Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ку хутӗнче ӑна Андрей Васильевич А. Василевский маршалӑн «Пӗтӗм пурнӑҫ ӗҫӗ» мемуарӗсене парса савӑнтарчӗ.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑл, вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗ витӗр тухнӑскер, ҫар ҫыннисен асаилӗвӗсене вулама юратать.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кузьма Афанасьевичӑн пӗр питех те килӗштермелли кӑсӑкӗ пур.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чӗнессе чӗнтӗм хам сире, мӗн тума чӗннине вара — маннӑ.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Чим-ха, эпӗ сире кӗнеке парса яма пулнӑччӗ-ҫке — ҫамкине сылтӑм алӑ тупанӗпе ҫат ҫапса илчӗ Кузьма Афанасьевича ӑсатма алӑк урати патнех ҫитнӗ Андрей Васильевич, — Вӑт пуҫ!

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Уттарам-ха, эппин, килтисем те ҫӳхатсах ячӗҫ пуль, мана, так, сначӑт…

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— У-у-у, калаҫсан — каҫченех, тесе ахальтен каламаҫҫӗ иккен, сисмӗн те — сехет ытла ларнӑ-мӑн эпӗ кунта.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Те Кронид Евграфович кӑмӑлне ларайманранах ҫапла пулса пычӗ вӗсен? — алӑ сехечӗ ҫине пӑхса илчӗ те ватӑ учитель хӑпӑл-хапӑлах пуҫтарӑнма тытӑнчӗ.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗр ҫул, икӗ ҫул майлӑ пурӑнкалаҫҫӗ те туртисене каялла ҫавӑраҫҫӗ, тӗпленсе ӗҫлеме хал ҫитереймеҫҫӗ.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Миҫен киле-киле пикенсе пӑхмарӗҫ пуль.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эпир, ав, ку ялсем, ӗмӗр тӑршшипех кунта, темелле.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗнле калас, ан кӳренӗр те, йывӑрлӑхсенчен хӑратӑр, так, сначӑт.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Эсир вӗт, ҫамрӑксем, вӗҫен кайӑкла, килетӗр те каятӑр.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ара-а, тем пекехчӗ те сӑмахӑр тӗле килсен, так, сначӑт, — ҫамрӑк учитель каланине ӗненменнӗн, хӑлхи хыҫне хыҫанҫи турӗ Кузьма Афанасьевич.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ялӗ — хитре, ҫыннисем — лайӑх.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чӑнахах та ҫапла.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Тен, ман тӗпленсех пурӑнас килет-ха Анат Сӑрмӑшпа Тури Сӑрмӑшра.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ну, Кузьма Афанасьевич, ма апла хӑвӑртах хӑвалатӑр эсир мана ку ялтан? — куҫӗнчи хӗлхемӗсене ҫиҫкӗнтерсе, тӑруках кӑмӑллӑн кулса ячӗ Андрей Васильевич.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ах, питӗ килӗштертӗмӗр сире, Андрей Васильевич, питӗ килӗштертӗмӗр…

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗтеҫҫӗ, тетӗр вӗт-ха унта хӑвӑра?

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех