Çĕннисем
Эпӗ ӑна ни тӗкӗнместӗп, ни усал тӑвас тесе хыпӑвса-тӑвӑлса ҫӳреместӗп.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӑҫтан пӗр этемре ҫавӑн чухлӗ йӳҫек?
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сисетӗп — такӑнам кӑна эпӗ пурнӑҫра, вӑл вара мана лаплаттарсах ҫапса ӳкерме хатӗр.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑл эпӗ пуҫ пӗкессе, авӑнарах ҫӳрессе кӗтнӗччӗ пулӗ те ӗнтӗ, хӑвӑр калашле, ав, Кузьма Афанасьевич, ҫапа пӗлмен пушши хӑйнех ҫаврӑнса чашлаттарчӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ну-и этем!

Малтан ятне пылчӑкпа варалас, унтан, чысне-сумне тикӗтлесен, ӗҫне кӑлтӑклас-пӑвӑртас тесе хӑтланчӗ вӗт-ха ҫавна Корнид Евграфович.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Меслечӗ, меслечӗ тата хӑҫанхи, эх!
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Вӑт, иртрӗ педсовет…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Самайран, шухӑш ҫиппи сыпӑннӑн туйӑнсан, шарлаклӑ шыв юххи пек чармавсене тӑрӑна-тӑрӑна, каллех малалла пӗтӗрме-йӑлмаклама тытӑнчӗ вӑл сӑмах кал-калне.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
О-хо-хой… — кӑкӑр тӗпӗпе ассӑн сывласа ячӗ те Андрей Васильевич самантлӑха шӑп пулса ларчӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чӑн та, юрать-и вара ҫакнашкал тасаран та таса ӗҫе шӑли-вали тума?
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эпир вӗт ҫӗнӗ обществӑн ыранӗнче вӑй хумалли ҫынсене килпетлетпӗр, эппин-тӗк, пул чуну-чӗрӳпе таса, эппин-тӗк, ҫутат ҫутанчӑк кӑмӑлупа яш-кӗрӗм кунҫулне, эппин-тӗк, ак ҫамрӑклӑх уйне парка пӗрчӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эпир вара акасса та хӑшӗ-хӑшӗ лӑппи-лаппи кӑна акатпӑр-ха, хамӑра малашлӑх тиенӗ калама ҫук йывӑр ҫӗклемӗн вышкайсӑр пысӑк пӗлтерӗшне чӑн-чӑннипе чӗре ҫывӑхне илейместпӗр.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗлетпӗр-ҫке авалтан-авалтан тӗрӗсленнӗ чӑнлӑха: мӗн акатӑн — ҫавӑ шӑтать тенине.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗр ҫултан е икӗ ҫултан такӑнчӗ-тӗк эсӗ пӗлӳ парса кӑларса янӑ ача, апла-тӑк эсӗ асӑрхасах ҫитереймен умри темӗскерне, апла-тӑк никамра та мар, сирӗнте, манра, тепринче шырамалла ҫав кӑлтӑкӑн тымарне.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫавӑншӑн шӑп та лӑп учительсем айӑплӑ пулма пултарасса — шута та илместпӗр.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ку инкеклӗ, тепри инкеклӗ пулчӗ тетпӗр вара кайран-кайран, лешсем аттестат илнӗ хыҫҫӑн чылайран-чылайран хамӑра мар, вӗсене айӑпланҫи тӑватпӑр.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Енчен те эпир, учительсем, шкул ачин ӗненӳллӗ пуҫне-мимине, хамӑр тимсӗрлӗхе пула, ылтӑн вӑрлӑх вырӑнне мӑянлӑ-мӗнлӗ начаркка анчах акаятпӑр-тӑк, ӑҫтан каш-каш тырпул ҫитӗнессе кӗтмелли пур ӗнтӗ?
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ку чухнехи учитель вӑл — ҫитӗнсе пыракан ӑрӑва пӗлӳ паракӑн ҫеҫ мар, вӑл — хӑйӗн мораллӗ сӑн-сӑпачӗпе ачасене хавхалантаракан та, хӑйӗн таса чун-чӗрипе ырра, авана вӗрентекен те.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Ҫапла, кансӗр халь учитель пулма, Кузьма Афанасьевич, ай-яй кансӗр.