Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

— Никулина пысӑк ӗҫ панӑ ятпа саламламалла иккен!

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Тӑхтӑр-ха, Маркел Егорович! — терӗ Пятин, ҫиллине пусарма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Сасартӑк партин хула комитечӗн секретарӗ Фролов шӑрханчӗ, унтан виҫҫӗмӗш стройучастокри ӗҫсемпе интетина больничнӑй хуптармасӑрах ӗҫе тухма тивнӗшӗн пӑшӑрханчӗ, унтан виҫҫӗмӗш стройучастокри ӗҫсемпе интересленчӗ, ну, сывалӑр, Михаил Григорьевич, ан чирлӗр тесе калаҫӑва вӗҫлесси палӑрсан, Пятин тарӑхса кайрӗ: Никулина мӗншӗн унран маларах хунине каласшӑн та мар вӗт!

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫук, куна ниепле те ӑнланаймасть Пятин.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ӗнтӗ унӑн Никулина пӑхӑнмалла пулать-и малашне?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Мускавран е главкӑран хӑшне те пулин вырӑнти министра лартнӑ пулсанах, вӑл аплах вӗчӗхмӗччӗ, анчах та ӑна манса хӑварса Никулина хӑпартни…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Тӗрӗссипе, куҫса ҫӳрекен Хӗрлӗ ялав халӗ те трестрах вӗт.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Миҫе хутчен СССР строительство министерствипе строительствӑра ӗҫлекенсен профсоюзӗн Тӗп Комитечӗн Хӗрлӗ ялавне тивӗҫлӗ пулман-ши?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Вӑл Шупашкара килнӗренпе — мӗн чухлӗ ҫӗнӗлӗх ҫурт-йӗр строительствинче!

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

«Пятин юлташ, сире шанатпӑр!..»

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Шупашкара килнӗренпе пӗр сехет те канса курман пуль Пятин: ҫурт хыҫҫӑн ҫурт, шкулсем, магазинсем, больницӑсем, театрсем…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Кама тарӑхмаллине те пӗлмерӗ вӑл халӗ, кун пирки кампа калаҫса чуна уҫмаллине чухламарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ӑнланмастӑп ним те!»

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫук, карьерист мар эп, анчах Никулина манран мала хуни…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Мана сӗнсе те пӑхмарӗҫ хӑть, манпа канашласа илинччӗҫ хӑть кун пирки!

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ку тӗлте сӗтел ҫинчи папкӑна ҫӗклесе ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Опычӗ те унӑн манӑннинчен сахалрах, хӑюлӑхӗ те, калаҫни те… —

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Унӑн «Промстрой» тресчӗ нихӑш енӗпе те ман трестран мала иртмен-ҫке?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Чӑнах, мӗншӗн-ха Никулина, Георгий Николаевича, лартаҫҫӗ строительство министрне?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Мӗншӗн эпӗ мар?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех