Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тута сăмах пирĕн базăра пур.
тута (тĕпĕ: тута) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑк чухне тута усмасӑр пулать-и вара?

Разве может быть в молодости без надутых губ?

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Бальзам тута ҫуркалансан, операци хыҫҫӑнхи ҫӗвве ӳт илме, йӗпе экземӑран пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Чӗр сухӑрӑн сиплӗ хӑвачӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№

Анчах эпӗ тута ҫине пӑхса ӑнланатӑп.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Козыревӑн кӑвак куҫӗсем ӑшшӑн ҫуталчӗҫ, тута хӗрринчи икӗ салху йӗр ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

— Тепӗр сехетрен пыратпӑр, кӗтӗр, — терӗ илемлӗ тута, кӑмӑллӑп кулса.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Тута хӗррисем чӗтреме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вӑл куҫа лексе ҫатӑртаттарать, тута хӗррине тӑварлантарса ярать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тавлашу мӗнле хӗрсе кайнине калама та йывӑр, тавлашса ҫӗнтерейменнипе тарӑхса кайнӑ Кӗнати хӑйне тута урлӑ «хӗртсе» илнине сиссе те юлаймасть Вихтӗр.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ӗнерхи турат куҫӗнчен тарланӑ шыв юхса аннӑ пек, пиччӗшӗн икӗ куҫӗнчен харӑсах шултра тумламсем йӑлтӑртатса тухаҫҫӗ те чӗтрекен тута хӗррине ҫитиех ярласа анса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Мӑнукӗн кашӑкӗ чашӑк патне ялан пушӑлла пырать, туп-тулли ҫаврӑнса ҫитет тута патне: «Ах, ытла тутлӑ-ҫке асанне пӗҫернӗ пӑтӑ!..»

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кашӑкне тута патне илсе пырать те, пӑтти чашӑк патнех таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Трубкӑра тута чаплаттарни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пӗр йӗрӗ шӑп та лӑп сӑмса евӗрлӗ, тепри — урли — тута пек, тата кӑшт аяларах — мӑйӑх-сухал.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Эй, апла мар, тута сарри кайман шаймӑксем кӑна мар ҫав, тет.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вунӑ класс пӗтернӗ ҫулхине Левен, вӑрманлӑ ялта ҫуралнӑскер, вӑрмана чунтан килӗштерекенскер, «Хӑмпӑ» хӳрешкисем парнеленӗ «тута шыҫҫи» иртсе кайнӑ-кайман, Сыктывкара ҫитнӗччӗ абитуриент сукмакӗпе, унти ял-хуҫалӑх техникумӗн вӑрман уйрӑмне вӗренме кӗнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗри шӑхӑрттарса яма ӗлкӗрчӗ тута урлӑ.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Чӑпӑрт-чӑпӑрт тутарать ҫӑткӑн тута, ланкӑрт-ланкӑрт тӑвать хаяр шӗвек эрех сиккинелле.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Чип-чипер ҫикелесе ларнӑ чухнех алӑ, ывӑҫла-ывӑҫла сапма хӑнӑхнӑскер, темиҫе хутчен те кӑларса ӳкерет тута умне илсе пынӑ кашӑка.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Хулара-ялта чӑвашла ҫырнӑ лозунгсем, плакатсем, вывескӑсем сахаллине сӑнасан, чӑваш ялӗнче, халӑх умӗнче, доклад тума тухсан, вырӑсла «перкелешекен» чӑваша курсан е шкулсенче ачасене ытларах вырӑсла вӗрентнине илтсен-тусан, чӑваш чӗлхи пӗтсе пырасси пирки «тута пӑрса» калаҫма тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ватӑсем вилсе пӗтсен, паян тута ҫинче чӗчӗ сарриллӗ ҫамрӑксем нимӗн те пӗлмӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех