Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ташласа (тĕпĕ: ташла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна ҫак кӑн-кӑвак куҫлӑ илемлӗ ҫамрӑк пӗлӗтрен татӑлса аннӑ пекех туйӑнчӗ, виҫ-тӑват хутчен ташласа ҫаврӑннӑ ҫӗре пӗтӗмпех тыткӑна кӗрсе ӳкрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ир еннелле кӑна ташласа ӑшша пиҫнӗ ҫамрӑксем килӗсене саланма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Мӗнле, ташласа илер-и пӗрре? — туйипе шак-шак тутарса халӑхран ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ташласа ывӑннӑ ҫамрӑксем купӑсҫа тав турӗҫ те килӗсене саланма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тавай, ташласа кӑтарт, унсӑрӑн ҫыру памастӑп, — арҫынӑнни пек хулӑн сассипе янӑратса каларӗ хаҫат-журнал салатакан хӗрарӑм, хӗре асӑрханӑскер.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Мефоди-ҫурӑ пӗрре Таҫукпа, тепре Райӑпа ташласа, иккӗшин пуҫне те ҫавӑрчӗ: тус-хӗрсем пӗр-пӗрин ҫине кӑмӑлсӑртарах пӑхма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Паллаштар эс мана хӗр-пӗрчӗкпе — туйра ташласа ывӑнӑн.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Мӗн ачаран ташласа ӳсрӗм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Темле хӗрпе те ташласа курнӑ эпӗ, анчах Пӑрчкан пек ҫӑмӑл, илемлӗ ташлакана курман.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ, ак, ташлама та пултаратӑп… ташласа кӑтартам-и?

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӗрсем, ташласа ывӑнсан, каллех сӗтел хушшине ларчӗҫ, каллех кӑштах эрех тутанчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Аркадий нихҫан хӗрпе ташласа курман иккен, ҫитменнине вӑл «ташӑ — вопше серьезнӑй ҫын ӗҫӗ мар» тесе шутлать-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эпӗ ӗмӗрне те ташласа курман.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сасартӑках чӗри салхуланнипе ташласа пӗтермесӗрех вӑйӑ варринчен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑйӑ тавра ташласа ҫаврӑна-ҫаврӑна, яштака каччӑ ӑҫта тӑнине тата хӑй ҫине пӑхнипе пӑхманнине курасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ икӗ хӗр ташласа пӗтерчӗҫ те ҫамрӑксен хушшине кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр темиҫе минутранах Петӗр хапхинчен таврара чапа тухнӑ урхамах ташласа тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чылайччен ташласа та юрласа савӑнчӗҫ ҫамрӑксем.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мария Федотовна, комсомолецсен ҫӗнӗ секретарӗ, Мышкин хуткупӑсне тӑсса ярсанах урай варрине тухрӗ те, аллисене ҫупса, кукленсе, урисене малалла ывӑтса, вӑйлӑ кӑна ташласа пачӗ, юлашкинчен Хрестук умне пырса тапӑртатса тӑчӗ, кӑштах пуҫне тайса, икӗ аллине те ун еннелле тӑсса, ташлама сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пӗр тесен, тӑванӑмсем, эпир кунта пӗр-пӗринпе шӑкӑл-шӑкӑл калаҫма, сӑра-эрех ӗҫсе савӑнма, юрӑ юрласа, ташӑ ташласа, Захар Петровичпа унӑн мӑшӑрне Тарье инкене кӑмӑл тума килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех