Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Эпӗ ӗнтӗ унпа, час-часах манпа культура паркӗсенче шашкӑ-шахмат вӑййисенче «тытӑҫаканскерпе», вуншар ҫул каяллах пӗр чӗлхеленнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Киле таврӑннӑ чух пӗр хӑрӑнчӑк урамра, калла-малла хыпӑнса кӗшӗлтетекен, перӗнсе-сӗртӗнсе иртекен ҫынсен хушшинче, кӗтмен-туман ҫӗртен ман ҫула ман ҫывӑх юлташӑн юлташӗ вӑлт пӳлсе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Культурӑпа кану паркӗнче киленсе, хама лӑш ярса ҫӳрерӗм, кунтах йӗркеленӗ шахматпа шашка турнирӗнче Чапайланса хастарлантӑм, юлашкинчен, сапӑрланса, сапӑр Атӑл ҫыранне те ҫитсе ҫаврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Тухӑҫ енчи тӑвалла пулсан та малалла, пуҫ тӳпинелле, тапаҫланакан хӗвелӗ, палӑри-палӑрмискер, куҫа пачах йӑмӑхтармасть, шартмасть.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Тӳпе талккишпех ҫӳхе, ҫурхахланнӑ, кӗвелӗк янӑ турӑх пек пӗлӗтпе «катрашкаланнӑ».

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Сулхӑнрах.

Тӑп.

Шарлаккӑн, анчах йӑпӑштӑн юхакан юханшыв пек кӗрлет, вӗлле хурчӗ пек сӗрлет хуламӑр.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ҫуллахи пӗр вырсарникун йӑкӑс, капӑр спорт костюмне тӑхӑнса ятулантӑм та, пӳртре ларса те мӑкланасран, те пӑнтӑхасран, те хытса шултӑркасран тенӗ пек, урама тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Нумай ҫаврӑнчӗ-и хура ҫӑмарта ункӑра, сахал-и, мучи тайӑла-тайӑла илчӗ те, такам ура явнӑ пек, сарӑ чечекленсе аташма пӑхакан хӑяр пултранкисем ҫине йӳнейсӗр тӳп! тӳплетсе ӳкрӗ, вара, Турӑ пӳрнӗ пурнӑҫӗн вӗҫне тухса, юлашки сывлӑшне кӑларса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ак ӗнтӗ ҫак ҫӑмарта та майӗпен мучи хӑй ӗмӗтӗнче тытса пурӑннӑ пиншак тӗслӗн шупкаланса, тӗксӗмленсе пычӗ, унтан пачах хуралса ларчӗ, юлашкинчен, ункӑ хыҫҫӑн ункӑ туса, ҫаврӑнма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ҫак тӗнчери пур япаларан ун куҫӗ умӗнчен пӗри ҫеҫ — шурӑ ҫӑмарта — ҫухалмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Сасартӑк унӑн «кӗмсӗртеттерсе уйран уҫлакан» чӗри ҫӗҫӗпе яшлаттарнӑ пек тирсе, сиввӗн ыратса кайрӗ — мучи, чарӑнса тӑрса, аллине чӗри тӗлне ярса тытрӗ, шӑлне ҫыртса, пилӗкӗнчен хуҫӑлса, питне-куҫне ытла та нушаллӑн тискерлетсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ҫилли вӗресех тӑкӑнма пуҫланипе вӑл ӗнтӗ хӑйпе хӑй те ҫавӑрса калаҫайми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ак пырать мучи арӑмӗ патнелле талпӑнса, лӑнкӑ-ланкӑ пускаласа, енчен енне сулӑнкаласа, пуҫне чӗтретсе, малалла ӳпӗнсе, ӳт-пӗвӗпе калтӑраса, хаяр ҫиллине шӑнарса, ҫитсенех арӑмне хулӑпа вӗтелентерсе «тасатма» тӗв тытса (кӗрхи шӑна хытӑ ҫыртать ҫав).

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Праски кинеми, хашкине ернӗскер, ҫакна асӑрхарӗ пулас: муттикне авринчен пӗр аллипе ярса тытса, пӑртак хал илес тенӗн, тӳрленсе тӑчӗ те упӑшкине сӑнавлӑн куҫлама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Мучи, патакне ҫатӑрласа тытса, хаяр вутлӑ куҫне тӳрех арӑмӗ ҫине тӑвӑнтарчӗ, вара, пур-ҫук вӑйне карӑнтарса, ун патнелле талтлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Эх, этем пурнӑҫӗ те ҫак ҫӑтмах сӑн-питлӗ, танлӑ, ҫураҫуллӑ чӗрӗ ҫутҫанталӑк пек пӑрӑнӑҫсӑр-мӗнсӗр, тумхахсӑр-путӑксӑр, шӑкӑр-шакӑрсӑр «юртасчӗ» те, ҫук ҫав…

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Чӑннипе, этемӗн ҫак ырлӑхран тухас та килмест, пӗтӗм чун-чӗрипе ырӑ ҫутҫанталӑка парӑнса, унра ирӗлсе ҫухалма та хатӗр вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ҫирӗктӑррипе вӗршӗн сывлӑша ҫурса, сӑркатса вӗҫсе иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех