Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Шупашкарти «СУ-21» тулли мар яваплӑ общество подрядлӑ организаци представителӗ палӑртнӑ тӑрӑх, пур ӗҫсен 50 процентне пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Шалти ӗҫсем те пыраҫҫӗ: урайне сараҫҫӗ, стенасене тимӗр профлистасем ҫыпӑҫтараҫҫӗ, тӳпесене тӳрлетсе якатнӑ хыҫҫӑн латекслӑ сӑрӑпа сӑрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Кунта хальхи вӑхӑтра ҫуртӑн тӑррине улӑштарнӑ, ҫӗнӗ чӳрече блокӗсем лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Яваплӑ ҫынсене кунти лару-тӑрупа «Зеленая долина» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн председателӗ С. Михайлов хӑй паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Иртнӗ кунсенче райадминистраци пуҫлӑхӗ Д.Иванов, унӑн заместителӗ — ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн начальникӗ Н.Николаев, Вӑрмар хула тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Петров, Выльӑх-чӗрлӗх чирӗсемпе кӗрешекен Вӑрмарти станци начальникӗ В.Александров пулас сӗт заводӗнчи юсав ӗҫӗсемпе паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Пӗлтӗр грант ҫӗнсе илнӗ, кӑҫал вара, февраль уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче, объектра палӑртнинчен чылай малтан юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

«Производство пӳлӗмӗсене пурне те тӗпрен юсатпӑр, планпа палӑртнӑ тӑрӑх пулса пырсан Вӑрмар районӗнче сӗт-ҫу заводне хута ярас тетпӗр. Сӗте хамӑр районти, тен, ытти районсенчи фермерсенчен те туянӑпӑр. Малтанлӑха 15-20 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме палӑртатпӑр», - тенӗ хӑйӗн сӑмахӗнче кооператив председателӗ Сергей Вячеславович Михайлов.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Грант пулӑшӑвӗпе, хӑйсен укҫи-тенкипе кооператив малтанхи Вӑрмарти ҫӑкӑр завочӗн мӗнпур пурлӑхне 5,9 миллион тенкӗлӗх туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

«Зеленая долина» кооператив 2020 ҫулхи март уйӑхӗнче регистрациленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Ҫавӑн пекех иртнӗ ҫул пурлӑхпа техника базине аталантарма «Зеленая долина» ял хуҫалӑх потребительство кооперативне сӗте тирпейлемелли производствӑна хута яма 38,2 миллион тенкӗлӗх грант пулӑшӑвӗ панӑ.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Вӗсенчен иккӗшӗ пӗлтӗр сыр производствине хута ярассипе 9,2 миллионшар тенкӗлӗх «Перспектива» грант ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

2021 ҫулта 8 хресчен-фермер хуҫалӑхӗ йӗркеленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Вӑрмар районӗнче паянхи кун 10 ял хуҫалӑх предприятийӗ, 78 хресчен-фермер хуҫалӑхӗ, 2 ял хуҫалӑх потребительство кооперативӗ, 4 ҫемье ферми, 10 541 уйрӑм хушма хуҫалӑх.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Вӑрмарта сӗт-ҫу завочӗ хута кайӗ

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Ҫак вӑхӑтранпа Вӑрмар районӗнчи 23 фермер грант пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

ЧР Ял хуҫалӑх министерстви грант парса пулӑшу кӳреси 2012 ҫултанпа пырать.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Ӑна производствӑра явӑҫтарса 1545 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2012-2021 ҫулсенче выльӑх пӑхакан ҫемье фермисем — 93, 2012-2020 ҫулсенче ӗҫ пуҫаракан фермерсем – 343, 2016-2021 ҫулсенче ял хуҫалӑхӗнчи потребительсен кооперативӗсем – 16, 2019-2021 ҫулсенче «Агростартап» программӑпа — 51, 2021 ҫулта «Перспективӑпа» 21 грант (пӗтӗмпе 2 миллиард тенкӗлӗх) илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Республикӑра, ҫав шутра Вӑрмар районӗнче те, «Агростартап», «Ҫемье ферми», «Агропрогресс», «Перспектива» грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Ӗҫ-пуҫ калӑпӑшне кура вӗсен суммисем, ячӗсем расна.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех