Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ташласа (тĕпĕ: ташла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Питӗ килӗшет пире, хӑв та ташласа пӑх-ха.

Нам очень нравится, и ты попробуй.

Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263

Техника паркӗн уҫса пӑрахнӑ хапхинчен «Кировец» трактор ҫӗр чӗтретсе тухать, ун хыҫӗнченех «Т-40» лакӑм-тӗкӗм ҫийӗн «ташласа» пырать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Павӑл тепӗр ҫаврӑм турӗ те пуҫ тайса тав тума Хлихха умне ҫывхарчӗ, ҫав вӑхӑтра вӑл хӑй патнелле Чӗкеҫ ташласа килнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Хӗрлӗ тӳреме пухӑннисем полонез, вальс, полька ташласа ҫаврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен балӗ Хӗрлӗ тӳремре иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=D_RFPSpAEeI

Капла мана нихӑш мӑнук та чӑвашла юрласа е ташласа савӑнтараймӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Юрласа та, ташласа та кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ташласа пӗтерсен, чӑнах та, зал варрипе тӑчӗ те малалла пӗчченшерӗн тухса юрлама сӗнчӗ, пуҫарса яраканӗ хӑй пулма килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Хӑнасем ташласа ывӑнсан юрлама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ҫитет вальс ташласа, — терӗ Тарас, вӑл патефона Кӗркурипе Елюк пӗрле ташлама ан пултарччӑр тесе чарнине клубри ҫамрӑксем туйса илеймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Сасартӑк вӑл яштах сиксе тӑчӗ: ун умӗнченех Кӗркурипе Елюк ҫӑмӑллӑн ташласа иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ташласа кӑна тӑраканни.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуп лаши тутӑ, мӑнтӑр, ташласа кӑна пырать…

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑпартланса, патька-патшана чӑвашсем пысӑк чыс тӑвас терӗҫ: хӑйсен вӑййинче вут-ташши ташласа.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сакӑр мӑшӑр ташласа Туй кӗрнекне кӳреҫҫӗ, Пӗтӗм халӑх савӑнса Шеплӗ туйра ӗҫеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Таш ташласа ӗҫкӗ ӗҫнӗ ҫийӗнчех Майра патша ҫынсем суйлать тинкерсех, Улпутсемпе хуҫасенӗн парнисем Унӑн умне тӑкӑнаҫҫӗ кӳнисем…

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Островок» коллектив йышӗнче те, пӗччен ташласа та ялан тенӗ пекех дипломант е лауреат пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Улькка аппа халӗ хӑй те хӑй мар — ӑна самантрах темле паламалла мар ӑнӑҫлӑ куҫпӑван савӑнӑҫӗ хупласа хучӗ, вӑл, чун-чӗри ҫунаттисене сарлакан сарса ярса, сассӑр юрласа та ташласа, карҫынккине хӑпӑл-хапӑл алла илчӗ те чӗрӗ курӑк хушшинчи шӑрчӑк пек тринк-тринк-тринк сикме те хатӗрскер, кӗлетрен юхса тухрӗ, кӗлетне самаях мӑнттай ҫӑрапа чӑнкӑр-чӑнкӑр питӗрсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Кам (тырӑ-пулӑ пӳлмине ҫывӑх пуҫлӑх таврашӗсене шута илмесен ӗнтӗ) ырлӑхра сарӑлса, пылпа ҫу ҫинче «ташласа» пурӑннӑ-ши, тӑраниччен ҫӑкӑр ҫисе илӗхнӗ-ши ҫав кӑх вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Халӗ Полина, кӗлет умӗпе иртсе, малтанах сарай патнелле, унтан хӑртлаткаласа, кӳлевре тӑпӑр-тӑпӑр ташласа тӑракан, хӑлхисемпе «ҫип арлакан» тапчам, яка ӳтлӗ туй ӑйӑрӗсем умӗн ҫур ҫаврашка туса, анкарти алӑкӗ патнелле вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫулӗ ашӑм, йӑшӑк, шуҫлак, юрӗ тӗллӗн-тӗллӗн кӗртсем те хывнӑ, шалкӑм тӑманӗ, саккӑр ҫапса ташласа, ҫавӑрӑнса та пӗтӗрӗнсе, карӑна-карӑна илекен шурӑ парӑс пек кусӑркаланса юхать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех