Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупать (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фронтри боецсенчен хӑшӗ пӗри кӗл туса лӑпкӑлӑх тупать, Олег Хамин сӑвӑсем ҫырать.

Куҫарса пулӑш

Зианчура районӗнчи боец СВОн малти лининчен сӑвӑсем ярса парать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3763323

Левен хут татки тупать, ун ҫине питӗ тӗплӗн шутласа темиҫе сӑмах ҫырать, вара медсестрана: «Ҫакна Тамарӑна пар-ха», — тет.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пурнӑҫ, хӑйне Вӑхӑт тӗрӗслесех тӑнипе, мӗн ӗмӗртенпех е ҫухатать, е тупать

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тепӗр парта айнелле кусса кӗрсе кайнӑскерне аран шыраса тупать.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Услантӑр мучи, табак енчӗкне кӗсйинчен ытла та вӑраххӑн кӑларса, ӑна васкамасӑр умне салтса хурать, кӗсйисене хыпашласа ларсан-ларсан, малтанлӑха яхӑнне тупӑнман ҫулуне пур-пӗрех шыраса тупать; чӗлӗме шаккаса тасатнӑ чух мӗн-мӑн кирлине малтанах пӗлсе тӑракан шӗвӗрсем аслашшӗне мӑк пӗрчисем сӗнеҫҫӗ; Услантӑр мучи чӗлӗмне тасатнӑ хушӑра чӑтӑмсӑр ачасем иккӗн-виҫҫӗн те енчӗкрен илнӗ табака чӗптӗмӗн-чӗптӗмӗн тытса тӑраҫҫӗ, чӗлӗмӗн пушаннӑ хырӑмне кашнин хӑвӑртрах тултарас килет; хырӑмне тултарнипех ҫырлахмасть тата, мур илесшӗ, йӳҫӗ тӗтӗм ашшӗ — чунне хыптармалла унӑнне, чӗлӗмӗнне; пуҫлать вара мучи аллинчи ҫулу чӑлтӑр-чалтӑр хӗм сирпӗтме; Услантӑр мучин йӗс шлепкеллӗ чӗлӗмӗ йӑсӑрланма пуҫличчен тул ҫутӑлса каяссӑнах туйӑнать, анчах та урамра тин ҫеҫ тӗттӗмленсе ҫитнӗ иккен-ха; ҫил-тӑман Пушкин сӑввинчи пекех улать, хӑйне юмах итлеме кӗртменшӗн нӑйкӑшать:

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Старик чечек тӗмӗсем хушшине пытанать, ача ӑна шыраса тупать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хӑех вара, нумай пурӑнма ӗмӗтленсе, ответне тупать: «Тем чул, тем чул…»

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Татьяна Ишмуратовӑн сӑнарӗ вара «Турӑ ҫырни» калавра хытах тертленет, ултав ӑна самаях ҫапса хуҫать, апла пулин те пике ҫӗнӗрен ҫӗкленме вӑй тупать.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

«Ҫӗрле кӑвак хуппи уҫӑлсанах кам мӗн калама ӗлкӗрет, ҫавна тупать», — тетчӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Выляса пытарнӑ япалана тупать, кирлӗ чухне овчарка пек те мар.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ухмах ҫын хӑйне хӑй кӳрентерет, инкеке те хӑех шыраса тупать.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Итлемерӗн тӗк «йӑлтӑркка перо» сан аяк пӗрчи хушшинче наччас чӗрӳне шыраса тупать, ҫакна асту, — тет.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Тем те шутласа тупать ҫав яш-кӗрӗм ашкӑнас тесен…

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Вӗсемпе калаҫма та, ҫулӗсене кура, тӗрлӗ тема тупать.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вилӗмӗ хапха ҫӳллӗшне пӑхмасӑр урлӑ каҫса кӗрет, йывӑҫ ҫуртра-и, кирпӗчрен хӑпартнӑ ҫуртӑн тимӗр алӑкӗ хыҫӗнче-и — пӗрех тупать, ниҫтан сывлӑш кӗрейми-тухайми чул хӑвӑлне тарса пытансан та хыҫалтанах пырать…

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

«Алӑран тупать» Якур.

Куҫарса пулӑш

Коллекционер // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 55–56 с.

Кам мӗн шырать — ҫавна тупать.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Раман урӑх чӗнмерӗ, ӑшӗнче ҫеҫ: «Сысна тип ҫанталӑкра та пылчӑк тупать!» — тесе ятлаҫса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Комсомол ӗҫӗ валли Дубов аран-аран вӑхӑт тупать.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Халӗ те тӗнчери чи чаплӑ пианистсем калаҫҫӗ ӑна, кашниех унта хӑйне евӗр ҫӗнӗлӗх тупать.

Куҫарса пулӑш

19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех