Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Тук-тук-тук!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак тата пысӑках мар кӑткӑ йӑви те курӑнчӗ (унта халӗ нимӗнле чӗрчун та яшӑлтатни палӑрмарӗ), вӑл, хӑрах енчен тусӑннӑскер, ҫиелтен пӑртак нӳрелнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӗр ҫинче кӑлтти-калтти хӑрӑк-марӑк (ҫӗрсех кайнисем, таткаланса, ҫӗр ҫумнех пусӑрӑннӑ), шӑнкӑл-шӑнкӑл вутӑ япӑнса, тусӑнса выртать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ватӑ енне сулӑннӑ лиственница та (унӑн варринчи лӑпсӑркка тураттисем ҫине пӗр пусӑм пӑчӑр сырӑннӑ), йӑпӑш тӑрӑллӑ уртӑш та вӑрмана хӑйсене евӗр хӑтлӑх кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӗрекленсе ҫитнӗ, тӑррисемпе, юмахра каланӑ пек, пӗлӗте кашӑр-кашӑр сӗртӗнекен, сӑтӑркалакан пӑхӑр вулӑллӑ ҫурта пек хырсемпе пӗрлех (вӗсен тӗлӗнче тӳпенелле пӑхса тӑрсан, хыр вуллисем мар, ура айӗнчи ҫӗр сӗвекленсе таҫталла юхнӑн сисӗнет; пуҫ арпашӑнса каять, ҫаврӑнма пуҫлать) кунта ҫамрӑкраххисем те пур.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кунта утма йывӑрланчӗ: ура, ҫумӑр хыҫҫӑн лечекеленнӗ ҫӗре ҫӑрса утнӑ пек, пӑшш та пашш, лӑчӑрт та лачӑрт пута-пута анса каять, тӗллӗн-тӗллӗн тымарӗ-мӗнӗпех тӑпӑлакан кӗҫҫеленнӗ мӑк таткисемпе тӑллана-тӑллана ларать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Арҫын, кичеммӗн сапаланса выртакан пысӑках мар хӑрӑк ҫапӑ купинчен каптӑртатса иртсе, ҫӗре сарӑхма пуҫланӑ, таҫтӑн-таҫтӑн чӗтренекен мӑк хупланӑ сайра хырлӑха ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак, ҫитсен, ӑна, ӑшаласа-шаритлесе, хӗрӳпе, кӗрӗвӳпе, мӑнукӑмӑрсемпе, сӑвап ҫурти ҫутса, сан ятпа, сана асӑнса, сана кӗрекене чӗнсе, сан кӑмӑлна кӳнехтерсех ҫийӗпӗр-ха…».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрманне те эпӗ паян ҫак хайлапах, сан кӑмӑлна тӑвасшӑнах, килнӗччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Тупрӑм, тупрӑм, Полина, эс кӑмӑлланӑ сар кӑмпана.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑштахран хушса хурать:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫитсе, хамӑрӑн туй менелникне халӑх йӗркипе палӑртасахчӗ-ха… —

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Санпа иксӗмӗр ҫемье ҫавӑрнӑранпа паян хӗрӗх ҫул ҫитрӗ вӗт-ха, Полина!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ах, куҫ-пуҫ ҫутипе каҫ килекен пилӗкри автобуса ӗлкӗресчӗ», — шалтан пӑрчӑклана-пӑрчӑклана илет арҫын утнӑ май, унтан, тутлипе йӳҫҫи, ӑшшипе сулхӑнни хутӑш туйӑмпа тулса тӑвӑлса, юлашки ҫулсенче ҫирӗпленнӗ йӑлапа ӑссӑн леш тӗнчене ичелсӗр ӑсаннӑ арӑмӗпе сӑмахлама пуҫлать:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сас аякка каять, апла пулсан каллех йӗпе-сапа таврӑнать е ҫумӑр пулать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак тата, мӑйне ярт тӑсса шӑлинк-шӑлинк кӑшкӑрса, вӑрман тӑррипе хӑлат лап-лап-лап! вӗҫсе иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Инҫех те мар ҫӑхан кранклатни, хура кайӑк тӗнлетни, вӑрман кӑвакарчӑнӗ ача пек улани, хыҫҫӑнах курӑнман вӗтӗ кайӑксем мӑйк-майк тукалани илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах пилешӗ айне те йыт-кашкӑр ҫӗмӗрчӗ, сӑвӑс йывӑҫҫи тата пир йывӑҫҫи сӑмсисемпе сӗмсӗррӗн сӗкӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Арҫын чӗрине элексир сӗрекенни темле майпа тӑван-пӗтенӗнчен ҫӗтсе юлнӑ пӗртен-пӗр ҫамрӑк, капӑр чӑрӑш тата ҫупкаланса ларакан тӗксӗм хӗрлӗ шӑрттанлӑ пилеш (писевленнӗ ҫулҫисем ытларах симӗс шӑнӑрлӑ) ҫеҫ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юман — атте, ҫӑка — анне пулсан, ку чӑваш — ҫармӑс вӑрманне те хӑр-тӑлӑх шӑпи сӗртӗнсе иртнӗ-ши вара.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех