Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Кунашкал тӗслӗхсене ҫӳлерех асӑннӑ тӗпчев ӗҫӗсенче те, ҫак сборникри статьясенче те темӗн чухлех илсе кӑтартнӑ, вӗсене пӗтермелли тӗрӗс мелсене те сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Час-часах тӗл пулман тепӗр ҫитменлӗх вӑл — пӗр ӑнлавах тӗрлӗ майпа, тӗрлӗ мелсемпе палӑртни е пӗр термина кирлӗ маршӑнах темиҫе пӗлтерӗшпе ҫӳретни.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Ӗҫри стихийӑлӑха пула тата ятарлӑ пӗлӳлӗх, квалификаци ҫитмен пирки терминсем нумай чухне чи кирлӗ требованисене тивӗҫтермеҫҫӗ (кӗскелӗх, уҫӑмлӑх, несӗллӗх, ҫыхӑну меллӗхӗ тӗлӗшӗнчен т. ыт. те).

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Тӗпчевҫӗсем, хальхи ҫыру чӗлхине тишкернӗ май, терминологин чылай ыйтӑвӗсене хускатаҫҫӗ, нумай йӑнӑшпа ҫитменлӗх асӑрхаса усӑллӑ сӗнӳсем параҫҫӗ, анчах ҫав паха материалсем тӗрлӗрен наука сбориникӗсенче, хаҫат-журналта сапаланса пӗтнӗ, вӗсемпе тухӑҫлӑ усӑ курма май ҫук.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Кулленхи ӗҫре тытса вулама, харпӑр хӑй шухӑшӗсене, ӗҫне тӗрӗслеме, ҫӗнӗрен сӗннӗ терминсене хаклама теори монографийӗ е вӗренӳ хатӗрӗ евӗрлӗ кӗнеке те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Кунтан тӗлӗнмелли ҫук, мӗншӗн тесен терминсемпе ӗҫлекен специалистсем сахалӑшӗ ҫеҫ тӑван чӗлхене вӗренсе тивӗҫлӗ пӗлӳ илнӗ, терминологи ӗҫӗн теорийӗпе методикине ятарласа вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Ҫӗнӗ термин тӑвакансем, ӑна чӗлхене кӗме ҫул уҫса паракансем нумайӑшӗ ҫав принципсемпе меслетсене лайӑххӑн пӗлмеҫҫӗ те.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Теори тӗлӗшӗнчен лайӑх никӗсленӗ, вуншар ҫул хушши ӗҫре тӗрӗсленӗ принципсемпе меслетсем пур ҫинчех вӗсене терминсем туса йӗркелес ӗҫре нумай чухне пурнӑҫласа пымаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Терминологи ӗҫӗнче чи кирли — организацилӗхпе пӗр тӗллевлӗх пулман пирки вара ытти ҫитменлӗхсем те кӗретӗнех палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Тӗрлӗ отрасльсенчи чӑвашла ят памалли ӑнлавсене палӑртасси, ҫӗнӗ терминсем тӑвасси е йышӑнасси, вӗсен тӗрлӗ варианчӗсенчен чи юрӑхлисене суйласа илесси, сӗннӗ ҫӗнӗ терминсене сӳтсе явма пичетлесе е урӑх майпа тивӗҫлӗ ӗҫ специалисчӗсене тата халӑха пӗлтересси, ӑнӑҫсӑр терминсене пӑрахӑҫласа улӑштарасси е юсасси, йышӑннӑ терминсене тивӗҫлӗ йӗркепе ҫирӗплетесси, терминологи словарӗсем пичетлесе кӑларасси — ҫаксем пурте организациллӗ йӗркепе, наука вӗрентнине никӗсе хурса тумалли ӗҫсем.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи 1975 ҫулхи апрельте ҫирӗплетнӗ Терминологи комиссийӗ хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫламасть-ха — терминологи ӗҫне ертсе, йӗркелесе пымасть, унта планлӑх кӳмест.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Анчах ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗн пӗр пӗтӗм планӗ те, ӑна ертсе пыракан центр та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Ытларах чухне ку ӗҫ вырӑсла текстсенчи терминсене чӑвашла калама тивӗҫлӗ сӑмахсем-эквивалентсем тупассипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Ҫӳлерех палӑртнӑччӗ ӗнтӗ, терминологи ӗҫне практик-журналистсем те, тӗрлӗ наукӑсенче, сӑмахран чӗлхе пӗлӗвӗнче, литература пӗлӗвӗнче хӑй хуракан ученӑйсем те, ытти отрасльсенчи специалистсем те куллен туса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Терминологи ӗҫӗн хальхи тепӗр уйрӑмлӑхӗ — вӑл тӗрӗссипе хӑй халлӗн, никам та йӗркелесе, организацилесе пымасӑр аталанни.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Тӗрлӗ отрасльсенчи вӑрҫӑччен туса хатӗрленӗ терминологи системисем, сӑмахран обществӑпа политика, ялхуҫалӑх терминӗсем, шкулта вӗренекен наукӑсен терминӗсем, хӑшпӗр тарӑн техникӑпа технологи терминӗсем, тӗпрен илсен, ӑнӑҫлӑ пулнӑ, чӗлхене кӗрсе ҫирӗпленнӗ, малалла пуянланса тата лайӑхланса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Терминологи комиссийӗн членӗ В. Г. Егоров 1934 ҫулта ҫырса хатӗрленӗ «Принципы построения чувашской терминологии» ятлӑ документра мӗн калани халӗ те пӗтӗмпех юравлӑ темелле.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Терминологи ӗҫен тӗрӗс принципӗсемпе мелӗсем ун чухнех ҫирӗпленсе ҫитнӗ, вӗсемпе тухӑҫлӑ усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Кунта эпир ҫакна ҫеҫ кӗскен палӑртасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Вӑрҫӑчченхи тапхӑрти терминологи ӗҫӗн историне Н. П. Петров ятарласа ҫырнӑ статьясенче туллин те тӗплӗн ҫутатса пана.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех