Çĕннисем
Термин темӗн тери лайӑх, вырнаҫуллӑ пулсан та, вӑл пулӑмӑн пур енӗсене те палӑртаймасть, ку кирлӗ те мар.
Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.
«Плоскощелевые» тата «круглощелевые согласные» текеннисене вара «лаптак хушӑклӑ сӗртӗнкӗ (хӗсӗнкӗ) хупӑ сасӑсем», «ҫавра хушӑклӑ сӗртӗнкӗ (хӗсӗнкӗ) хупӑ сасӑсем» тесен те аптрамасть, мӗншӗн тесен кунта «хушӑк» ӑнлава конкретлӑрах ӑнлавсемпе («лаптак», «ҫавра») пайӑрлатса уҫса паратпӑр.
Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.
«Щелевые согласные» текеннисене «сӗртӗнсе тухакан (е кӗскенрех — «сӗртӗнкӗ») хупӑ сасӑсем» тесен чӑвашларах илтӗнет («хӗсӗнкӗ сасӑсем» теме те пулать).
Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.
Ун пек чух фонетика пулӑмӗсенче куҫа уҫӑмлӑ курӑнакан, чӑваш сӑмахӗсемпе палӑртма май килекен енсене, паллӑсене шырас пулать.
Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.
Сӑмахран, «щелевые согласные» текен термина тӳррӗн куҫарма, «хушӑклӑ хупӑ сасӑсем» теме май ҫук, мӗншӗн тесен чӑваш пуплевӗнче «хушӑк» тени сасӑсен пахалӑхӗсемпе ҫыхӑнасшӑнах мар.
Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.
Анчах, кирек мӗнле пулсан та, вырӑс терминӗсене куҫарас, ҫӗнӗ чӑваш терминӗсене ялан вӗсен калӑпӗпе тӑвас туртӑма пӑрахӑҫлама тивет.
Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.
Паллах, пирӗн фонетика терминологийӗнче пӗр сӑмахлӑ терминсем нумаях пулмӗҫ; кунта чӑваш пуплевӗн хӑйевӗрлӗхӗсемсӗр пуҫне ӑнлавсен, пулӑмсен кӑткӑслӑхне те уяма тивет.
Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.
1) Терминсем май килнӗ таран кӗске пулмалла.
Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.
Ҫав принципсене тата чӑваш терминологийӗнчи опыта тӗпе хурса, фонетика терминологийӗнчи требованисене ҫапла палӑртма пулать.
Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.
Терминсем тӑвас ӗҫри пӗтӗмӗшле принципсем пирӗн наукӑра тахҫанах ҫирӗпленнӗ.
Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.
Лайӑх шухӑшласа, наука ыйтнисене асра тытса суйлани тата системӑласа йӗркелени кӑна кирлӗ.
Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.
Ытларах чухне чӑваш сӑмахӗсенчен е морфологи элеменчӗсенченех кирлӗ терминсем тума пулать.
Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.
Пирӗн шутпа, ытти чылай отрасльсенчи пекех, чӑваш фонетика терминӗсен тӗп ҫӑлкуҫӗ чӑваш чӗлхи хӑех пулма тивӗҫ.
Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.
Кирлӗ терминсене ӑҫтан илмелле, ҫӗннисене епле калӑпламалла?
Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.
Чӑваш фонетика терминологийӗ мӗнле пулмалла-ха?
Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.
Тата ҫакна та асра тытмалла: аталаннӑ кашни чӗлхе хӑйӗн тытӑмне вырнаҫуллӑ терминсемпе палӑртма пултармалла, ку унӑн сумлӑ тивӗҫӗ пулать.
Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.
Чӑваш чӗлхине вӑтам шкулта анчах мар, аслӑ шкулсенче те вӗреннине, чӑваш фонетики ҫинчен чӑвашла вӗренӳ хатӗрӗсем, тӗпчев ӗҫӗсем, статьясемпе кӗнекесем ытларах ҫырма кирлине шута илсен, фонетика терминологине пуянлатса йӗркелессине паянхи чи кирлӗ ӗҫсен шутне кӗртмелле.
Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.
Пирӗн шутпа вара вӗсем питӗ кирлӗ.
Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.
Тен, фонетикӑра таса, чӑн чӑваш терминӗсем кирлех те мар?
Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.
Тен, малашне те вырӑс терминӗсене чӑвашла вӑрӑммӑн ӑнлантарса панисемпех ҫырлахмалла?