Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шахмат сăмах пирĕн базăра пур.
шахмат (тĕпĕ: шахмат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
- Паян шахмат клубӗн черетлӗ занятийӗ пулнине манман пулӗ-ха эсир? - ачасем ҫине ыйтуллӑн пӑхса илчӗ библиотека ӗҫченӗ.

Куҫарса пулӑш

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Вӑрмар муниципаллӑ округӗн культура аталанӑвӗн тата библиотека ӗҫӗсен центрӗн директорӗ Алена Саминова Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн культура, социаллӑ аталану тата спорт пайӗ ячӗпе парнесем панӑ: спортпа туслӑ пулма шашкӑ, шахмат, дартс вӑййисем тата вӑхӑтпа тан утма стена ҫине ҫакмалли сехет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар округӗнче харӑсах икӗ ҫӗнӗ клуб уҫӑлнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11765-v-rmar ... klub-uc-ln

2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хула Пӗтӗм тӗнчери шахмат енӗпе ҫамрӑксен чемпионатне йышӑннӑ.

В ноябре 2012 года город принял Юношеский чемпионат мира по шахматам.

Марибор // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%BE%D1%80

Шахмат хӑми пек туса сӑрланӑ машина-фургон патӗнче ҫав тери шавлӑ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сентябрӗн 16-17-мӗшӗсенче Стерлитамак хулинче Пушкӑрт Республикинчи шахмат енӗпе XXXI Ял спорт вӑййисем иртнӗ.

16-17 сентября 2023 г. в г. Стерлитамак прошли XXXI Сельские спортивные игры Республики Башкортостан по шахматам.

Турнира хутшӑннӑ 44 ҫын хушшинче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/sport/2023-09-18 ... nn-3443114

Кӑшӑллӑ шахмат, тумтир ҫинчи ятарлӑ ҫӗвӗллӗ пуканесем, - палӑртнӑ Радий Хабиров.

Шахматы с ободками, куклы со специальными швами на одежде, – отметил Радий Хабиров.

Радий Хабиров "Атя выляма" фестиваль ҫулленех пуласси ҫинчен пӗлтернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... rn-3442627

Пӗчӗк ялавсемпе паллӑ тунӑ тӑваткӑлта шахмат хӑми пек туса кӑвак сӑрпа сӑрланӑ автомобиль-фургон — СКП — аэродромӑн старт паракан команднӑй пункчӗ тӑрать.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кунтах, Батумире, 17 ҫулти уфимец шахмат композицийӗсен йышӑнӑвӗпе тӗнчери 46-мӗш чемпионата хутшӑннӑ.

Здесь же, в Батуми, 17-летний уфимец участвовал в 46-м лично-командном чемпионате мира по решению шахматных композиций.

Уфимец шахмат композицийӗпе тӗнчери чи ҫамрӑк гроссмейстер пулса тӑнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... -n-3431154

Шахмат енӗпе муниципаллӑ округсенче ӑмӑртусем час-часах иртеҫҫӗ.

Соревнования по шахматам часто проходят в муниципальных округах.

Етӗрне тӑрӑхӗнче шахматла выляса ӑмӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35361.html

Кӗҫнерникун, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, Етӗрне хулинчи пуҫламӑш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта шахмат енӗпе ӑмӑрту иртнӗ, унта Етӗрне округӗнчисем хӑйсен ӑсне кӑтартса тупӑшнӑ.

В четверг, 29 июня, в начальной общеобразовательной школе г. Ядрина прошли соревнования по шахматам, где жители Ядринского округа соревновались своими умственными способностями.

Етӗрне тӑрӑхӗнче шахматла выляса ӑмӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35361.html

Шахмат вӑййине аса илсе каласан, Турунов хӑш фигурӑна хӑҫан тата ӑҫталла шутармаллине аван пӗлет.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Минӑсем шахмат йӗркипе пыра-пыра ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Шахмат енӗпе вара пӗрремӗш вырӑна Юманай территори пайӗнчи Сергей Измайлов йышӑннӑ.

А в соревновании по шахматам первое место занял Сергей Измайлов из Юманайского территориального отдела.

Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи тӳре-шара шахматпа шашкӑлла выляса ӑмӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34579.html

Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнче ӗнер тӳре-шара хушшинче шашкӑпа шахмат енӗпе ӑмӑрту иртнӗ.

В Шумерлинском муниципальном округе вчера прошли соревнования по шашкам и шахматам для работников администрации.

Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи тӳре-шара шахматпа шашкӑлла выляса ӑмӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34579.html

Тенкел ҫинче ларать вӑл, хӑй умӗнче шахмат хӑми.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Шахмат васканине юратмасть.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Ун пек тӑвас мар тесен, шухӑшламалла, — пуҫне шахмат хӑми ҫинчен илмест Игнат Васильевич.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Лазерпа шахмат фигурисем, ытти япала касса кӑлараҫҫӗ, тӗрлӗ пайсенчен роботсем пуҫтараҫҫӗ, ӳкерчӗксене кружкӑсемпе футболкӑсем ҫине куҫараҫҫӗ, чӑваш тӗрри тӗрлеҫҫӗ, тӗпчев-шырав ӗҫӗсене хутшӑнаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%bf%d0%b ... %b0%d0%bb/

Карта хӗррипе чиелӗх, варринче — шахмат йӗркипе лартнӑ улмуҫҫи, вӗсем хушшинче — купӑста-хӑяр йӑранӗсем.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӗсене шахмат йӗркипе лартса тухнӑ, вунпилӗк-вун ултӑ ҫулхи йывӑҫсем.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех