Çĕннисем
Супни ҫитнипе, кутӑнла утӑмлакан кун-ҫул хӗлхемӗ тӗксӗмленсе те тӗксӗмленсе пынипе чунӗ те, вӑй-халӗ те, хухса, хавшаса, тӑллансах ларнине пула мучи хӑй пӗчченлӗхне паянхи пек нихӑҫан та туйманччӗ, сисменччӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ман!

Паян ман черет!
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Анчах ватлӑх тунсӑхӗллӗ, кичем, тӗссӗр шӑплӑха путнӑ пӳртре, стена ҫумӗнчи ҫур ӗмӗр каяллах туяннӑ тукмаклӑ сехет таклаттарнисӗр пуҫне, никам та, нимӗн те сас памарӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ас ту, паян ман черет!
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ӑҫта кайса путрӑн эс?
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Праски тетӗп!
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
— Праски-и-и!
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ҫтаппан мучи, икӗ хут инфаркт ҫапнӑкер, пӑрахнӑ ҫӗр ҫинчи типнӗ таллӑ пиҫен мамӑкӗ пек чалланнӑ, яшӑрка, кӑптӑк ҫӳҫ-сухаллӑскер, тӗп сакайӗнче кирлӗ вӑхӑтра уҫӑлтараймасӑр пахалӑхне ҫухатнӑ паранкӑ пек ҫухӑнчӑк питлӗскер, тутӑх тивнӗ тимӗр тӗслӗ, тӗрексӗрленнӗ, саланчӑк куҫӗпе маччаналла тирӗнсе, вырӑнӗ ҫинче хевтесӗррӗн ахлаткаласа, анрашса выртать, хушшӑн-хушшӑн ун ӑшчиккинчен хавшак, анчах хаяр ҫилӗ те хытнӑ, пӑвӑнчӑк сасӑпа паклата-паклата хӑпарать:
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Пуҫ тӳпинех кармашса хӑпарнӑ хӗвелӗ пӗрре, таса тӳпене ярр! ярӑнса тухсан, ӑшшӑн ҫуталса, ялтраса каять, тепре, «шур сухалсемпе» е «ҫам таткисемпе» «чапикла выляма» пуҫласан, хӗвӗшсе, хӑйӗн шуркам йӗс ҫавракипе халь-халь лап сӳнекен уҫӑ вучах пек тӗлкӗшкелет.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Тӳпе хӗвелтухӑҫ енчен уҫӑлса, тасалса килет: юмах-халапри старикӗн шур сухалӗ е купалансах ҫитӗннӗ ватӑ шурӑ сурӑх ҫӑмӗ пек пӗлӗт таткисене туйи кӗскелсех ҫитнӗ кинемин халсӑр сывлавӗ евӗр палӑри-палӑрми ҫил хӗвеланӑҫнелле ҫемҫен вӑшлата-вӑшлата хӳтерет, уфла-уфла вайкӑнтарать.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Тулта ҫӳлтен нимех те тӑкӑнмасть-ха, анчах вӗр-типӗ тесе те калаймӑн.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
«Тьав-в-в-в-в! Тьав-в-в-в-в! Тьав-в-в-в-в!» — ҫунат ҫапса чӑвлаҫҫӗ, чӑйӑлтатаҫҫӗ, чӗриклетеҫҫӗ пилеш кайӑкӗсем, шӑкӑлчисем, ҫерҫисем.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
«Тӗфим-м-м-м! Тӗфим-м-м-м! Тӗфим-м-м-м-м!» — турат ҫинчен турат ҫине сике-сике, шӗнкӗлтетеҫҫӗ, чӗвӗлтетеҫҫӗ уйӑпсем, ҫирӗк тӑррисем, кӑсӑясем…
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Кӗҫех вӑшӑл-вӑшӑл хӑвалӑха кунта иленнӗ яланхи вӗтӗ кайӑксем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пӑрр! пӑрр! е вӗлтӗр-вӗлтӗр-вӗлтӗр вӗҫсе-ярӑнса таврӑнни курӑнчӗ, тепӗртакран вӗсен чун уҫҫи кӗмӗл, чӗвӗл-чӗвӗл сассисем те илтӗнсе кайрӗҫ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Э-э, ку ҫу ырлӑхӗпе килленсе юлма васкаса, хуйхӑ-суйхӑ мӗнне пӗлмен, тунсӑха ҫывӑха яман шӑрчӑк хӑйӗн сӗрме купӑсӗпе шӑрантарать иккен.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ҫывӑхрах хӑчӑ-хӑчӑ-хӑчӑ-хӑчӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ав тата леш хура-симӗс нӑрӑ та «туртине каялла ҫавӑрнӑ»: хаваспах килнелле мӑкӑлтатать.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Кӑткӑсем хӑйсен ӗҫне пуҫӑнчӗҫ; кӑпшанкӑсем шуйӑх кускалаҫҫӗ, хӗвӗшеҫҫӗ; хуртсем хырӑмпа йӑнкӑлт-йӑнкӑлт шӑваҫҫӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Курӑсӑн: хӑвалӑх йӳҫек куҫҫульне вӑр-вар шӑлса типӗтрӗ, ҫӗнӗрен сӗтеке кӗнӗ пек, йӑрӑс тӳрленчӗ; суранӗсен ыратӑвне шелла ҫыртса ҫӗнсе, таптанса-аманса тӑнкӑр пулнӑ курӑк-марӑк пуҫне ҫӗклерӗ.