Шырав
Шырав ĕçĕ:
Колхоз председателӗпе шавласа илме те тиврӗ унта.
III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Хумлӑ тинӗс пек курӑнакан халӑх алӑсемпе, тутӑрсемпе, ҫӗклӗксемпе сулса, тем шавласа хумханать.
Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
— Арҫын атьсем ӑна, — сасартӑк шавласа кайрӗҫ хӗрачасем.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Хӗрарӑмсем шавласа каяҫҫӗ:
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Ҫапла кирлӗ те, — шавласа кайрӗҫ хӑнасем.
XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Тарӑхса кайнӑ ял халӑхӗ шавласа ҫитрӗ, тет, хайхи этем патне.
XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Пурте хавассӑн шавласа кайрӑмӑр.
XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Канашлура шавласа каймасан, урӑх ҫӗрте вырӑн ҫук-им ун пекки ҫинчен калаҫма, — бригадир пуртӑ тытрӗ те каллех чутлама тытӑнчӗ.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Ҫаплах, ара, ҫапла пулмасӑр! — шавласа кайрӗҫ черетри строительсемпе завод рабочийӗсем.
XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Кӗлет хӑпартма пикенеймесӗрех кун кунларӗҫ иккен-ха, — шавласа кайрӗ халӑх.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Меслетне пӗлчӗ вӗт, туххӑм кӑларчӗ! — кӑмӑллӑн шавласа кайрӗҫ водительсем.
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Вунпӗрӗн шавласа ларатпӑр.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Залри ҫынсем экран ҫинче хӑйсен хули ятне курсанах малтан кӑштӑртатса илчӗҫ, Радике кӑтартма пуҫласан вара — чылай ҫӗрте шавласа кайни те илтӗнчӗ: кусем, паллах, заводра ӗҫлекенсем ӗнтӗ, Радик юлташӗсем.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Пӗр кӗтӳ вӗт-шакӑр пухӑнать те вӑрман еннелле шавласа утать.
Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.
— Упӑшкаран уйрӑлни лотерея билечӗпе «жигули» выляса илни мар та, хамӑн инкек ҫинчен эп Хыркассинче янрамалӑхах шавласа ҫӳремен, — хурланарах каларӗ Ульяна.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Килтеш хӗрӗсем Укаслу патне шавласа пырса кӗчӗҫ.
Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Анчах Ермолай пуп, чиркӳ ӗмӗрлӗх тӑтӑр тесе ун алтарӗ айне ача хурасси пирки каласан, пурте харӑсах, такам хушнӑ пек шавласа кайрӗҫ.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Анчах юланутҫӑсем хӑй тӗлӗпе шавласа иртнӗ чухне вӑл йывӑррӑн куҫне уҫрӗ.
Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Хӗр пулчӗ-и вара вӑл? — пӗр-пӗрне пӳлсех шавласа кайрӗҫ йӗкӗтсем.
Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Чӑвашсене те хисеплет! — шавласа кайрӗҫ ҫынсем.
Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.