Çĕннисем
Сисет, туять пулин те ку этем хӑйӗн чӑн-чӑн ашшӗ иккенне, ӑна курайманлӑх туйӑмӗ унра куллен-кунах йӳҫсе, тӑвӑлса, хӑпарса пырать.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Килӗштермест ку этеме Виталий.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чул пӳрте кӗнӗ-тухнӑ тӗлсенче лешӗ ун еннелле епле пӑхать куҫ шуррине ҫавӑрттарса, тапӑнас вӑкӑрла…
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Иҫмасса, Виталие те сӑмахламалли ҫын вырӑнне хумасть вӗт-ха вӑл.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ну, Турчӑка Кули йӑваш, хирӗҫ чӗнеймест, чӑтать, тейӗпӗр.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Турчӑка Кули мар, вӑл, тейӗн, ку килте хуҫа.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫиет, ӗҫет — ӗнсине хулӑмлантарать, урлӑ выртана вара тӑрӑх та ҫавӑрса хумасть.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӗскен каласан, Турчӑкасен килӗнче курортри евӗр ырӑ курать Бонапарт.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Калориллӗ апата пехленӗ май вара каҫунккана татти-сыпписӗр ҫӑтать те ҫӑтать.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сӗчӗ-и, хӑйми-и, ашӗ-и, шӑрттанӗ-и е ҫавӑн йышши тата техӗмлӗ тем-тем-и — пӗтӗрет те пӗтӗрет, явать те явать леш хайхискер.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Бонапарт тавра кӑлӑк чӑххилле кускаласа ҫӳрени, чӑн та, пӗр те пӗр тесен, хӑйӗн ӗмӗрхи йӑли-пӑли тесен, тарамччӗ хӑть; вӑт, эккей, ку кӑна ҫитмест, килте-ҫуртра ҫимелли-ӗҫмелли мӗн тутли, мӗн лайӑххи пур — пӗтӗмпех ун умне кӑлара-кӑлара хурать.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Утмасть, вӗҫнӗ пек ҫӳрет амӑшӗ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Амӑшне, ытти чухне те вӑр-варскерне, чул пӳртре Бонапарт йӑва ҫавӑрнӑранпа, пушшех те мӑшӑр ҫунат хушӑннӑ, тейӗн.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Амӑшӗ каламасть, ӑшӗнче вӑрттӑн пытарса усрать пулин те, ҫапла: ку кӑтра пуҫлӑ этем — Виталий ашшӗ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эппин-тӗк — Виталин чӑн-чӑн ашшӗ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Леш, ҫутӑ кӗртсе ҫӳрекенни.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Паллӑ, амӑшӗшӗн кура тӑран ҫын ҫеҫ мар ку арҫын, тем тесен те, унӑн тахҫанхи ерӗшки.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Каҫать те, тем вӑхӑт унта ҫухалса тӑнӑ хыҫҫӑн, хӑйма вӑрлама вӗреннӗ кушакла, йывӑҫ пӳрте, упӑшки ҫумне, каялла йӑпӑртатать.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ахӑр, Виталий сиснӗ тӑрӑх, ывӑлӗпе упӑшки йывӑҫ пӳртре ҫывӑрса кайсан, чул пӳрте, леш арҫын патне, йӑпӑртатса каҫать Хвеччис каҫ-каҫ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унчченрех, ку арҫын килсе кӗриччен, упӑшкине, Турчӑка Кулине, кӑшт-кашт ҫын картине кӗртем евӗр тӑватчӗ-тӗк Виталий амӑшӗ, халь, ку арҫын килсе кӗнӗренпе, те пур уншӑн упӑшки, те ҫук: пач хисепсӗре тухрӗ Турчӑка Кули.