Çĕннисем
— Мӗн эс мана, Иван пичче, ирӗксӗрлех кӗрӳ тӑвасшӑн?
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Чим-ха, Иван пичче, чим, — Иван Гавриловича тарӑхтарса картаранах кӑларса ярасшӑн арасланать-мӗн Виталий: йӗплемӗшпе тирет те тирет, сӑпайне-чиперне те уямасть.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Йӗкӗте татах та каласа хӑртма, ват пек йӳҫӗ сӑмахсемпе ӑшалантарма кӑмӑлӗ пурччӗ пулмалла та хаяр старикӗн — паҫӑрхи пекех аллине лаш сулчӗ те вӑл каллех хӑй ӑссӗн тем шухӑшлама тытӑнчӗ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ял намӑсӗ!..
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫапла, судах пама тивет сана, кӗҫҫе пите…
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хура юн иккен эсӗ, шӑллӑм, акӑ кам…
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Куртӑм, пӗлтӗм ӑщчикӳ мӗнле иккеннине…
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Халь калаҫрӑм ӗнтӗ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тахҫанах калаҫасшӑнччӗ те санпа кун пирки — тупаймарӑм майлӑ самант!
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хывӑх!..

Пуш параппан…
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫил авӑртмалли ҫиларманьҫеҫ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫапла, кӗрӳ тумалли ҫын мар эс, шӑллӑм.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чавсу ҫывӑх пулӗ те — ҫыртаймӑн…
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Выртса та макӑрӑн-ха, ак, кайран.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пастай-ха, эп сана, пастай!
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ак, кур ӗнтӗ халь — ик айкки те тӑвайкки!..
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сансӑр пуҫне урӑх сӳсленчӗк тупаймӑп тенӗ-ши, екким романч!
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӗсӗр тенӗ-ши Анат Сӑрмӑшпа Тури Сӑрмӑша.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Нини те, чӗн чӑпӑркка тивменӗ, ҫӗрте йӑваланана!