Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ташласа (тĕпĕ: ташла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑлтӑр-шалтӑр ташласа Урапасем кустарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Картишӗнче лашасем Тӑраҫҫӗ-ҫке ташласа, Тухса кайрӗҫ хӑтасем Ырӑ юрӑ юрласа: «Атьӑр каяр ҫулпала Курка тулли пылпала…»

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Туй тӑваҫҫӗ ташласа Ҫамрӑк пуса каччисем.

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Анчах шӑпӑр хӑлӑхсӑр: Татах ташлама чӗнет, Кӗрӗс-кӗрӗс ташласа, Пӳрт урайӗ силленет.

Куҫарса пулӑш

Туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ун чакӑр куҫӗсем вутланнӑ, Тӑрать, — вӑл хӗрнӗ, — ташласа.

Куҫарса пулӑш

XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Лешсем ӗнтӗ тусӗсене тахҫанах ҫухатнӑ, пӗр-пӗрне тӗрткелесе, ура айне кӑвар хунӑ пек, ташласа, пӗтӗм чӗререн хумханса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Садыков хӑй ташласа ывӑннӑ хыҫҫӑн икӗ ҫамрӑка туртса кӑларчӗ, вара пӗр ҫын юлми ташличчен Карачӑма канма та памарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтан ҫӳллӗ йывӑҫсем ҫийӗнче хӗвел урисем ытлашши ашкӑнмасӑр ташласа иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эсир ман умра ташласа тӑракан пулатӑр, укӑлча хапхи патне ҫӑкӑр-тӑварпа тухса кӗтсе илетӗр мана кашнинче.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакна юрра-ташша юратакансем темӗн пысӑкӑш вӑйӑ картине тӑрса чӑваш кӗввипе ташласа ҫаврӑнни те ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Уяв кунӗнче Элӗкре ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлчӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/uyav-kunenche-ele ... alche.html

Ҫав тери хаваслӑ тытрӗ хӑйне унӑн ҫӗнӗ савнийӗ сӗрен кунӗнче, ялан кулса, ялан ташласа каччӑ чунне ирӗлтерсех ячӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак хӗрсем ташласа Шупашкартан лауреат ятне илсе килчӗҫ.

Эти девушки станцевали и привезли из Чебоксар звание лауреата.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

Пирӗн паянхи чи пысӑк ҫитӗнӳ вӑл — ветерансен фестивалӗнче ташӑ ташласа пӗрремӗш вырӑн илни.

Нашим самым большим достижением на сегодняшний день является получение первого места за танец на ветеранском фестивале.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ чӗннипе унта туй ташшине ташласа патӑмӑр.

По приглашению дворца культуры имени Петра Хузангая там станцевали свадебный танец.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

Ҫамрӑк йӗкӗтсен хыҫӗнче пысӑк та илемлӗ тимӗр кӑвак ут ташласа пырать.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет хуҫа пулнӑ май чи малтан ташласа парас тесе урай варрине тухрӗ, кӑтра ҫӳҫне лӑстӑр! силлесе илчӗ, урай тавра йӑпӑр-япӑр чупса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Малтан ҫӳллӗ йывӑҫсен ҫийӗнче хӗвел урисем ытлашши ашкӑнмасӑр ташласа иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Мӗн тӑвӑн: арӑмӗ йывӑр чирлесе выртнӑ чух килӗшмест те пулӗ ҫав вечерсенче ташласа ҫӳрени.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Миша мазурка кӗввипе сике-сике ташласа илчӗ, Польӑна хӑйпе пӗрле кӑларасшӑн пулчӗ, анчах Баландина ташлама пӗлмен.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Pardon, medames! — ташласа кӑтартайманнипе хӑйне хӑй аван мар туйрӗ барон.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех