Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шавласа (тĕпĕ: шавла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсем шавласа, кӗрлесе каяҫҫӗ:

Толпа задвигалась, зашумела:

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хурама тӑрринчи кураксем шавласа йӑвисене вырнаҫаҫҫӗ.

Укладываются на ночь грачи в гнездах на верхушке вяза.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Курас тесе ӑнтӑлса Уйӑх чупрӗ тахҫанччен, Вӑрман анчах шавласа Юлчӗ Нарспи хыҫӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пӳрт хыҫӗнче шавласа Ачи-пӑчисем выляҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Хӗл куҫҫулӗ шавласа Юхса кайрӗ ҫырмара.

Куҫарса пулӑш

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пуху шавласа кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑрман касакансем шавласа кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫамрӑксем, Ятман ват ҫынсемпе мӗн ҫинчен калаҫнине туйса пулас, пушшех шавласа кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑнах та, Михалан пӗрре хыттӑн шавласа илмелех сӑлтавӗ пулнӑ: паян ирхине вӑл улма пусси урлӑ килнӗ те унта ӗҫлекенсем ҫӗрулми нумай тӑккаласа хӑварнине курнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрсем вара пӗр тӑруках шавласа кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫынсем пӗр вӑхӑт шавласа илчӗҫ, унта та кунта ҫиллес сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫаратса илнӗ тупӑша хӑйсенче хӑварма пултарассине пӗлтерсен, лешсем савӑнӑҫлӑн шавласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1236 ҫ. Пӑлхар шӑпи камра? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӗсем вырӑнне ҫӳллӗ пусма умне шавласа та хаяррӑн кӑшкӑрашса темиҫе арҫын ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ака туй кунӗсем хӑйсем хыҫҫӑн ял ҫинче нумай сӑмах-юмах хӑварчӗҫ пулин те, ҫурхи шыв пек хӑвӑрт шавласа иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗнле йӗр хӑварма пултарнӑ шавласа иртнӗ ӗмӗрсенче?

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Вӑйӑ карти шавласа та кӗрлесе ҫеҫ тӑчӗ, пӗтӗм тавралӑх ян! та ян! янӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шавласа кайнӑ халӑха председатель шӑнкӑрав шӑнкӑртаттарса лӑплантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл театрти шавласа та чышӑнса тухакан ҫынсен хушшинчен алӑк патнелле хыпаланса ӑнтӑлчӗ: чарӑнмасӑр, тӗрткелешмесӗр, инстинкт шайӗнчи хусканусемпе, ҫакна ӑнӗпе асӑрхамасӑр, — пуҫӗ халӗ пач урӑххине тулнӑ.

Он быстро шел к выходу среди шумно и тесно покидающей театр толпы, опережая ее без остановок и толчков, инстинктивными движениями, даже не замечаемыми рассудком, занятым совершенно другим.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Инҫех те мар тата лавкка-тавраш пулчӗ-ши — пӗр ушкӑн ҫамрӑк шавласа тухрӗ унтан.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вӑрман тӑрӑх янраса кайнӑ сасси вӑрахчен калла-малла ҫапӑнкаласа, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса, кайран чакса пырса пӗр манерлӑ шавласа тӑракан симӗс ҫулҫӑсен хушшинче ҫухалчӗ.

Долго металось эхо по лесу, рассыпалось и перекатывалось и, измельчав, запуталось, заглохло в чаще однотонно шумливой листвы.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех