Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Халӑхпа пӗрле вӑл та хӗвел анса тӗттӗм пуличчен йӗтем ҫинче ыттисемпе танах ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Ӗнер ял ҫыннисем васкасах авӑн ҫапса пӗтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Унӑн пуҫне шухӑш хыҫҫӑн шухӑш пырса кӗре пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Халех тӑрсан нимех те тӑвас ҫуккипе, вӑл тепӗр ыйхӑ ҫывӑрса илме шутларӗ, чылайччен куҫӗсене хупса выртрӗ, анчах тек ҫывӑрасси пулмарӗ — ыйхи ярах уҫӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Тул та ҫутӑлманччӗ-ха, кӑштах кӑвак ҫутӑ ҫапма пуҫланӑччӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Яланхи пекех, Матӗрне инке паян питӗ ир вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Ахальтен мар халӑхра ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын пуласси // Любовь Федорова. Любовь Фёдорова. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 17 с.

Волейбол секцине ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Ҫын пуласси // Любовь Федорова. Любовь Фёдорова. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 17 с.

Физикӑпа математикӑна юратнисӗр пуҫне шахматла выляма ӑста.

Куҫарса пулӑш

Ҫын пуласси // Любовь Федорова. Любовь Фёдорова. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 17 с.

Валера та, пиччӗшӗ пекех, шкулта «4» тата «5» паллӑсемпе вӗренет.

Куҫарса пулӑш

Ҫын пуласси // Любовь Федорова. Любовь Фёдорова. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 17 с.

Пулас геолог спортра та пысӑк ҫитӗнӳсем турӗ: тӗрлӗ ӑмӑртусенче пӗрремӗш вырӑнсем йышӑнчӗ, Хусанти спартакиадӑра тӗнчери чи вӑйлӑ спортсмен ятне илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын пуласси // Любовь Федорова. Любовь Фёдорова. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 17 с.

Валера пиччӗшӗ шкула ылтӑн медальпе пӗтерчӗ те Мускаври Ломоносов ячӗллӗ университета вӗренме кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын пуласси // Любовь Федорова. Любовь Фёдорова. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 17 с.

Кунта асӑннӑ профиле еплерех йӗркелесе тӑнипе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алла Салаева паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Шурӑ Шупашкарӑмӑр Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлавӗн организацийӗн Европӑри регион бюровӗн «Сывӑ хуласем» проектне 10 ҫул каяллах хутшӑнма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Министр шухӑшӗпе, ГТО - ятарласа палӑртнӑ тӗллев мар, унӑн тӗрӗслевӗ витӗр тухса ҫынсен хӑйсен пултарулӑхне хакламалла, ҫапла вара физкультурӑпа туслашса харпӑрхӑй сывлӑхӗшӗн тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Тест программисем валли оборудовани туянма тытӑннӑ, тӗрӗслеве ирттерме хатӗр, анчах норматива тултарнӑ хастарсене чыслама кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑсене илсе килмен-ха.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

ГТО комплексне илес-тӗк, ку енӗпе те ӗҫсем кал-кал пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан тата аслӑ шкулсенче вара вӗсен ӗҫне коммерциллӗ майпа йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Ҫавӑн пекех ял-хулари шкулсенчи залсен алӑкӗсем те ҫав тӑрӑхри халӑхшӑн уҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Хальхи вӑхӑтра ҫывӑхри - нумай хваттерлӗ ҫурт картишӗнчи - спорт лапамӗсем хисепре, вӗсемпе кашниех усӑ курма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех