Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртнӑ (тĕпĕ: турт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешӗ, талпӑнса туртнӑ май пуҫне ҫӳлелле вӑшт та вашт ухса пыраканскер, Вихтӗр хулне карт-карт турттарать, хӑш чух ҫӗклесе ҫӗр ҫине ҫавӑрса ҫапассӑнах туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ахаль ҫын пулман пулмалла сан аннӳ, — вӑл магнит туртнӑ пек портфель ҫине пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Чунӗ Камайа чӑтайми киле, амӑшӗ патне туртнӑ, пуҫӗ ҫаврӑнса кайиччен хистенӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

«Анчах та ҫурхисем ку енчен аптраманни мана савӑнтарать. Ҫӗр ӗҫченӗ пулнишӗн ӳкӗнместӗп. Чун туртнӑ ӗҫ яланах мана хавхалану кӳрет», - пӗлтерет Ю.Никифоров.

Куҫарса пулӑш

Чун туртнипе ӗҫлени ялан тухӑҫ парать // А.ТУВАНСКАЯ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/ch ... tuh-paratj

Лешӗ ҫакна кӑна кӗтнӗ иккен: яшт сиксе тӑрать, алӑк патне пырса чалт та чалт сикме, алӑка шал енчен туртнӑ сӑрана ҫивӗч чӗрнипе сикмессерен чартлаттарса ҫурма тапратать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тӗттӗм коридора тухса тӑрсан, те тарӑхнипе, урана шӑнӑр туртнӑ пек пулать.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

72-шер тонна таякан икӗ локомотив 50-шар вакун туртнӑ, кашни пуйӑсӑн йывӑрӑшӗ пӗтӗмӗшле 900 тоннӑпа танлашнӑ.

Два локомотива весом по 72 тонны тянули по 50 вагонов, общий вес каждого поезда составлял 900 тонн.

Фёрт-оф-Форт чукун ҫул кӗперӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A4%D1%91%D ... 1%80%D3%97

Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, кил хуҫи пирус туртнӑ чух асӑрханса ҫитереймен.

Куҫарса пулӑш

Пушар тухнӑ ҫуртра арҫын виллине тупнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37346.html

Икӗ эрне туртнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Лавӗ ҫинче ҫирӗм пӑт ытла пулин те, Анук лаши пушӑ урапана туртнӑ пекех ҫӑмӑллӑн утать.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хура хӑрӑм пек тӗттӗмлӗхре чӑптапа туртнӑ алӑка хыпашласа тупрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ҫав диван ҫине лар та ҫул ҫинчен канса ил, — тӗллесе кӑтартрӗ участок пуҫлӑхӗ кантӑк умӗнче ларакан хура сӑранпа туртнӑ дивана.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Сасартӑк сулахай чӗчӗ шалтан туртнӑ пек кӗҫӗтме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑт, ҫав ҫӗр ӑшнех кӗрсе кайнӑ шӗшлӗне пӗрре кӑна мар шӑлпа туртнӑ Антон.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӑна вӑл лутра, тӑвӑр коридорсем тӑрӑх ҫунашкасемпе вагонеткӑсем патне туртнӑ.

По узким и низким коридорам тянул он на санках уголь к вагонеткам.

Ӗлӗкхипе хальхи Донбасс // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Шурӑ циферблат ҫинчи минут стрелки шӑнӑр туртнӑ пек сиккелесе илет.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑйсен чӗччийӗсене туртнӑ чухне темле хаваслӑхпа, ырлӑхпа киленеҫҫӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хулари пӗр заводра та ӗҫлесе пӑхнӑ, анчах чунӗ тӑван ялах туртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Каменщика вӗреннӗ, комбайнер пулса тӑнӑ // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

Сӑлтавӗ — пирус туртнӑ чухне асӑрханусӑр пулни, электроприборсемпе, кӑмакасемпе хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнмасӑр усӑ курни.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсем палӑртнинчен маларах пыраҫҫӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/uy-hir-ecese ... ah-pyracce

Карчӑк туртнӑ алӑ шыҫса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех