Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тахҫантанпа сăмах пирĕн базăра пур.
тахҫантанпа (тĕпĕ: тахҫантанпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл каҫ ҫамрӑк мӑшӑр, тахҫантанпа кӗтнӗ тӗлпулу ҫитнишӗн савӑнса, ҫӗрӗпе куҫ хупмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тахҫантанпа кӗтнӗ ҫӗнтерӳ.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ял юбилейӗ тӗлне тахҫантанпа кӗтнӗ ялава парнелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурне те пархатарлӑ ӗҫе явӑҫтарма тӑрӑшатпӑр // Галина СКОРОБОГАТОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%D0%B0 ... -r-3389030

Тахҫантанпа хырӑнманнипе хура сухал пусса илнӗ арҫынна.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ансӑртарах тӳрӗ ҫамка, тӳп-тӳрӗ сӑмса, мӑкӑрларах тӑракан ҫӳлти тутан лайӑх палӑракан хӗррисем — ҫакӑ мана тахҫантанпа пӗлекен ҫын сӑн-пичӗ пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ман сенкер ҫитса кӗпем, тахҫантанпа ӗмӗтленнӗ чечеклӗ ҫитса кӗпем, ҫын курмасӑрах валашкана кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сехет ҫурӑ ытларах пыракан кино вӗҫлениччен хӗрпе каччӑ хӑйсене тахҫантанпа паллакан юлташсем пекех туйма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Унӑн сарӑ сухалӗ ӳссе кайнӑ, тахҫантанпа ҫуман ҫӳҫӗ шӑрт пек хытӑ, пур еннелле те тӑрмакланса тӑрать, пичӗ тӑртаннӑ; куҫ шӑрҫи тӗксӗмленнӗ, куҫ шурри тарӑхнӑ вӑкӑрӑнни пек хӗрелсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тата хӗрӗ те курнӑҫланса, турткалашса, вӑтанса тӑраканни пулмарӗ — мана тахҫантанпа пӗлнӗ пекех е, тӳррипе каласан, мана каччӑ вырӑнне хуман пекех, ним ютшӑнмасӑр, именмесӗр калаҫса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Чӑн та, хӗрӗнчен тахҫантанпа кӑлӑхах хыпар кӗтекен карчӑка Рита пӑшӑрхантарма именет.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӗсем кӗҫех пӗр-пӗринпе тахҫантанпа пӗлнӗ ҫынсем пек сӑмахлама тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чикан ҫапах та тахҫантанпа ҫухалса пурӑннӑ хуҫине тӳрех палласа илчӗ, ун патне чупса пычӗ те, хӳрине выляткаласа, нӑйкӑша-нӑйкӑша, ун тӑрӑх сиккелеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шутлӑр-ха, мӗнле пысӑк ӗҫ турӑмӑр эпир сирӗнпе — хамӑра тахҫантанпа юнаса тӑнӑ Хусан ханлӑхне аркатса тӑкрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Такан каштисенчен пӑяв-йӑлмак ҫыхса пӗтернӗ ҫӗре кремле илсе каякан сукмакпа виҫҫӗн анчӗҫ, виҫҫӗшӗ те Ту енчи мӑрсасем тахҫантанпа паллакан ҫар пуҫлӑхӗсем — Горбатый-Шуйский боярин, Петр Серебряный князь тата Иван Черемисинов стрелецкий голова.

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн тӑшман, Хусан престолне тахҫантанпа хапсӑнакан Шигалей, килчӗ те ҫичӗ кун ҫумӑр айӗнче тӑнӑ хыҫҫӑн каялла кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫак куна тахҫантанпа кӗтнипе хӑйне астарса ҫитернӗ Укка ҫакӑнта ыталаса чуп тӑвӗччӗ Микулая, вӑтанни чарчӗ.

Ждавшая этого дня много лет Укка готова была тотчас обнять и расцеловать друга детства, но ее останавливала природная застенчивость.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тахҫантанпа темсӗлсе пурӑннӑ хӗре ыталаса тытнӑ та Янтул вӑл чӗтренине ҫеҫ туять.

Давным-давно жаждавший близости с любимой женщиной, Яндул почувствовал, как она задрожала всем телом.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вырӑс ӑслӑхне тахҫантанпа пуҫтарса пыраҫҫӗ, вӑл пирӗн ҫынсене те юрӗччӗ.

потому как у русских есть чему поучиться — веками они собирают мудрость свою, знания.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр-пӗр ӗҫпе шӑв-шав тапрансан кӑна сӑмах хутаҫҫи саланса каять вара, тахҫантанпа пуҫтарӑннӑ тарӑху ҫиеле шӑтарса тухать.

Правда, стоит кому-нибудь начать разговор, тут уж языки развязываются о льющейся через край, годами скопившейся нужде и обиде.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Халӗ те вӗсем пӗрне-пӗри тахҫантанпа тунсӑхласа пурӑннӑ туссем пек тӗл пулчӗҫ.

Вот и сейчас они встретились как два закадычных друга, безмерно соскучившихся один без другого.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех