Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Христина, савнийӗнчен хӑпса, тӳрленсе ларчӗ, питҫӑмартийӗ тӑрӑх йӑлтӑртатакан чӗлтӗр-чӗлтӗр куҫҫульне сылтӑм алӑ тӳрчӗпе сисӗнкӗсӗр шӑла-шӑла типӗтме тытӑнчӗ.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вуласа тухрӑм та… —

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑпӑл-хапӑлах вуласа тухрӑм эпӗ ӑна.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ҫитрӗм Шупашкара, кӗтӗм хамӑр ҫурта, пӑхрӑм пуштӑ ещӗкне — унта, хаҫатсемпе пӗрле, ҫыру.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чӑн, Хреҫҫи мар пулӗ эсӗ, ылтӑн чӑмакки, акӑш тӗкӗ, тӗлӗкри тӗлӗнтермӗш.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗтмен, шухӑшламан ҫӗртен, сасартӑк!

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шарт тӗлӗнмелле, шарт хытса каймалла!

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫакҫӳҫ, ҫак кӗлетке, ҫак эсӗ…

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӗненессӗм те килмест.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Хреҫҫи, нивушлӗ эсех-и вара ку, ытамӑмри этемӗм?

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӳр-ха, сир-ха аллусене, курам санӑн йӑлтӑр-йӑлтӑр куллуна, савам савма ӗмӗтленмен питне-куҫне, — хыпӑнчӑклӑн сӑмахла-сӑмахла Христинӑна йӑпатать йӗкӗт.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Куҫҫульпе йӗпенсе лармалла-и пирӗн халь?

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Лӑплан-ха эсӗ, Хреҫҫиӗм, лӑплан.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Андрей хӑй еннелле туртӑнакан хӗре ҫурӑмӗнчен ҫупӑрласа кӑкӑрӗ ҫумне сӗвентерчӗ те, калаҫа-калаҫа, ӑна пуҫӗнчен лӑпкама-ачашлама тапратрӗ.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Мӗнешкел тӑнсӑр пулнӑ иккен эпӗ, мӗнешкел тӑнсӑр…

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Андрей, Андрюшенька, тӑванӑм… эпӗ ҫав тери, ҫав тери ывӑнса ҫитрӗм сансӑр, — куҫҫуль витӗр пӑшӑлтатрӗ унӑн тути.

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӗр, капла калама хӑю ҫитернипе, тӗмпӗл-л хӗрелсе кайрӗ те тӑрук сасӑпах макӑрса ячӗ:

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эпӗ, эпӗ килӗшетӗп сан мӑшӑру пулма…

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сивӗнмерӗн-и мӑшӑр тума картса хунӑ Хреҫҫийӳнтен?

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Кала, Андрей, юрататӑн-и эсӗ мана унчченхи пекех, ҫулталӑк каяллахи пекех?

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех