Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Фронтри салтак хӑй юлташӗ ялан чӗмсӗр ҫӳренинчен тӗлӗнсе пуҫне ватать («Бирюк») т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчен киле таврӑнакан салтак сасартӑк такам чӑвашла юрланине илтет («Ан авӑн, шӗшкӗ»).

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Сӑмаха пуҫарса ярасси те, ӑна авкалантарса пырасси те хӑйне майлӑ унӑн — калав-повесть ялан парадокслӑ пекрех ӑнсӑртлӑхран пуҫланса каять: тӗлӗнмелле ӑста юрланӑ Айдаров кӗтмен ҫӗртен «ан ман мана» текен чечек ҫыххи тата юратуллӑ ҫыру илет («Ан ман мана»).

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Паллах, ку вӑл ҫав куҫа курӑнман калавҫӑн екки, хӑй калас шухӑша вӑл ырӑпа тӳнтер пулӑмсене хире-хирӗҫлетсе ҫавӑрма тӑрӑшни, кун пек тусан сӑнарсем, вӗсенчи идея, хайлаври пӗтӗмлетӳллӗ шухӑш вулакан чӗрине аванрах кӗрсе вырнаҫасса шанать.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Икӗ ен, иккӗшне те ӳстеререх кӑтартнӑ: пӗрисене гротеск мелӗпе сӑрланӑ, карикатура шайне ҫитернӗ, теприсенче вӗҫӗм вӑйланса пыракан пархатарлӑха ҫул панӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Аюхин гвардеецла ҫиме хыпӑнни ӑна гвардеецла ҫапӑҫма хастарланнӑ Актаевпа хире-хирӗҫлетнӗрен курӑмлӑрах.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

«Симӗс ылтӑнри» Кнопф хӑтланкаларӑшӗсем те ӑна тыткӑнри салтаксемпе ҫывӑхлатса танлаштарнӑран илемсӗр, нӗрсӗр.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Хӑйне тӗллӗн ҫеҫ хӑвармасть хырӑм нушине ҫыравҫӑ, ӑна Танян хастарлӑхӗпе шайлаштарать.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

«Йывӑр ҫулсенчи» Таня тӑшмана ҫӗнтерессишӗн чунне пама хатӗр, тылри йӗке хӳресем вара сӗтел ури авӑниччен ҫимӗҫ тултарнӑ кӗрекере йӑпанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Ахальтен-и чылай чухне этем хырӑмшӑн антӑхнине картмасть писатель, ҫиесси ытларах чухне пархатарсӑрсен нуши-хури ун хайлавӗсенче.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Романтик-ҫыравҫӑ шучӗпе пурнӑҫӑн тӑтӑшӗнче ӗмӗрхи паллӑсене, кӑмӑл-сипет тирпейне упракан палӑрӑмсене тӗпе кӑларни кирлӗрех.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Вулатӑн та ҫак кӗнекесене ҫапла шухӑш тӗлне ҫитетӗн — аслӑ шанӑҫпа, хаваллӑ ӗненӳпе, ҫунатлӑ чунпа пурӑнакан этем йӑла-йӗркери, кулленхи пурнӑҫри пур вак-тӗвеке те шута хурасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Шӑпах хӑй музыкант пулнӑран ӗнтӗ «Тӑвӑл умӗн» романри Пазухин Лисука тӗлӗнмелле ҫепӗҫ те черчен юратупа савать, ик чӗре хушшинчи шанӑҫлӑха нимрен ытла хисеплет.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Интеллект пурнӑҫӗнчи хӗм Атнарова Тамара сӑнарне те идеализацилесе сӑнлама хистет-и тен.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Алмазов фронтра та музыкӑна манман, Ф. Павловӑн «Вӗлле хуртне» чуна тивмелле калани Саланова ун еннелле ҫавӑрать («Салампи»).

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

«Ан ман мана» повеҫри Надя чаплӑ юрӑҫ Айдаров патне туртӑнать, унра хӑй пӗлмен ырӑлӑх пур пек туйӑнать ӑна.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Атнаров ак куккӑшӗ патне ҫӳрет, лешӗ чӑваш культурин сывлӑшӗпе сывлани сӑваплӑ уншӑн.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Хайлавсенче ахальтен мар культура логики, искусство ӗҫченӗсен сӑнарӗ мала тухать.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Сӑлтавӗ — пур, асӑннӑ романтиксенчен кашниех пурнӑҫри арӑш-пирӗше илем ҫӗнтерессе шанать, вӑл ҫынри тӳсӗме, тӗнче умӗнчи яваплӑха тарӑнлатасса пӗлет.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Хв. Уяр, П. Хусанкай, Н. Теветкел, Хв. Агивер — пурте романтик мар пулсан та, культурӑна пултарулӑх ӗҫӗн материалӗ пек, сӑнарлӑ шухӑшлавӑн пӗр пайӑрӑмӗ пек ӑнланаҫҫӗ, культура пирӗн пурнӑҫӑн уйрӑлми пайӗ пулнине ӗненеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех