Çĕннисем
Чи малтанах вӗсем, пӗр-пӗрин ҫине ҫурӑмпа «пӑхса», ӑрасналла выртса тӑма тытӑнчӗҫ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Юлашки ҫулсенче вара, Ҫтаппан мучие «ури тӑрантарма» пӑрахсан, ватӑсен укҫа кӗсйисем самаях ҫӳхелсе юлсан (иккӗшӗн те ватлӑх укҫисем чи пӗчӗк виҫеллисем), юрату шерпечӗпе тивӗҫтерекен ҫӑлкуҫӗсем самаях типшӗрсен, вӗсен хушшинче час-часах сулхӑн ҫил вичкӗнленме, кӑраланма, хура кушак урлӑ-пирлӗ, каллӗ-маллӗ чупкалама пуҫларӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Чух кӑна саплашса, йӳҫлӗ-тутлӑ хире-хирӗҫ ҫитеркелесе пырсан та, пилӗк-ултӑ ҫул чиперех тӑнкӑлтатрӗҫ-ха ҫаксем пурнӑҫӑн тумхахлӑ «вак» ҫулӗпе, шӑкӑр-макӑр, анӑш-тӑнӑш сиксе тухсан та «килти ҫӳппе» ялалла вашкӑртмарӗҫ, вӑшт-вашт кӑларса сапаламарӗҫ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ҫапла Ҫтаппан мучипе Праски кинеми (ку вара, вӑйпитти, ҫырӑ сӑн-питлӗ, вӑтам пӳллӗ, тапчам хӗрарӑм, утмӑл ҫул тултарнӑскер кӑна пулнӑ-ха) ҫав пасарта пӗр-пӗринпе паллашаҫҫӗ, пӗр чӗлхе тупса, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнса пурнӑҫ тӑрлама сӑмах татаҫҫӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Эпӗ те унта юнкун йывӑҫ турасем сутма пыратӑп.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
— Антӑр эппин Т. пасарне.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
— Мӗнех, пӑхма пулать, — ҫиччӗ виҫмесӗрех касса хурать мучи.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Пӗррехинче Ҫтаппан мучие (вӑл ку тӗлелле ҫитмӗл пиллӗк ҫул урлӑ та каҫнӑ пулнӑ) катари, ют ялти «тӗтреллӗ» пӗлӗшӗ хӑйсен ялӗнче Праски ятлӑ, ывӑлӗпе кинӗ хӳтерсе кӑларса янине пула килсӗр-ҫуртсӑр ҫапкаланса-кӗленсе ҫӳрекен хӗрарӑм ҫинчен каласа парать, ҫавна арӑм — суппи ҫитсен тӗренмелли тӗрек — тума сӗнет.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ҫапла майпа, чӑх пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн сӑхсах тӑраннӑ пек, юр-вар туянмалах та, тутли-пылаккине тутанса пӑхмалӑх та услам-паришӗ пулатчӗ унӑн.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
«Апӑр-тапӑр Ҫтаппанӗ» ят та ҫав ҫулсенчех ун ҫумне ҫилӗмленсех ҫыпӑҫса юлчӗ: мучи вак-тӗвек, тарам-шарам япаласене пӗр пасарта йӳнӗрех хакпа туянатчӗ те ҫавсенех тепӗр пасарта хаклӑраххӑн ярӑнтаратчӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Сӑмах май каласан, шӑпах ҫак ҫулсенче пуҫланчӗ те ӗнтӗ Ҫтаппан колхозра ӗҫлесе пайталанма, ниепле те пурнӑҫа ӗнкӗртсе-йӳнеҫтерсе яма ҫуккине кура халӑхран татӑлса сулахай укҫа еннелле сулӑнасси.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Пӗтӗм выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ те халӗ унӑн — пӗр автан та пӗр чӑх.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Тепӗр енчен пӑхсан, ҫакӑ кил-ҫуртра тӗтӗм сӳнессин пуҫламӑшӗ мар-ши?
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Камшӑн сӳлтен кайиччен «чӑмланмалла», ал-урана суртарса муритленмелле халӗ мучин выльӑх-чӗрлӗх тытса?
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Чӑнах, пӗр енчен шутласан, нумай кирлӗ-и пӗччен хырӑма?
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ӗнине Ҫтаппан мучи, сӗт-турӑхран услам укҫипе пускилсенчен туяннипех ҫырлахӑнма тӗв тытса, Анук вербовкӑпа тухса кайсанах сутса янӑччӗ, каярахпа вара сысна та, сурӑх та ватлӑх ҫӗнейми хӗнлӗхе ҫаврӑнчӗҫ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Анчах чӑкӑртӑш, шакӑрчаллӑ, тӗнккес, никрес, икӗ питлӗ Ҫтаппана — «тимӗр пӑрҫана», унӑн юман чукмар пек алли час-часах пуҫран ҫӳлерех ывӑтӑна-ывӑтӑна хӑпарнине, хӗрарӑмсене ӗнсисем хыҫне йӑва ҫавӑрнӑ шуйттансенчен ытла та чурӑссӑн, мурлансах тасатнине пӗлсе, ялта ун ҫумне яланлӑха тӗршӗнесшӗн, унпа пурнӑҫа пӗрле ҫавӑрасшӑн ҫунакан инкесемех е «пиҫсе ҫитнӗ, анчах татӑлмасӑр юлнӑ ҫырласем» — хӗрсем — «парка ӳснӗ ӗшнере» те тупӑнман.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ахаль мар пулӗ ӗнтӗ хӑрах ҫыннӑн утти те вӑрах, теҫҫӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Алӑк умне хура кӗркуннехи ватлӑхах кӗштӗртетсе ҫитсе тӑрсан, вӑй-халтан чакса пыракан арҫынна ҫемье ҫавӑрма хӗрарӑмпа вырӑн ҫинче артакланасси ҫеҫ мар, хуҫалӑха тӑн-тӑн тытса пыма тӗреклӗрех вӑй-хал та, ӗҫ алли те ҫитменни те хистенӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Вӑйламасах мар пулин те, анчах ҫирӗп сывлӑхлӑскер, пилӗк-ҫурӑм питтинчен аптӑраманскер, арлӑх киленӗвӗ шӑнкӑравласан, ялти тӑлӑх маткасемпе те явӑҫкаланӑ, эрех черкки ӑшне путнӑ емпӗлти хӗрарӑмсене те хӑй килӗ умӗнчен «вырӑн хӑни» тумасӑр ирттерсе яман.