Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫакӑн пек пулӑшусенчен пӗри ку вӑл грантсем.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Ялта пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантармалли, ял ҫыннисене патшалӑх тӗлӗшӗнчен пулӑшмалли тӗрлӗ мерӑсем тӑтӑшах вӑя кӗреҫҫӗ, ҫӗнелсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

«Чӑваш Енри аграри секторӗн аталанӑвӗн тӗп факторӗ – ялта фермерсен ӗҫне аталантарасси. Ҫавна май ҫынсене ӗҫ вырӑнӗсемпе тивӗҫтерес, ялта ӗҫлесе пурӑнма илӗртес, ҫемье институтне ҫирӗплетес ыйтусене те татса пама пулать», - тенӗ хӑйӗн сӑмахӗнче ЧР ял хуҫалӑх министрӗ С. Артамонов.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Агропромышленноҫ комплексӗ район экономикин тӗп секторӗ, ҫавӑнпа та унӑн тухӑҫлӑхӗнчен районти социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвӗн ҫирӗплӗхӗ те килет.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Пӗтӗмлетсе ҫапла калас килет: ялсенче, ял хуҫалӑх ӗҫӗнче ҫакӑн пек ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ, мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑксем пулсан пуласлӑхалла шанчӑклӑн тинкерме сӑлтавӗ пурах.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Ытти вара Турӑ аллинче», — тет Александр Николаевич.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Ҫапла майӗпен-майӗпен хуҫалӑха аталантарса пырассишӗн ӗҫлетпӗр, хамӑр енчен мӗн килнине пӗтӗмпех пурнӑҫлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

«Кӑҫал арккӑллӑ склад та туса лартасшӑн-ха эпир, ун валли кӑшкарне туянса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Унсӑр пуҫне ытти техника та пур: комбайн та, тракторсем те (вӗсенчен пӗрне, Т-150 текеннине, хӑйсен вӑйӗпе пуҫтарнӑ), сеялка, культиватор, каток тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Техника тенӗрен, патшалӑх пулӑшӑвӗпе, субсиди мелӗпе, усӑ курса хуҫалӑхра нумай пулмасть МТЗ-82 трактор туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Ҫунтармалли-сӗрмелли материалсене кирлӗ чухлӗ туянса хунӑ, ял хуҫалӑх техники те уй-хире тухма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Кунта Александр Николаевича унӑн ашшӗ Николай Вениаминович тата ашшӗн шӑллӗ Сергей Вениаминович пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Хальхи вӑхӑтра тӗштырӑ вӑрлӑхне кондицие ҫитерессипе ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Ҫураки вӑхӑчӗ ҫывхарса пынӑ май Александр Николаевичӑн хуҫалӑхӗнче те яваплӑ тапхӑра хатӗрленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Сӑмахран, ҫӗрулми вӑрлӑхӗ упранакан вырӑнта климат-контроль тытӑмӗпе усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Вӑрлӑхсене упрама ятарлӑ склад пур, унта мӗнпур условисемпе тивӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Палӑртса хӑвармалла, «Дмитриев А.Н.» хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче тӗштырӑ вӑрлӑхӗ те, ҫӗрулми вӑрлӑхӗ те хӑйсен, ют ҫӗртен туянса тӑкакланмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Кӑҫал ҫӗрулмине 20-25 гектартан кая мар лартса хӑварма планлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Тӗрлӗ сортлисене лартаҫҫӗ: «Жуковский», «Королева Анна», «Коломбо», «Удача».

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Унсӑр пуҫне хуҫалӑхра ҫӗрулми те ҫитӗнтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех