Çĕннисем
Ула Тимӗр пат чарӑнчӗ те, йӗнчесе, шалкӑм ҫапнӑ пек, шанк хытса тӑчӗ, чӗри шатӑр-шатӑр сиввӗн пӑчӑртанса-хӗсӗнсе илчӗ, чӗрен ҫыххи татӑлсах кайрӗ, тейӗн, куҫӗ тӗтреленсе килчӗ, урисем, ваткӑланса, лӗнчӗрех кайрӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Каччи яштака, кӳлемлӗ, кӗреш, хура ҫӳҫӗ кӑтра, салтак тумӗпе.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫавах, ҫавах!

Ак, ак, ӗнтӗ каллех Ула Тимӗре ток пек чӗтретсе илет, пуҫне тутлӑн-тутлӑн ӳсӗртсе ҫавӑрса ярать унӑн илӗртӳлӗхӗ!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫав пирӗштиех!

Тӗксӗмрех кӑвак кофтӑпа, хура юбкӑпа, хӑмӑр туфлипе, ҫара пуҫӑн, ҫӳҫне кӗске кастарнӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр хӗрне тимлесерех пӑхрӗ те — Полина иккен!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗррехинче, лекцисем хушшинчи тӑхтав вӑхӑтӗнче, пыратчӗ-ха вӑл (шевиотран ҫӗленӗ вӗр-ҫӗнӗ хура костюмпа, кочегарта ӗҫлесе илнӗ укҫапа туяннӑскерпе; шап-шурӑ кӗпепе, уринче йӑлтӑртатакан хура туфли) ӗҫлӗн, сумлӑн вашлаттарса виҫҫӗмӗш этажри коридорпа тӗркӗнсе, сӗрӗлтетсе кӗшӗлтетекен студентсен хушшипе, темле майпа ун куҫне чӳрече янахӗ умӗнче пите-питӗн «ирӗлсе», халапланса тӑракан хӗрпе каччӑ ӗлки сӗртӗнсе илчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Института (ӗнтӗ иккӗмӗш курса) вӗренӳ ҫулӗ пуҫлансан тин таврӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Икӗ уйӑх сипленчӗ каччӑ пушкӑрт ҫӗрӗнче, пӑртак вӑй-халланчӗ, тикӗсленчӗ, кӗлеткине чух кӗрнеклетрӗ, ӳт йывӑрӑшне те хушрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗрремӗш курс пӗтерсен, институт профкомӗ Ула Тимӗре сывлӑхне тӑнтӑнлатма санаторие кайма путевка уйӑрса пачӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр вара хӑйӗн аса илӗвӗн юпаллӑ ҫулӗ тӑрӑх малалла танккарӗ…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, вӑл, пӑшлатса-йӑслатса, тӗтӗм-сӗрӗм йӑсӑрлантаркаласа, каллех хӑйӗн «ҫамрӑклӑхне-яшлӑхне» аса илчӗ — яра пачӗ ташша, ҫӑт-ҫат ҫапӑнса, ҫӑтӑр-ҫӑтӑр явӑнса, хоп-хоп ура хуҫса (савӑнса юлтӑрах ӗнтӗ вӑй-хал тапса тӑнӑ чух этемӗнни пекех кӗске ӗмӗрӗнче!).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кӑмпаҫӑ вут «шӑл витеймен» ҫунӑксене, урипе пуҫтарса, вучах варрине тӗртсе купаларӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр ҫӳҫенсе, «явӑнкаласа»-туртӑнкаласа илчӗ (умран ӑшӑ ҫапса тӑма пӑрахнӑран-ши?), вара самант куҫне ҫивӗчлетсе ячӗ: турат-тӗрет ҫунса пӗтнине пула, уйрӑмах варринче, вучах сӳни-сӳнми ҫеҫ тӗлкӗшет иккен.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ултав вара, тем тесен те, ҫылӑхӑн пӗрремӗш алӑкӗ…»
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Кирек мӗнле сӑлтава пула тунӑ ултавӑн та ячӗ пӗрре: ултав!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тепри, тен, тӑвӑллансах ахӑлтатнӑ пулӗччӗ-и ку шульӑкла пуҫсӑрлӑха аса илсен, анчах Ула Тимӗршӗн вӑл халӗ чун уҫҫиех пулаймарӗ, пӗртте ҫӗнтерӳ салючӗ пек курӑнмарӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
…Сахал мар шыв-шур юхрӗ ӗнтӗ унтанпа…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫапла вара, чиперех ҫаврӑнчӗ, ӑнӑҫлах вӗҫленчӗ ҫамрӑксен вӑрттӑн, каварлашса туса ирттернӗ ӗҫ укҫи ҫумне сӗтев хушакан «бесплат сахӑр операцийӗ», вӗсене студент ӗмӗрӗн пӗр мӑтӑк тапхӑрне те пулин пылак апат-ҫимӗҫ тӗлӗшӗнчен юрлӑхран хӑтӑлса пурӑнма май туса пачӗ…