Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тахҫантанпа сăмах пирĕн базăра пур.
тахҫантанпа (тĕпĕ: тахҫантанпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сада каясса кӗтекен Любочка, аллине ҫурӑмӗ хыҫне тытса, пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ ҫӳрет е фортепьянӑпа эпӗ кашни нотине тахҫантанпа пӗлсе тӑракан пьесӑла калать.

Любочка или ходит взад и вперед по комнате, заложив за спину руки, дожидаясь того, чтоб пошли в сад, или играет на фортепьяно какую-нибудь пьесу, которой я давно знаю каждую нотку.

XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кайран эпӗ ҫакна пӗлтӗм: Софья Ивановна ҫемьеллӗ пурнӑҫшӑн ҫуралнӑ сайра тӗл пулакан ҫамрӑках мар хӗрарӑмсен шутне кӗрет-мӗн, анчах ҫав хӗрарӑмсене шӑпа ку телее пӳрмен те, ҫакна пула вӗсем ачисемпе упӑшкисемшӗн хӑйсен чӗрисенче тахҫантанпа усранӑ, ҫитӗнтернӗ тата тӗреклетнӗ юратӑвӑн мӗнпур вӑйӗпе хӑйсем суйласа илнӗ ҫынсене пӗр кӗтмен-туман ҫӗртен савма тытӑнаҫҫӗ.

Софья Ивановна, как я ее после узнал, была одна из тех редких немолодых женщин, рожденных для семейной жизни, которым судьба отказала в этом счастии и которые вследствие этого отказа весь тот запас любви, который так долго хранился, рос и креп в их сердце для детей и мужа, решаются вдруг изливать на некоторых избранных.

XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Чим, каласа пӗтерме пар мана, — пӳлтӗм эпӗ ӑна, сӑмсара, куҫҫуль тухассине систерсе, темскер палӑри-палӑрми кӑтӑклантарса илчӗ, тахҫантанпа чӗре тӗпӗнче пытарса усранӑ шухӑша каланӑ чухне манӑн яланах куҫҫуль тухать.

— Нет, дай мне договорить, — перебил я, уже начиная ощущать легкое щекотанье в носу, предшествующее слезам, которые всегда навертывались мне на глаза, когда я высказывал давно сдержанную задушевную мысль.

III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Паян каҫа хӑнасем сахал мар пуҫтарӑнаҫҫӗ пулас-ха — буфетра та халичченхи пек мар вӗтеленеҫҫӗ, хӑна пӳлӗмӗпе зал ҫап-ҫутӑ йӑлкӑшаҫҫӗ, хам тахҫантанпа пӗлсе тӑракан япаласем те уяври пек ҫӗнӗлле курӑнаҫҫӗ, Иван Иваныч князь та ахальтенех ярса парас ҫук вӗт хӑйӗн музыкине пирӗн пата.

Судя по особенной хлопотливости, заметной в буфете, по яркому освещению, придававшему какой-то новый, праздничный вид всем уже мне давно знакомым предметам в гостиной и зале, и в особенности судя по тому, что недаром же прислал князь Иван Иваныч свою музыку, ожидалось немалое количество гостей к вечеру.

XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗррехинче Ангелина Семёновна, тахҫантанпа Мелик килте ҫуккишӗн пӑшӑрханаканскер, поликлиникӑна пынӑ та веҫех пӗлнӗ: Мелик укол тутарман иккен, тутарас пулсан та, халь ӗнтӗ кая юлнӑ, мӗншӗн тесен, йытӑ чӑн та урнӑскер пулсан, ҫитес кунсенче Мелик та пурпӗрех урмалла.

Однажды Ангелина Семеновна, обеспокоенная его долгим отсутствием, совершила налет на поликлинику и все узнала. Она выяснила, что Веник уколов не делал и что сейчас их делать уже поздно, потому что если собака была бешеная, так и Веник в ближайшие дни непременно должен взбеситься.

Кӗтмен экзамен // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Тинех пурнӑҫа кӗрет иккен тахҫантанпа кӗтни.

Долгожданное сбывалось.

Ирӗке! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ҫитменнине тата тупӑсем ҫухалас пулсан, вӑл полк командирешӗн служба енӗпе ырӑ мар пулма пултарассине, полкра тахҫантанпа пурнакансем каланӑ тӑрӑх, хӑй курнӑ тӗслӗхрен витӗр пӗлсе тӑнӑ.

К тому же на личном примере, как говорили старожилы полка, ему хорошо было известно, что потери пушек чреваты для комполка неприятностями чисто служебного свойства.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Бинтпа ҫыхнӑ алӑсемпе пуҫсем, ҫурӑлса пӗтнӗ гимнастеркӑсем, тусанланса пӗтнӗ, ҫӗр тӗслӗ, тахҫантанпа хырӑнман салтак пичӗсем куртӑм эпӗ.

Я видел забинтованные руки, перевязанные головы, землистые, запыленные, давно не бритые лица солдат.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Кун пек вӑйлӑ тырпул тахҫантанпа курман.

Урожай, какого давно не видали.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Станица тулашӗнчи тахҫантанпа сухаланмасӑр выртса ҫеремленсе кайнӑ ҫӗр участокне тахҫанах палӑртса хунӑ пулнӑ.

За станицей был заранее подготовлен участок толоки — давно не паханной земли.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫав ӗмӗтсем тӗтре карса илнӗ инҫет еннелле тӳсӗмсӗррӗн туртӑнаҫҫӗ, ҫынсене шухӑшра ҫемйисемпе тата тусӗсемпе тӗл пултараҫҫӗ, тахҫантанпа курман ачасене ачашлаттараҫҫӗ…

нетерпеливо рвущиеся в окутанную сумерками даль, туда, где люди мысленно встречаются со своими семьями и друзьями, ласкают давно невиданных детей…

XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Апрель ҫул-йӗрӗсен тахҫантанпа кӗтнӗ тусанӗ!

Долгожданная пыль апрельских дорог!

I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Анчах кукӑр ураллӑ ӳсӗр боец пулемет патне хӑй кунта тахҫантанпа выртнӑ пекех хӑюллӑн пырса выртрӗ.

Однако кривоногий пьянчужка залег у пулемета так уверенно, словно давно тут лежал.

XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Тахҫантанпа кӗтнӗ хӑнасем килни ватӑ Чкаловсемшӗн чӑн-чӑн уявах пулса тӑнӑ.

Для стариков Чкаловых приезд долгожданных гостей был настоящим праздником.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Тахҫантанпа выртакан пӑчкӑ кӗрпипе турпас, кӑвакарса кайнӑ ҫӗтӗк-ҫурӑк, тутӑхнӑ тимӗр татӑкӗсем, пушӑ банкӑсем.

Слежавшиеся опилки и щепки, истлевшее тряпье, ржавые железяки, пустые банки.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Тахҫантанпа курман пекех, Васильченко вӗсенчен тӳрех проект ҫинчен, управлени ҫинчен, палланӑ ҫынсем ҫинчен ыйта-ыйта пӗлчӗ.

Васильченко расспрашивала их сразу и о проекте, и об управлении, и о знакомых, будто рассталась с ними год назад.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Филиппычпа та калаҫас килетчӗ, юлашки вӑхӑтра эпир унпа тӗл пулса калаҫмалли хваттерте ҫеҫ курнӑҫаттӑмӑр, унӑн тахҫантанпа курман ачисене те курас килетчӗ, анчах хурлӑхлӑ ӗҫсем кӑмӑла хуҫрӗҫ, вӑхӑт та ҫук.

Хотелось поговорить с Филиппычем, с которым мы встречались последнее время только на явочных квартирах, с его ребятами, которые меня давно не видели, но очень уж тяжелое было настроение, да и каждая минута была дорога.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Тахҫантанпа кӗтнӗ радиостанцине те йӑтса килнӗ, анчах хурлӑхлӑ хыпар илтӗм: эпӗ Симферополе яма ыйтнӑ радист Андрей Кушенко вилнӗ.

Прибыла и долгожданная радиостанция, но я получил горестное известие: Андрей Кушенко, которого я просил себе в радисты в Симферополе, погиб.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Ҫавӑн чух Керчь хулинче тахҫантанпа ӗҫлекен сакӑрвунӑ ҫулхи врача Сретенские арӑмӗпе иккӗшне те персе вӗлернӗ.

Был убит вместе со своей женой старейший врач города Керчи — семидесятилетний Серетенский.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Пӗр тахҫантанпа пыракан шухӑш, вӑрӑм туна пек, аптӑратма пуҫларӗ.

Одна давно знакомая мысль, стала назойливо донимать ее точно комар.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех