Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Вӑрман пурнӑҫӗ, ун синкерлӗхӗ, вӑл теме сиснӗн сыхӑ тӑни пурнӑҫа улӑштарма вӑхӑт ҫитнипе шайлашуллӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Мих. Федоровӑн ҫут ҫанталӑк сӑнарӗ — расна, унта арҫури ҫинчен калакан мифӗ хӑй пур, Хӗветӗрӗн сисӗм-туйӑмӗ те ҫав мифла тӗнче курӑм тавралла тӗртӗмленнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Кашни пайрӑм ӑста тупнӑ, усӑ курнӑ деталь пек ӗҫлет писатель прозинче.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ку пайрӑмсем халӑх шухӑшлавӗнче фольклор поэтики пек упранса юлнӑ, чӑвашӑн нациллӗ тавра курӑмӑн уйрӑмлӑхӗсем пек чӑмӑртаннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Анчах мифӗсене илмест те Скворцов, ун паллӑрах пайрӑмӗсене ҫеҫ асӑрхаса пырать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Тӑрна кринклетни, карӑш авӑтни, шур кут кӑшкӑрни, улма йывӑҫҫи ҫимӗҫсӗр ларни, хурӑн тунсӑха путни… — ҫакӑ пурӗ пӗрле чӑвашсен мифла шухӑшлавӗ, хӑйле тӗнче курӑмӗ пулнине яр уҫҫӑн кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Кун паллисем ӗнтӗ ун повеҫӗ-калавӗнче халӑхӑн эстетика шухӑшлавӗ пек йӗркеленсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫут ҫанталӑк пурнӑҫне сӑнаса писатель наци шӑпи пирки шухӑша каять, этемре нимрен малтан вӑл чӑваш пулнине асӑрхать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Унта халӑх сисӗм-туйӑмӗ, чӑвашсен йӑли-ӗненӗвӗ, кун-ҫулӑн тӗрлӗ палӑрӑмӗсем тӗлӗнмелле туллин хывӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ю. Скворцов хайлавӗсенчи ҫут ҫанталӑк сӑнарӗ хӑй пӗр пӗтӗм, пысӑк тӗнче.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Апла пулин те кашни ҫыравҫӑн хӑйне евӗрлӗхӗ те пурах.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Сӑмаха кулӑшӑн шултралатнӑ деталӗсемпе шайлаштарни тата урӑх тӗллеве пурнӑҫлама хистет… (Л. Агаков, В. Енӗш…)

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ытарлӑ, тенешкел халапсемшӗн урӑх поэтика кирлӗ (И. Тӑхти, Хв. Уяр, Ю. Скворцов пултарулӑхӗсем).

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Мифсене тӗпе хурса ҫырни сӑнарлӑ чӗлхен пӗр йышши хатӗрӗсене ум ямах хушать (М. Федоров, Хв. Агивер, Д. Гордеев хайлавӗсем).

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Чӗлхепе пуплев уйрӑмлӑхӗсем, ҫапла майпа, кашни стиль пулӑмӗшӗн, кашни пултарулӑх тӗсӗшӗн, уйрӑм тӑран кашни ҫыравҫӑ ӑсталӑхӗшӗн пачах расна сӑн-сӑпатпа, техӗмпе паллӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Скворцовран ку ӑсталӑх Агивер пултарулӑхне куҫнине асӑрхамасӑр тӑраймӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ҫакна та каламалла: Федоров вӑйӑмӗ Скворцов ҫырни-тунинче вӑл Хв. Уяр витӗмне тарӑннӑн, тӗрлӗ енлӗн туйса илнинчен те килет; хайхи, Скворцовӑн Тӑхтилле енӗсем курӑнса каяҫҫӗ, сӑмаха вӑл вӑлтса-юптарса калассине те пысӑка хунине систереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Унта та чӑн чӑвашла тавра курӑма палӑртать тӗрлӗ кайӑк-кӗшӗк сасси, тӗрлӗ хускану, янрав, шав…

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Тимлӗ вулавҫӑ Агивер ҫырнинче те евӗрлев сӑмахӗсем наци характерӗн палли пулнине асӑрхатех.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Унран вӗренсе, кунашкал ӗҫ хапине Е. Лисина, Хв. Уяр, Д. Гордеев, Н. Мартынов кӑмӑллаҫҫӗ, кашниех вӗсем хӑйсен прозине философи чӗмӗ кӗртмеллине ӑнкараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех