Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шавласа (тĕпĕ: шавла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— А-а, акӑ ӑҫта иккен эсӗ, шыраса хӑшкӑлтӑм сана! — терӗ вӑл, яланхи пекех шавласа.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫамрӑксем хаваслӑн шавласа тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл кӑмака ҫумӗнче салтаксем валли алсишсем ҫыхса ларакан карчӑкпа хӗре сывлӑх сунчӗ те тӳрех шавласа калаҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Сип-симӗс тумлӑ хыр-чӑрӑшсем вара нимӗн те пулман пек мӑнкӑмӑллӑн шавласа ҫеҫ лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫынсем шавласа кайрӗҫ, каллех Сухрун арӑмне, Шӑнкӑрча асӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Халӑх шӑпланнипе усӑ курса, Касмухха майлисем шавласа кайрӗҫ:

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӑх тепӗр хут шавласа кайрӗ те пуху варрине Ҫтаппан тухнине курсанах лӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Парас! — ытти каччӑсем те килӗшсе хӗрӳллӗн шавласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мавра кайсан хӑйсене ирӗк пулассипе хӗрсем савӑнчӗҫ, анчах ҫакна палӑртасшӑн мар хаваслӑн та янравлӑн шавласа илчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн хӑлхине ҫамрӑксем шавласа алӑ ҫупни те кӗмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫтаппанӑн! — шавласа кайрӗҫ Ҫтаппан паллине пӗлекенсем.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь ҫеҫ шавласа тӑракан этемсем, шыв сыпнӑ пек, сасартӑк шӑп пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кумӑшне хӗненипе ҫунса тӑракан Макҫӑм, хурал пӳр-чӗн тулашӗнче ҫынсем юнавлӑ шавласа калаҫнине илтсен, тӳсеймерӗ:

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта ӗнтӗ хураман тӑн-тӑн хулӑн вулли авӑнмасть, йывӑҫ асар-писеррӗн шавласа хумханни ҫеҫ чуна шиклентерет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Якку атте ҫак сӑмахсене каласанах чиркӳри халӑх анӑраса кайнӑ пек пулчӗ, унтан асар-писеррӗн шавласа кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ахаль те хӗрлӗ сӑнӗсем ытларах хӗрелме пуҫласан, уҫӑрах, янӑравлӑрах сасӑпа шавласа калаҫма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун сӑмахне шыв сыпнӑ пек шӑпӑрт итлесе тӑнӑ халӑх кӗҫех шавласа кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑрушла шыв-шурсем, мӑкӑрич ӗҫкисем, каҫма мыскарисем шавласа иртнӗ хыҫҫӑн вӑл халӗ уйрӑмах лӑпкӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Таҫтан та таҫта ҫити шавласа та кӗрлешсе-ахӑрашса кайнӑ Палас шывӗ хӑй ҫыранӗсене кӗрсе лӑплансан, Сахар лавккин крыльци ҫине арҫынсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сарри мӑрсапа туслӑччӗ ӗлӗксенче турхан, унпа ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе шавласа ларма юрататчӗ, халь вӑл та пит килсе ҫӳреми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех