Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Никулин, строительетво министрӗ, ӑна ӗҫе лайӑх йӗркелеменшӗн ӳпкелешсе, вӑрттӑн савӑнӑҫпа («хӑвна хӑпартманшӑн кӳрентӗн пуль-ха тата?») пӑхнине тӳссе лартӑр-и Пятин?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Приговор пекех ку Пятиншӑн, — ӗнтӗ ӑна тӳсмелӗх хал ҫук унӑн, чун-чӗри те хатӗр мар «приговор» илтме.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Тӗрлӗ пуху-канашлусенче, отчет-справкӑсенче асӑнӗҫ ҫак шухӑша.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Вара — ҫурт-йӗр тресчӗ кӑҫал ҫур ҫулхи плана ҫавӑн чухлӗ тултарайман…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Тӗрӗссипе, план халех кунсерен, эрнесерен тулса пыраймасть ӗнтӗ, ҫур ҫулхи ӗҫсене виҫсе пӗтӗмлетсен, ҫакӑ уҫҫӑнах палӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

…Пятин килне татӑклӑ шухӑшпа килсе кӗчӗ: хальтерех каймалла унӑн трестран, хуларан та пӗр тӑхтаса тӑмасӑр тухса каймалла; Хӗрлӗ ялавлӑ трест управляющине ӗҫ тупма йывӑр мар, план «ҫунма» тытӑнсан вара ним ыррине те ан кӗт.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Чухларӑн-и Курмышов мӗншӗн парткома кӗрсе тухма та ерҫменнине…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Паттӑрлӑх кирлӗ микрорайона хута яма.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫапла, Константин Валерьянович, тӑрӑшса ӗҫлени те, пӗтӗм вӑя хуни те ҫителӗксӗр.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Микрорайона ҫуррине хӑть ку уйӑхрах туса ҫитерес тесен, лере чӑннипех паттӑрлӑх кӑтартмалла.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Пач та иккӗленместӗп, Акимов пур енӗпе те плансене тултарӗ, стройкӑрах кун кунлама, ҫӗр выртма та хатӗр вӑл, ыттисен ма тӗслӗх илес мар унран, пӗлсе тӑр, Курмышова та шанатӑп, Дагестанри Тылымра халь — питӗ хӗрӳ тапхӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Халь те шанатӑп!

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Эсир, Михаил Григорьевич, Акимова яланах шанаттӑр вӗт-ха, унран ыр тӗслӗх илме сӗнеттӗр, халь вара…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Усанов каллех пуҫне сулчӗ, унтан вӑл хӑй тӗлӗннине пытармарӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Парткома куҫнӑранпа ҫур ҫул ҫитет-и-ха?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Ну, Федот Неронович мӗнле ҫын иккенне санӑн ӑнланса ҫитме вӑхӑт ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

— Топрисов та…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Усанов пуҫне сулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Курмышова тарӑхса лараттӑн паҫӑр, пӗлсе тӑр, Константин Валерьянович, Акимов Сергей Акимович нихҫан та ун ҫинчен ырӑ сӑмах каламӗ, эсӗ шӑпах ӑна итлесе Курмышова чӗнсе илесшӗнччӗ вӗт парткомра ҫунтарма?

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Санӑн унпа ӗҫлемелле вӗт…

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех