Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Чӑпар сатин кӗпе ҫинчен сенкер саппун ҫакнӑ вӑл, урине ҫӑмӑл пушмак, тапки текеннине, тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Унччен те пулмарӗ, лутра алӑк чӗрине уҫӑлчӗ те, картишне Ҫирахви тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Костя тимӗр витнӗ пӳрте кӗрсе пӑхма шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫавӑнтах ҫыхса пӗтермен сӗреке те пур.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Пусми ҫинче пулӑҫсем тӑхӑнакан вӑрӑм кунчаллӑ атӑпа сӑрӑ плащ выртать.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Крыльцине сап-сарӑ сӑрпа сӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ун ҫине тимӗр витнӗ, чӳречисем кӑнтӑр еннелле пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Пӗр пӳрчӗ ыттисенчен пысӑк та ҫӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Кашни алӑкӗ патне пӗрер-икшер хӑма тӑсса хунӑ — йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑкра иртсе ҫӳремелли сукмак пекки тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Картиш тавра темиҫе алӑк, Костя ӑнланчӗ — ытларах укҫа шӑйӑрса илес шутпа темиҫе хваттер лартса тултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫирахвипе Юля адресне ҫын-ҫын урлӑ анчах ыйтса пӗлнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Вӑл кунта унччен пӗрре те килсе курманччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Хайхискер, Кайбулка хӗрринчи 12-мӗш номерлӗ ҫурт умне ҫитсе чарӑнчӗ, лӑпланнӑ пек пулчӗ, калиткене уҫса, картишне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Шупашкартан тухса каяс умӗн вӑл Ҫирахвипе Юля пурӑнакан хваттере пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

«Вӑхӑт иртнӗ майӑн ҫыннӑн характерӗ те улшӑнать, вӑл мана ӑнланатех…» — тӗрлӗрен шухӑшларӗ Костя.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Тем пулсан та, ҫав хӗре ун хӑй майлӑ ҫавӑрмалла.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Анчах яланлӑха тухса кайма шутламарӗ вӑл: Ҫирахви Шупашкарта юлать-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ӑҫта кайнине «тигра» пӗлтерме юраманнине те сисрӗ-ха вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, Липкин курӑнман чухне хӑтӑлма шутларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Сӑлтавне никама та шарламарӗ — Эдикпа явӑҫса кайса, чипер мар ӗҫ туни ӑна хӑратмаллипех хӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче, кӗркунне // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех