Çĕннисем
Хушӑ эсӗ — ҫуттӗнче ҫутипе юп курса пурӑнакан, хуйхӑ-суйхӑ астивекен ҫынсен чун патӗнчи ӑшши, юн талпӑнӑвӗ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пурте, пурте эсӗ — савӑк-савӑк йӑпану та, хаяр-хаяр тавӑру та, ытлӑ-ҫитлӗ ыткӑну та.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Савӑк-савӑк йӑпану ҫеҫ-и?
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ара, апла ҫеҫ-и?
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кам ӑсли, кам чи-чи пултарулли шухӑшласа кӑларнӑ-ши сана, чӗре асамӗ, кӑмӑл ҫуначӗ — савӑк-савӑк йӑпанӑвӑмӑр?
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Телей, пӗр сӑмахпа каласан…
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Киленӗҫ ҫине киленӗҫ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Реххет ҫине реххет.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пурнӑҫ карусельне ахаль те тӳнкки-тӳнкки ҫавӑрттаракансемшӗн вара — уяв.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пурнӑҫ шартламипе ӗнсе, антӑхса ҫитнӗ ҫыншӑн эсӗ — тӑрӑ-тӑрӑ, уҫӑ-уҫӑ ҫӑлкуҫ, кӗтсех-кӗтсех илнӗ ҫӑлкуҫ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Е, хӗвел шатӑр-шатӑрне ян-ян мухтакан тӑр-тӑрилле — ирӗк-ирӗк, телейлӗ-телейлӗ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тапта, пытар, усра сала хул хушшинче — пурпӗрех эсӗ, канӑҫне ҫӗтернӗ текерлӗкле, ҫӳлте, пӗлӗт айӗнче — нӑйкӑш-нӑйкӑш, ҫӳҫенчӗк-ҫӳҫенчӗк.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Этем терчӗ-савӑнӑҫӗ пекех авалхи ҫӑра, йышлӑ тымарлӑ эсӗ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Юрӑ!..

Ҫичӗ ютра сар хӗр тупса илсессӗн, Пырса курӑр пирӗн пата, тӑвансем…

Хӑнӑхнӑ вырӑнсене пӑрахса халиччен курман-пулман кӗтессене, ҫӗнӗ ҫӗре хӑпса тухнӑ чӑвашсен авалхи хурлӑхӗпе тата пирӗн вӑхӑтри ӑш вӗҫнӗ йӗкӗтӗн сӑмаххисемпе ҫав кӗвве май вӗр-ҫӗнӗллелнӗскер вӑл — чуна пушшех те тӑвӑнчӑк кӗртсе — кумать, хӗвӗшет, пӗтӗрӗнет ирхи тӑнӑҫлӑхра, хут-купӑс хуҫин нимпе лӑплантарсан та лӑпланайми хуйхи-хыпӑнчӑкӗ пирки анлӑн та ҫилӗллӗн калать.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫутӑлас умӗнхи урама ҫуйхантарса, каллех вӗҫет, каллех вӑйкӑна-вӑйкӑна хӑпарса, каллех юр капламӗсемпе кӗрт хӳттисене лӑпчӑна-лӑпчӑна выртать ҫак тунсӑхлӑ, ҫак шухӑшлӑ-шухӑшлӑ юрӑ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫичӗ ютра сар хӗр тупса илсессӗн, Пырса курӑр пирӗн пата, тӑвансем…
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ирӗксӗрех каяс пулать ют яла Ҫичӗ ютра сар хӗр тупса илмешкӗн.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Урам варринче ҫӑка шӑтса ӳсейрес ҫук, Анне мана сар хӗр илсе парайрас ҫук.