Çĕннисем
Эппин, малтанхи пилӗкҫуллӑхсен юрӑҫи ятне, социализм ҫӗнтерӗвӗшӗн пынӑ кӗрешӳ паттӑрӗн ятне илме тивӗҫлӗрен те тивӗҫлӗ эсӗ, чӑваш ансамблӗ.
Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.
Пысӑк стройкӑсен шавӗпе кӗрлесе ларакан Куйбышеври, Челябинскри, Харьковри концертсем, Ҫӗпӗре парӑнтаракансене, Днепр урлӑ ГЭС хывакансене халалласа шӑрантарнӑ юрӑсем…
Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.
Колхоз йӗркеленӗренпе пилӗк ҫул ҫитнӗ май уява пухӑннӑ хресченсем укӑлча умне тухнӑ та чӑваш ансамбльне кӗтсе илеҫҫӗ…
Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.
Канашпа Шупашкар хушшинче чугун ҫул тӑвакансем алӑра лум е кӗреҫе тытсах чӑваш концертне кураҫҫӗ…
Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.
Унӑн юрри вӑл — социализмшӑн кӗрешекенсен юрри, унӑн кунҫулӗ — социализм тӑвакансем утса тухнӑ ҫул.
Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.
Ҫӗнелсе пыракан хуласемпе ялсем ҫинчен юрлать, ҫӗнтерсе пыракан ҫӗнӗ пурнӑҫа мухтать ансамбль.
Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.
Ҫапла аякран аякка тӑсӑлаҫҫӗ ансамбль ҫулӗсем.
Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.
Унтан — Ленинградри уйӑхлӑх гастрольсем, революци сӑпкинчи мухтавлӑ рабочисемпе моряксене кӑтартнӑ концертсем.
Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.
Каярахпа вӑл Чулхулари колхозник-ударниксен иккӗмӗш съездӗнче, тепӗр виҫӗ ҫул иртсен Мускавра, СССРти халӑхсен Олимпиадинче чи лайӑх хорсен шутне кӗрет те Кремльти юлашки концерта хутшӑнать, кунта унӑн юррисене партипе правительство руководителӗсем итлеҫҫӗ.
Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.
Сӗнтӗрвӑрри енче, Кӗтне тӑрӑхӗнчи ялсенче, Ҫавал ҫинче, Канаш таврашӗнче, Вӑрнар уй-хирӗнче янӑранӑ унӑн юррисем.
Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.
Тепӗр ҫул иртсен, хор пӗрремӗш хут нумай вӑхӑта хамӑр республика хулисемпе ялӗсене тухса кайнӑ.
Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.
Киле таврӑннӑ чух чӑваш юрӑҫисем Чулхулара чарӑнса темиҫе кун пурӑннӑ — Сормовӑра, Дзержинскра, автозавод тунӑ ҫӗрте концертсем кӑтартнӑ.
Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.
Концерт хыҫҫӑн ӑна паллӑ композиторсем, артистсем, музыковедсем саламланӑ.
Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.
Ҫак чаплӑ концертра чӑваш хорӗ ӑнӑҫлӑ, лайӑх юрланӑ.
Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.
Эппин, концерчӗ ку чаплӑ концерт пулнӑ.
Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.
Ҫак концерта Украинӑн «Думка» хор капелли хутшӑннӑ, унта Пятницкий ячӗпе хисепленекен хор, питӗ те паллӑ артистсем юрланӑ.
Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.
Пилӗк ҫул тултарас умӗн вӑл Мускаври фабрикӑсемпе заводсенче пӗр эрне хушши концерт кӑтартса ҫӳренӗ, унтан вара Пысӑк театр сцени ҫине тухнӑ.
Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.
Ҫапах хор ҫултан-ҫул вӑй илсе, тӗрекленсе, маттурланса пынӑ.
Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.
Ҫитменни пит те нумай пулнӑ, ҫитменни ҫунат-ӗмӗт хыҫҫӑн ӗлкӗрсе пыма чӑрмантарса тӑнӑ.
Янӑра, тӑван кӗвӗ // Лаврентйи Таллеров. «Ялав». — 1974, 9№ — 4–5 с.
Вӑхӑчӗ те йывӑр вӑхӑт пулнӑ ун чухне, юхӑннӑ хуҫалӑх ураланма ҫеҫ тытӑннӑ вӑхӑт пулнӑ.