Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупать (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр кунне Сеня ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах вокзал хыҫне чупса каять те ҫӳп-ҫап тӑкакан вырӑнта икӗ граната, виҫ тӑват запальник шыраса тупать.

На другой день рано утром Сеня побежал на вокзал и там на свалке разного хлама нашел две гранаты, а несколько запальников.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

«Паян операци тумастпӑр. Халӗ мина лартсан, фриц чугун ҫула тӗрӗслеме тухать те минӑна тупать».

Я им говорю: «Сегодня мы не будем операцию проводить. Если теперь поставить мины, фриц будет проверять пути и найдет их».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Мӗн сутӑн илмелли пулсан, арӑма калӑр, вӑл тупать.

Что нужно купить, скажите жене, она достанет.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Петр Тихонович пурин валли те сӑмах тупать.

Петр Тихонович для каждого находит слово.

Петр Тихонович килтен киле ҫӳрет // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Ҫаксене Феня пурне те хисепе илет те, чартакра ҫак вырӑна тупать, восстани вӑхӑтӗнче халӑх хӗвӗшнӗ хутра мана чартака ҫавӑтса килет.

Взвесила эти обстоятельства, отыскала это самое помещение на чердаке и, пользуясь суматохою, помогла мне добраться до чердака.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Йытӑ час-часах хуҫине йӗрӗпе шыраса тупать.

Собака часто бежит за хозяином по следу.

Сисӗм // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Прерири лаша йӗрӗсем, хуҫӑк такан, паллӑ тунӑ пуля тӑрӑх вӑл кам айӑплине шыраса тупать.

По следам лошади в прерии, сломанной подкове и меченой пуле, он находит виновного.

Майн-Рид // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с. — 3–5 с.

Кайӑкҫӑсем калаҫҫӗ: ӑслӑ йытӑ урсан, вӑл е хире, е вӑрмана кайса, хӑйне кирлӗ курӑк шыраса тупать те, сывлӑм пшвӗ ӳксен, ирсерен курӑк ҫинче йӑваланса хӑех тӳрленет, теҫҫӗ.

Охотники говорят, что когда с умной собакой сделается стечка, то она убегает в поля или леса и там ищет травы, какой ей нужно, вываливается по росам и сама лечится.

Булькапа мильтон вилни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ӑҫта каять, каялла килме ҫулне мӗнле тупать, тупаять-и ӑна — кун пирки вӑл пачах шухӑшламарӗ.

Куда он идет, как найдет обратно дорогу и найдет ли ее вообще — об этом он себя не спрашивал.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Хир чӑххисем йӗрӗсене темӗн тӗрлӗ арпаштарса пӗтернӗ пулсан та, ҫинӗ ҫӗртен каякан йӗрне лайӑх йытӑ яланах шыраса тупать.

И сколько бы ни напутали фазаны, хорошая собака всегда найдет последний след, выход с того места, где кормились.

Хир чӑххисем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хир чӑххисем ҫурӑм-пуҫпе ҫисе ҫӳренӗ ҫӗре йытӑ шӑршласа шыраса тупать те вӗсене йӗрлеме тытӑнать.

Собака чутьем услышит, где на заре ходили и кормились фазаны, и станет разбирать их следы.

Хир чӑххисем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Стенан тепӗр енче, салтаксен казарминче, ҫӗр каҫмалӑх ӑшӑ та, хӑтлӑх та тупать вӑл.

За стеной, в солдатской казарме, он найдет приют и тепло на всю ночь.

II // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.

Рабкор хай трестра тупать те питлет вуншар ӳсӗре те вӑрра.

Рабкор на десятках трестовских мест раскрыл и пьяниц и во́ров.

Бюрократпа рабкор ҫинчен // Аркадий Ӗҫхӗл. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 146–148 с.

Юлашкинчен ямшӑк хӗрачана шыраса тупать, вӑл юр ӑшӗнче шӑнсах кайнӑ.

Наконец ямщик разыскал девочку; она уже замерзала в снегу.

Хӗллехи каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Сева ҫиме юрӑхлӑ курӑксем шыра-шыра тупать: — Ку акӑ хупах, — тет вӑл.

Сева находит какие-то растения, годные для еды: — Это паутинистый лопух, — говорит он.

53 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Мӗн тумаллине хӑех тупать вӑл.

Работу находил себе сам.

34 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Мӗн каламаллине вӑл яланах тупать.

Он всегда найдет, что оказать.

Хушса кӗртнӗ сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Вӑл вагонсене шутласа тухма ӑс ҫитерет те йӑнӑш тупсӑмне тупать.

Он начинает считать вагоны и выясняет ошибку.

Тӑххӑрмӗш вакун // Аҫтахар Плотников. Михаил Задорновӑн «Девятый вагон» калав куҫарӑвӗ

Арҫын хӑйӗн вырӑнне малтанах тупать, хӑйпе юнашар ларас хӗрарӑмпа паллашать.

Мужчина, как правило, заранее знакомится со своим местом и с тем, кто его соседка, которую он должен сопровождать к столу.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Йыхрав ярса чӗннӗ чухне вырӑнсем ӑҫта пулмаллине, сӗтел планне туса кӑтартаҫҫӗ, ҫын вара хӑйӗн карточкине хӑвӑртрах тупать.

На большом званом обеде или ужине чертят план стола с расположением мест, по которому удобно найти соответствующее место.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех