Çĕннисем
«Эсир», «Дина Григорьевна», «кашнийӗн пуҫарулӑх кӑтартмалла», «обязательствӑна пурнӑҫлатпӑрах» текеленисӗр пуҫне, каччӑ калаҫӑва урӑх сӑмах кӗртмерӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тӗл пулчӗ ҫав каччӑна, анчах та Ҫитӑр ӑна темиҫе ҫул каярах килӗштерни-юратни пачах палӑрмарӗ — йӑлтах урӑх ҫын пек.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хӑйне вилеслех килӗштерсе райком умне кунсерен темиҫешер хут пыраканскерӗн кӑмӑлне пӗлес килчӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пӗркун ятарласах тенӗ пек Варкӑш районне Ҫитӑр слесаре курас тесе кайрӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ку туйӑну ҫеҫ-тӗк юратчӗ те, юлашки вӑхӑтра унпа «вӑл-ку шухӑша» систерсе калаҫакансем те тӗл пулма пӑрахрӗҫ пек.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Шӑпах кайранхи хӑратать те.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫапах та Дина ҫирӗм ултта кайрӗ ав: кӗҫех вӑтӑра та пусӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Текех ӗнтӗ Валерире ӑна ҫав териех туртаканни ним те юлмарӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ку та пӗлтӗрхи юр пек кӑна.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Пуҫласа тӗл пулнӑ чухнехи сӑнӗ-пуҫӗпе, чӗлхипе ума тухмассерен вӑл хӗр ӑшне вӑркатрӗ, туйӑмне хӗртсе яркаларӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тата, куна та йышӑнмах тивет, каччӑ ӑна пӗртте юрама, килӗшме-ҫавӑрма тӑрӑшманшӑн та хӑй ҫине урӑхларах ҫаврӑнтарса пӑхтарчӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Уйрӑлма та унран пачах та ыттисем пек мар уйрӑлса кайнӑран та-и, тен?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Сӑрҫие пуҫласа килсен автовокзал умӗнче вӑл ыттисем пек мар калаҫса, ыттисем пек мар пӑхса тӑнӑран пуль.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ӗнтӗ ку халь ирӗлсе пӗтекен юр пекех, ҫапах та мӗне кура Дина ҫав пуҫтах каччӑнах ыттисенчен маларах хучӗ?
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫитменнине, хӗр кӑмӑлне сиссе ӑна тивӗҫтермелӗх хӑнӑху-опыт пухайман ав.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хӑй кӑмӑлне уҫҫӑн систернӗ ҫӗртех каччӑ ҫапла ҫеҫ тӑнӑшӑн вӑл сӗре тарӑхрӗ, ҫав каҫхине куҫ та хупаймарӗ темелле, ирхине вара куна ак ҫапларах ӑнланса лӑпланчӗ: ӑна каччӑ питӗ-питӗ юрат-нӑран пӳрнепе те тӗкӗнме хӑяймасть.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Манаймасть ҫав каҫа Дина.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Унӑн ирӗксӗрех хӗртен обком инструкторӗ пулса ӗҫ ҫинчен калаҫу тапратса яма тиврӗ.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Хӗрелме тытӑнса, куҫӗсене Дина куҫӗсенчен тартрӗ ак.
4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Кун хыҫҫӑн та Валерий ним чӗнмесӗр пӑхса тӑчӗ: те ӑнланмарӗ хӗр шухӑшне, те ӑнланнӑ ҫӗртех хӑяймарӗ.