Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ӑҫта каятӑр капла?

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Эсир-ҫке ку!

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

— Федор Павлович!

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Унччен те пулмарӗ, чӑвашла савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса яни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Трамвайри ҫынсем ҫӑпаталлӑ ҫамрӑксем ҫине куҫ илмесӗр пӑхаҫҫӗ, ҫӑпаталлӑ халӑха тӗлӗнсе сӑнаҫҫӗ, «ӑҫтан килтӗр, хӑш халӑх ҫыннисем?» теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Утсан-утсан, чарӑнчӗҫ те малалла трамвайпа кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Чӑваш каччисемпе хӗрӗсем Мускав урамӗпе утаҫҫӗ, — тӗрленӗ шурӑ кӗпепе, ҫӑпатапа.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Аллӑ ҫул тултарчӗ юрӑпа ташӑ ансамблӗ.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Аса илнӗ май курни те, курманни те (ҫын каласа пани тӑрӑх, вулани тӑрӑх) куҫ умне тухса тӑрать…

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Ҫакӑн пирки шухӑшланӑ май ансамблӗн тахҫанхи концерчӗсене, ун ҫинчен мӗн вуланине, мӗн илтнине аса илетӗп.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Юрланине нихӑҫан илтмен пек, ташланине нихӑҫан курман пек, ансамбль концертне пӗрремӗш хут килнӗ пек хумханса, пӗр вӗриленсе, пӗр сивӗнсе ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Акӑ ӗнтӗ каллех хумханса, савӑнса, тӗлӗнсе ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Кашнинчех, кирек ӑҫта та юррисене каҫса кайса итленӗ, ташшисене сиксе тӑрса ташша ярас пек пӑхса ларнӑ, пирӗн халӑхӑн ҫакӑн пек ансамбль пурришӗн савӑннӑ, пирӗн ансамбль артисчӗсем ҫав таранах хастар пулнишӗн савӑннӑ, вӗсем юрӑ-ташша ҫав таранах юратнинчен, ҫынна юрӑ-ташӑ парнелес тесе ҫитмӗл ҫырма урлӑ каҫма, утмӑл вӑрман витӗр тухма та ӳркенменнинчен, вута та, шыва та кӗме хатӗр пулнинчен тӗлӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Таҫта та курнӑ — хирте, культура дворецӗн сцени ҫинче, пӗчӗк ялти пӗчӗк клубра, йӗтем ҫинче…

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче — артистсем ялтан яла лашапа е вӑкӑрпа (чылай чух — ҫуран та) ҫӳренӗ чух курнӑ, ҫирӗм ҫул каялла, вунӑ ҫул, пилӗк ҫул каялла курнӑ, кашни ҫул курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Миҫемӗш хут куратӑп-ши юрӑпа ташӑ ансамблӗн концерчӗсене?

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Мана вӗсен сӑнӗсемпе тумӗсем ҫеҫ мар, чун-чӗри те витӗрех курӑннӑн, йӑлтах курӑннӑн туйӑнать; маншӑн пулсан, вӗсен чун-чӗри те ҫак юрӑ шухӑшӗ пекех виҫесӗр анлӑ, ҫак юрӑ пекех ытарайми илемлӗ.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Юррисем — чӑваш ансамблӗн; умра — куҫ тулли те чӗре тулли — капӑр тумлӑ чӑваш юрӑҫисем тӑраҫҫӗ; тумӗсем те, сӑнӗсем те юрӑ сӑмахӗсем пекех, юрӑ кӗвви пекех ытарайми илемлӗн курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

«Эх, юрӑ! Мӗн кӑна тумастӑн эсӗ этем чӗрине!» — ӗнтӗ каллех, ӗнтӗ миҫемӗш хут аса илетӗп писатель сӑмахӗсене.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Юрӑ каласа парать, юрӑ кӑтартса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех