Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫакнашкал интернационаллӑ терминсене татах та вырнаҫуллӑрах, системӑна пӑсман чӑваш сӑмахӗсемпе кӑна улӑштарма пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Тӗслӗхрен: акцент, артикуляци, фонема, дифтонг, дифтонгоид, тон, обертон, проклитика, энклитика т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Анлӑ сарӑлнӑ латин тата грек терминӗсене нумайӑшне иккӗленмесӗрех чӑваш чӗлхине кӗртме пулать; вӗсенчен вырнаҫуллӑраххисене тупаяс ҫуку мӗншӗн тесен ҫавнашкал терминсем яланах пӗр пӗлтерӗшпе ҫӳреҫҫӗ, нимӗнле хушма шухӑш та ҫуратмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Чӑваш фонетика терминологине аталантармалли тӗпӗр ҫӑлкуҫ вӑл — вырӑс чӗлхинчи фонетика терминӗсем, уйрӑмах латин чӗлхипе грек чӗлхинчен йышӑннисем.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Хальхи чӑваш фонетика терминологийӗшӗн ҫакӑ — питӗ кирлӗ услови.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Ҫирӗпленсе ҫитеймен, тин ҫеҫ йӗркеленсе пыракан терминологисенче терминсем темиҫе вариантлӑ пулни тата вӑл е ку варианта малашне, чӗлхе практикине шута илсе, юрӑхлипе юрӑхсӑрри тӗлӗшӗнчен хак пама май парать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Ҫавӑнпа ӑна усӑллӑ пулӑм тесе хакламалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Терминсем темиҫе вариантлӑ пулни шухӑш хусканӑвӗсене терӗҫ палӑртма пулӑшать, пуплеве стиль енчен кирлӗ пек йӗркелеме май парать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Е тата тӑван чӗлхен лексикипе морфологи материалӗсенчен калӑпласа тунӑ терминсемех синонимлӑ йӗркепе ҫыхӑнса тӑракан вариантсем ҫине пайланнине курма пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Калӑпӑр, пӗр терминӑнах ют чӗлхерен йышӑннӑ варианчӗ тата тӑван чӗлхе пуянлӑхӗпе усӑ курса тунӑ варианчӗ пулма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

6) Терминологие ятарласа йӗркелетпӗр пулин те, ҫавна май вӑл ҫирӗп тытӑмлӑ система шутланать пулин те, унӑн единицисем темиҫе вариантлӑ пулма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Нумай ҫулсем хушшинче шкул, кӗнеке-хаҫат урлӑ халӑх ӑстӑнне кӗрсе юлнӑ терминсене май килнӗ таран йӗркелеме тӑрӑшмалла, ҫӗнӗ терминсемпе пӗрле пӗр системӑна пӗтӗҫтермелле.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

5) Ҫӗнӗ терминсем тунӑ чух, паллах, унччен пулнӑ терминсене пачах шута илмесӗр хӑварма май ҫук.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

4) Ытти кирек мӗнле наукӑри терминсем пекех, чӑваш фонетика терминӗсем те пӗр пӗлтерӗшлӗ кӑна пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Унсӑрӑн ҫав ӑнлавсене яланах -и аффикслӑ причастин «ӑнлантару сӑмахӗсемпе анлӑланнӑ формисемпе палӑртма тивет («тутапа калани», «сӑмсапа калани», «аффриката евӗрлӗ калани» е «аффрикатӑна куҫни» т. ыт. те — кун пек терминсем пур чухне те юрӑхлах марри ҫинчен ҫӳлерех каланӑччӗ), мӗншӗн тесен калька мелӗпе тунӑ «туталан-у», «сӑмса-лан-у», «аффрикатӑ-лан-у» йышши терминсем, хушма пӗлтерӗшлӗ пулма пултарнӑран, тата та килӗшӳсӗртерех.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Вырӑс чӗлхинче усӑ куракан «лабиализация», «назализация», «аффрикатизация» евӗрлӗ латин чӗлхинчен йышӑннӑ терминсене ытларах чух чӑваш чӗлхине те кӗртмелле пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Ҫакна май тата акӑ мӗн каламалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

«Фонемӑсем улшӑнни» йышши сӑмах майлашӑвӗсемпе, вӗсем ӗҫӗн (процесӑн) ятне пӗлтернӗ май, номинаци единицисен шутӗнче мар, коммуникаци единицисен шутӗнче усӑ курсан вырнаҫуллӑрах, калӑпӑр, кӗнеке оглавленийӗсенче.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Ҫапла, «фонемӑсем ылмашни», «фонемӑсем улшӑнни», «сасӑсем пӗрпекленни», «хупӑ сасӑсем ҫемҫелни» йышши сӑмах майлашӑвӗсем вырӑнне «фонемӑсен ылмашӑвӗ», «фонемӑсен улшӑнӑвӗ», «сасӑсен пӗрпекленӗвӗ», «хупӑ сасӑсен ҫемҫелӗвӗ» тесен вырнаҫуллӑрах пулать, мӗншӗн тесен сӗнекен формӑсене определенисемпе анлӑлатма та, нумайлӑ хисепре калама та пулать: «фонемӑсен истори ылмашӑвӗ(сем)», «фонемӑсен кӳршӗлӗх улшӑнӑвӗ (сем)» т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Тӗслӗхрен, чӑваш чӗлхинче -и аффикслӑ причастин форми термин тума чылай чухне юрӑхлӑ мар, мӗншӗн тесен вӑл ытларах субъект тӑвакан ӗҫе пӗлтерет, ҫавӑнпа определени пулакан сӑмахсемпе мар, обстоятельство йышши сӑмахсемпе ҫыхӑнма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш фонетика терминологийӗ ҫинчен // В. И. Котлеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 92–107 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех