Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Малашне те чун-чӗрери пӗтӗм хавалпа шӑрантар тӑван кӗвӗсене.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Хӑвармарӑн пуль.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Ҫӗр пин юррӑмӑртан пӗрне юрламасӑр хӑвартӑн-ши эсӗ, ансамбль?

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Тавах сана, ансамбль.

Юрӑпа ташӑ ансамблӗсӗр эпир, тен, музыка театрӗн никӗсне те хывас ҫукчӗ-и. Ара, ансамбльти чи лайӑх артистсем юрларӗҫ-ҫке опера спектаклӗсенчи, хӑйсен пултарулӑхне ансамбльте туптанӑ композиторсем ҫырчӗҫ-ҫке малтанхи оперӑсене.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

А. Казакова, А. Токсина, Т. Чумакова, М. Денисов, П. Медников ҫинчен калатӑп мар-и.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Ансамбльте чӑваш шӑпчӑкӗсен сассисем уҫӑлса ҫирӗпленнӗ, илемленнӗҫемӗн илемленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Вӗсен дирижер ӑсталӑхӗ ансамбльте аталанса пынӑ, ансамбль валли ҫӗнӗрен ҫӗнӗ юрӑ ҫырса, вӗсем композици ӗҫӗнче пысӑкран та пысӑк утӑмсем тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Халь эпир хамӑрӑн чаплӑ композиторсемпе — Ф. Лукинпа, Г. Хирбюпе, А. Орлов-Шуҫӑмпа, Г. Лебедевпа тата ыттисемпе мухтанатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Тавах сана, ансамбль.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Ансамбль концертне пырса, пиртен нумайӑшӗ малтанхи хут Чайковскин, Глинкӑн, Брамсӑн, Моцартӑн, Штраусӑн, Россинин этем туйӑмӗсене илемлетекен, чун-чӗрине пуянлатакан кӗввисене итлесе киленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Ансамблех пире пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ, пӗтӗм тӗнче ҫийӗн янӑракан вырӑс, украина, Белорус, ытти халӑх юррисемпе паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Пирӗн ансамбль пулмасӑр, кам пултӑр!

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

«Тӳнкки-тӳнкки», «Ҫырма хӗрне ансассӑн», «Кай, кай Ивана», «Вӗлле хурчӗ», «Асран кайми аки-сухи», «Килмен те курман Шупашкарне» тата ытти ҫӗршер юрра — шӑнкӑрав сассипе те, кӗмӗл сассипе те танлаштарма ҫук юрӑсене, мерчен-ахахран та ҫутӑ, ылтӑнран та хаклӑ юрӑсене — кам чӑваш халӑхне ҫав таранчченех чуна пымалла, чӗре варрине кӗрсе вырнаҫмалла юрласа кӑтартнӑ?

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Ансамбль мар-и?

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Вӑтӑр-хӗрӗх ҫул каялла кам илсе килнӗ чӑваш ялне ҫӗнӗ юрра?

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Халь кашни утӑмра тенӗ пекех радио сасси илтӗнсе тӑрать те, кашни килтех телевизор пур та — ҫӗнӗ юрра ҫийӗнчех илтсе ӳкеретпӗр, хамӑр та юрлама пуҫлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Ансамбль утса тухнӑ ҫул чӑнахах та илемлӗ, мухтавлӑ, чаплӑ ҫав ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Ҫур ҫӗр иртсен (тепӗр чухне ҫутӑлса ҫитсен кӑна) Махачкалана таврӑнатчӗҫ те артистсем, ирех репетици пуҫласа яратчӗҫ, унтан — ҫула…

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Ҫавӑн чух питӗ те лайӑх ӑнлантӑм ансамбль артисчӗсен ӗҫӗ мӗнлине.

Куҫарса пулӑш

Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех