчӗ те хуторта юлакансене лӑплантарас тесе юрласа ячӗ.

И когда бричка тронулась, он усмехнулся и запел, чтобы утешить остающихся.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тута хӗрри йӑл кулса илчӗ.

Улыбка тронула губы.

XXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ленька алӑ тупанне хӑвӑл хӑварса хутлатрӗ те, ӑна тута патне илсе пычӗ, виҫӗ хутчен тӑмана пек ӳхлетсе илчӗ.

Ленька сложил в пригоршню ладони, поднес их ко рту и трижды гукнул по-совиному.

XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ҫавна аса илсен тута хӑех савӑнса кулать.

Вспомнишь — улыбка сама на губы просится.

XVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

«Ну, ме апла-тӑк, ҫи, пырна лартса чыхӑн, ме! — пуҫларӗ вӑл, куҫӗсене хӑвӑрттӑн уҫа-уҫа хупнӑ май тута кӗтесӗсене усӑнтарса.

«Ну на, ешь, на, подавись, на, — начал он, прищурив глаза и опустив углы губ.

Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.

Хӑй вӑл ҫӳллӗ ҫын мар, шукӑль пӳ-силлӗ, ҫиелтен пӑхма илемлӗскер, аллисемпе чӗрнисене питӗ тирпейлӗ тытса усрать, унӑн кӗрен тута хӗррисемпе пит ҫӑмартийӗсем вӑл сывлӑхлине кӑтартса параҫҫӗ.

Роста он небольшого, сложен щеголевато, собою весьма недурен, руки и ногти в большой опрятности содержит; с его румяных губ и щек так и пышет здоровьем.

Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.

Тута хӗрри ҫеҫ шыҫса кайрӗ.

Губа вот только распухла.

XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Унтан вӑл пӗчӗк лампине ҫутса ячӗ те тута купӑсӗ калама пуҫларӗ, Ленька ҫине кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ.

Зажег светильник и наигрывал что-то на губной гармонике, он добродушно посмотрел на Леньку.

XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Вӑл темиҫе тӗрлӗ те питӗ ӑста кулма пултарать; раснах ӑна хӑй ют ҫынӑн сӑмахне итленӗ чухне унӑн тута хӗрринче выляса тӑракан вӑтанчӑк та лӑпкӑ кулӑ килӗшет.

Улыбался он мастерски и чрезвычайно разнообразно: особенно шла к нему скромная, сдержанная улыбка, которая играла на его губах, когда он внимал чужим речам.

Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех