Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӗлкӗш юр ҫийӗн ҫӑпатапа чаплаттарса, эпӗ юханшыв еннелле чупрӑм.
XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Ҫакна тума ҫамрӑк такашӑн хуҫи пӗр пӗлми, сӗлкӗш пулса ыйха сӑптӑрнӑ чух меллӗрех пулнӑ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Пӑрпа сӗлкӗш хушшинчи ҫын малаллах юхать.
Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унтан, аллисемпе ҫапкаланса, Энтрей кӑкӑр таран ҫиеле тухма пултарчӗ, анчах тухса ҫитеймерӗ — сӗлкӗш унӑн кӗлеткине хӗстерсе лартрӗ те тыткӑнне лекнӗ ҫынна малалла юхтарса кайрӗ.
Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл ҫынсемпе калаҫса тӑнӑ хушӑра, сисмен ҫӗртенех, Хветут пахчи хыҫӗнчен ҫӑра сӗлкӗш капланса тухрӗ.
Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ун ҫийӗн сӗлкӗш, тӗллӗн-тӗллӗн пӑр татӑкӗсем те юхаҫҫӗ.
Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Чарусӑр хӗр ача, «никамран хӑраман» Сарье юратӑвне кукамӑшӗнчен пытарайман курӑнать, айванлӑхне пула ун ҫинчен пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ — тепӗр каҫхине (вӑл кун Иливан ашшӗпе Ятламас та таврӑннӑччӗ ӗнтӗ) пахчана сӗлкӗш тухрӗ.
9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ӗнер, ҫул ҫинче, Ятламас вӗсенчен ҫамрӑк мӑшӑр тесе те тӑрӑхласа кулнӑччӗ, паян арӑмӗпе упӑшки пит сӗлкӗш пынине курса чӗлхе вӗҫне килнӗ сӑмахсене тыта-тыта чарчӗ.
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Йӳле янӑ пиншакне ҫил силлени те, хӑй сӗлкӗш ҫинче тӗпленӗ кӑҫатӑпах тӑнине те туймарӗ пулмалла вӑл.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.
(Тӳррипе каласан, ҫынсем ҫывхарнине кура вӑл маттуррӑн курӑнма хӑтланса сикрӗ те кӗлетки йывӑрӑшӗпе сӗлкӗш ӑшне анса кайрӗ.)
Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Агроном темшӗн сӗлкӗш чӗннӗ сасса илтсен те вӑл правлени енне ӳркенсе тенӗ пек ҫаврӑнчӗ.
XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Липа алӑкран сӗлкӗш сӑнпа кӗчӗ, кӑна кура вара, председатель унран ним ҫинчен те ыйтмарӗ — агрономран ырӑ хыпар кӗтмелли ҫук.
XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хулана ҫитиччен утсем пакӑлчак таран сӗлкӗш юр ашса пычӗҫ.
10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Атте килте ҫук-им? — ыйтрӗ Ахтупай амӑшӗ сӗлкӗш пулнине асӑрхаса.
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Джессие хӑйне илес тӗк — аппӑшӗпе пулса иртекен сӗлкӗш калаҫу витӗмӗпе ӑна тепӗр чухне ҫӑмӑл тунсӑх ҫавӑрса ункӑлать, вара вӑл, урампа утнӑ е ларса пынӑ май, ҫынсен хушшинче ҫут ҫанталӑк шелсӗррӗн палӑртнӑ сӑнсене шырать; тӗллевӗ — вӗсене хӑй уҫҫӑн та тӗрӗссӗн пӑхнипе айӑпсӑра кӑларасси.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫур енне кайнӑ юр самаях ҫемҫелнӗ, анчах сӗлкӗш тухма ӗлкӗреймен-ха.
VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Хырӑмӗ ҫав тери выҫса ҫитрӗ, ҫавӑнпах унӑн сӗлкӗш кӑмӑлӗ халӗ уҫҫӑнах вӗчӗрхенет.Разыгравшийся аппетит способствовал тому, что его дурное настроение перешло в открытое раздражение.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫав кунхине аллӑ тӑххӑрти Тристан — кӑкӑрӗ пӳлӗннипе, пӗверӗ ыратнипе, шӑмӑ сурнипе тертленекенскер — хӑйне уйрӑмах сӗлкӗш те сивлек тата питӗ усал тытрӗ, мӗншӗн тесен хӑйӗн хӗрне Леонӑна тӗлӗкре курчӗ, ӑна упӑшки — хӑй курайман чухӑн Сивиль Брентгам секретарь — ҫумне питӗ хытӑ кӗвӗҫрӗ.
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.
«Ҫук, эсӗ ҫавна тӑмастӑн, ҫавӑнпа та ун пирки каламастӑп, — шухӑшларӗ Гелли, анчах ҫак самантрах сӗлкӗш, чӗмсӗр Нока ашшӗ пек шеллерӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
— Киношӑнах сӗлкӗш ҫӑрса утатӑн-ши?
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.