Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Уйрӑм ҫын предприниматель пулас, хресчен (фермер) хуҫалӑхне пуҫарса ярас, хӑйсем тӗллӗн ӗҫлеме пуҫлас (самозанятый) текенсем те адреслӑ социаллӑ пулӑшупа усӑ курма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ контракт йывӑрлӑхран тухма май парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9097-sotsial ... -maj-parat

Ӗҫ шыракансене тӑватӑ уйӑх хушши кашни уйӑхра 11 724 тенкӗ тӳлесе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ контракт йывӑрлӑхран тухма май парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9097-sotsial ... -maj-parat

Социаллӑ контрактпа килӗшӳллӗн кӳрекен пулӑшу енӗсенчен пӗри вӑл — ӗҫ тупма пулӑшасси.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ контракт йывӑрлӑхран тухма май парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9097-sotsial ... -maj-parat

Пулӑшӑва тивӗҫекенсен вара хӑйсем ҫине уйрӑм обязательство илмелле, тӗслӗхрен, ҫӗнӗрен вӗренме каймалла, ӗҫе вырнаҫмалла, хӑйсен ӗҫне аталантармалла.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ контракт йывӑрлӑхран тухма май парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9097-sotsial ... -maj-parat

Ҫак килӗшӳ тӑрӑх халӑха социаллӑ хӳтлӗхпе тивӗҫтерекен орган ҫынсене социаллӑ пулӑшу кӳрет (ҫав шутра укҫан е кирлӗ таварпа).

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ контракт йывӑрлӑхран тухма май парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9097-sotsial ... -maj-parat

«Социаллӑ контракт — халӑха социаллӑ хӳтлӗхпе тивӗҫтерекен органсем тата РФ субъекчӗсенче палӑртнӑ пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫерен сахалтарах тупӑшлӑ граждансемпе ҫемьесем хушшинче тунӑ килӗшӳ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ контракт йывӑрлӑхран тухма май парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9097-sotsial ... -maj-parat

Ҫакӑн пирки тӗплӗнрех ӑнлантарса пама ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх Министерствин «Социаллӑ пулӑшу кӳрекен Центр» хысна учрежденийӗн Вӑрмар районӗнчи халӑха социаллӑ хӳтлӗхпе тивӗҫтерекен уйрӑмӗн начальникӗнчен Татьяна Геннадьевна Семеновӑран ыйтрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ контракт йывӑрлӑхран тухма май парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9097-sotsial ... -maj-parat

Вӑхӑтлӑх йывӑрлӑхсенчен тухма май паракан социаллӑ пулӑшу мерисенчен пӗри вӑл — социаллӑ контракт.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ контракт йывӑрлӑхран тухма май парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9097-sotsial ... -maj-parat

Пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ ҫынсене патшалӑх тивӗҫтерекен пулӑшусемпе майсем пирки пурте пӗлсех каймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ контракт йывӑрлӑхран тухма май парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9097-sotsial ... -maj-parat

К.ПУДРИКОВА, Вӑрмарти Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн директорӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн // К.ПУДРИКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9098-ul-j-r- ... -rl-khsh-n

Ҫак акци ачасене хӑйсем пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тунине туйма май пачӗ, вӗсем те ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн тӳпе хывнишӗн савӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн // К.ПУДРИКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9098-ul-j-r- ... -rl-khsh-n

Водительсем ачасене ӑнлануллӑн йышӑнчӗҫ, ҫул ҫинче ҫав тери асӑрхануллӑ пуласса шантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн // К.ПУДРИКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9098-ul-j-r- ... -rl-khsh-n

Патшалӑх автоинспекци инспекторӗ водительсене ҫак кун асӑрхаттарма, тӗрӗслеме е штрафлама мар, ачасем вӗсене ҫыру тыттарччӑр тесе чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн // К.ПУДРИКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9098-ul-j-r- ... -rl-khsh-n

Акцие ирттерме суйласа илнӗ урама ҫак кун водительсемпе ачасен хаваслӑ кулли илемлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн // К.ПУДРИКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9098-ul-j-r- ... -rl-khsh-n

Уйрӑмах шкул ҫывӑхӗнче иртсе кайнӑ чухне асӑрхануллӑ пулмалла тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн // К.ПУДРИКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9098-ul-j-r- ... -rl-khsh-n

Хӑйсен ҫырӑвӗсенче ачасем водительсене ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнма, автомашина рулӗ умӗнче ларнӑ вӑхӑтра телефонпа калаҫмалла мар, хӑвӑртлӑха ӳстермелле мар тесе ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн // К.ПУДРИКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9098-ul-j-r- ... -rl-khsh-n

«Пирӗн атте-анне ҫул ҫинче инкек пуласран ан пӑшӑрхантӑр тетпӗр эпир ирпе шкула тухса кайсан, каялла таврӑннӑ чухне. Хисеплӗ водитель, сана та килте ҫывӑх ҫынсем кӗтнине ан ман», - ҫакӑн евӗрлӗ ҫырнӑ акцие хутшӑнакансем водителе адресланӑ ҫырура.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн // К.ПУДРИКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9098-ul-j-r- ... -rl-khsh-n

Ҫак урамра вӗсем автомобилистсене районти вӗрентӳ учрежденийӗсенчи ачасем ҫырнӑ ҫырусене тыттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн // К.ПУДРИКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9098-ul-j-r- ... -rl-khsh-n

Акцие хутшӑнакансем Вӑрмар поселокӗнчи автотранспорт, ҫынсем нумай ҫӳрекен урама суйласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн // К.ПУДРИКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9098-ul-j-r- ... -rl-khsh-n

Ҫул-йӗр ҫинчи транспортпа ҫыхӑннӑ хӑрушлӑхсенчен асӑрханассине профилактикӑлассипе, водительсен культурине ӳстерес тӗллевпе Вӑрмарти Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн ӗҫченӗсем, РФ ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрӑмӗн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн начальникӗ Е.Георгиев, Г.Е.Егоров ячӗллӗ Вӑрмарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 7 «А» класра вӗренекенсемпе вӗсен класс руководителӗ Е.Васильева — пурте пӗрле «Водителе ҫыру» («Письмо водителю») акци йӗркелесе ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн // К.ПУДРИКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9098-ul-j-r- ... -rl-khsh-n

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех